Комментировать

27 Янв, 2015

Çĕнĕ башня

Пĕлтĕрхи декабрĕн 19-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи Орпа Павлово ялне вăрăм прицеплă машина пырса кĕнĕ. Вăл Ростов облаçĕнчи Таганрог хулинчен çĕр айĕнчен шыв уçласа тултармалли башня тиесе килнĕ. Ăна çуркунне тăратса лартасшăн.

"Çав ялпа юнашар - Совхоз поселокĕ. Унăн пĕр хĕрринче пурăнакансем шăрăх кунсенче шыв çитменнишĕн мăкăртатаççĕ, - пĕлтерчĕ Иваньково ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Федоров. - Башньăна республика хыснинчен уйăрнă укçапа туянтăмăр. Вăл - Чăваш Енри ял тата хула тăрăхĕсен хушшинче 2013 çулта иртнĕ экономика ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăна тухнăшăн панă преми".

Чылай ял тăрăхĕнчи башньăсем кивĕ, шăтса юхтараççĕ. Вырăнти влаçăн пулинччĕ кĕмĕл çĕннине туянма! Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.