Комментировать

27 Ноя, 2019

Артистсем текех кирлĕ мар-и?

Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн паянхи ларăвĕнче модель библиотекисем валли республика бюджетĕнчен укçа уйăрассине тишкернĕ май культура министрĕ Константин Яковлев Муркаш тата Шупашкар районĕсен библиотекисем çитес çул федераци бюджетĕнчен 10-шар миллион тенкĕ илесси çинчен хыпарларĕ.

Çитĕнÿсемпе пĕрлех çитменлĕхсем те çук мар. Вĕсенчен пĕрне информполитика министрĕ Михаил Анисимов палăртрĕ. Вăл чăваш писателĕсен хайлавĕсен тиражĕсем пĕчĕкккине, хăш-пĕр библитекăра вĕсен çĕнĕ пĕр кĕнеки те пулин çуккине палăртрĕ. Хаçат-журнал пирки те çаплах каламалла: кашни библиотекăра вĕсен пĕрер экземплярĕ те пулин пулмаллах. Республика Пуçлăхĕ те кун валли укçа тупмалли çинчен пусăм тусах каларĕ.

Михаил Игнатьев тĕп хула оптимизаци çулĕ çине тăма палăртнă май йышăнакан мерăсемпе кăсăкланчĕ. Администраци пуçлăхĕ Алексей Ладыков хальлĕхе татăклă йышăну туманни пирки каларĕ пулин те регион ертÿçи филармони коллективĕн шăпине уçăмлатма ыйтрĕ. Сити-менеджер шучĕпе, унти çынсене е çамрăксен театрне, е трактор тăвакансен культура керменне памалла. Культура министрĕ Константин Яковлев вара филармонире реконструкци ĕçĕсем вĕçлениччен, çитес çулхи кĕркуннеччен, хула бюджечĕ çинчех хăварасшăн.

Çав çынсем — чăн профессионалсем. Коллектива упраса хăвармалла, - терĕ вăл Иван Моторин премьера тивĕçлĕ тытăмсен ертÿçисене уйрăммăн пухса ыйтăва тишкерме, татса пама хушнă май.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. 

Рубрика: