Тантăш № 13 (4631) 04.04.2019
— Савелий Мурманска вĕренме каяссине пĕлтерсен ку ачалла шухăш çеç пуль тенĕччĕ. Анчах вăхăт иртнĕçем вăл ун пирки ытларах та ытларах калаçрĕ. Документсем пуçтарма тытăнтăмăр. Кайран мĕн тери йывăр пуласса шухăшламан та. Пĕчĕкскере килтен аякка ярасси çăмăлах пулмарĕ. Савелий ачаш-ха та, ялан ыталать, чуптăвать, «Анне, эпĕ сана юрататăп», — тет, — ывăлĕ тинĕс çар училищине вĕренме кĕнине аса илчĕ Людмила Анатольевна («Çирĕп тĕллевпе, малалла». Лариса ПЕТРОВА)