Комментировать

26 Дек, 2014

Асамлăх... кĕтмен çĕртен

Асамлăха ĕненни кашни çыншăн пĕлтерĕшлĕ: ачасемшĕн те, аслисемшĕн те. Ку йывăрлăхсене парăнтарма, пурнăçа юратма вĕрентет. Уйрăмах Çĕнĕ çул умĕн пурте асамлăх алăкран шаккасса кĕтеççĕ. "Ĕненмелле çеç, вăл пурнăçланасса шанмалла", - тенине илтме пулать халăхра. Йĕпреç поселокĕнче пурăнакан Маргарита Богатырева та Çĕр çинче асамлăх пуррине шаннă. Çакна декабрĕн 19-мĕшĕнче Маргарита Евгеньевна кăна мар, Пĕрремĕш каналпа "Поле чудес" телекăларăма пăхакансем те ĕненнĕ.

Маргарита Богатырева "Пятерочка" лавккана час-часах çÿрет. Вăл çав лавккасен сечĕ юбилей ячĕпе конкурс ирттерессе шăпах çавăнта выртакан буклетран пĕлнĕ. Маргарита Евгеньевна хăйĕн хĕрĕпе, 14 çулти Катьăпа, сăвă шăрçалама ларнă, темиçешне конкурса ярса панă. Малалла вулас...

Шупашкарта çуралса ÿснĕ Антон Шаплин Мускавра 11 çул пурăнать. Нумаях пулмасть унăн пурнăçĕнче те асамлăх пулнă. Антон - Раççейри тата Хĕвеланăçĕнчи артистсем валли юрă çыракан композитор тата продюсер. Вăл Стас Михайловпа, Дима Биланпа, Александр Реввăпа, Митя Фоминпа, Батиштăпа, ытти "çăлтăрпа" ĕçленĕ. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.