Комментировать

17 Мая, 2019

«Хыпар» 52-53 (27485-27486) № 17.05.2019

* «Эй Турă ывăлĕ Иисус Христос, çырлах мана, çылăхлăскере» кĕлле кунне — 500, Турă Амăшĕн кĕллине 150 хут калать вăл. Маларах вара куçĕ курмасан та çăм чавнă, арланă, çип пĕтĕрнĕ, алсиш, нуски çыхнă… Суккăр тесе пĕрре те ахаль ларман. Сăмахăм Елчĕк районĕнчи Аслă Пăла Тимешре пурăнакан 104 çулти Ирина Ермакова çинчен. Ирина Григорьевна ялта, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнче, Елчĕк районĕнче чи ватти шутланать (Кун каçа 650 хутчен кĕлĕ калать. Роза ВЛАСОВА)

* Республикăри пулă ĕрчетекен хуçалăхсенче те хĕрÿ тапхăр пуçланчĕ. Шăпах çак вăхăтра пĕвесене пулă яраççĕ.
Пĕлтĕр Куславкка районĕнчи Алексей Афанасьевăн фермер хуçалăхĕ тата Пăрачкав районĕнчи тулли мар яваплă «Кире» общество пулă сутассипе мала тухнă. Вĕсем иккĕшĕ те карп ĕрчетессипе паллă
(Пĕвере карп ĕрчетеççĕ)

* Елен НАРПИ (Елена Чекушкина), ачасемпе çамрăксем валли çыракан писатель: «Хĕл лариччен» ят пуçа тÿрех кĕчĕ. Ун чухне кĕркуннеччĕ, урамра тавралăхпа киленсе пынă май: «Епле хитре! Хĕл лариччен… Повеç ячĕ вĕт ку!» — шухăшларăм. «Сетреслу ĕмĕрĕ» — пĕрремĕш калавсенчен пĕри. Ятне çав вăхăтра «Тăван Атăл» журнал редакторĕнче ĕçлекен Хветĕр Агивер тупса пачĕ. «Ку мистика калавĕсен йышне кĕрет. Санран çыравçă пулать», — хавхалантарнăччĕ вăл» (Елен Нарпи: Мистика калавне çырнă чухне усал хупăрларĕ)

* Çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта федерацин Атăлçи округĕнчи тата Китай Халăх Республикинчи Турипе Вăта Янцзы юхан шывĕн хутлăхĕнчи регионсене пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлеме пулăшакан канашăн виççĕмĕш ларăвĕ иртĕ (Аслисемпе пĕрлех çамрăксем те канашлĕç)

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.