Тантăш № 13 (4631) 04.04.2019

— Савелий Мурманска вĕренме каяссине пĕлтерсен ку ачалла шухăш çеç пуль тенĕччĕ. Анчах вăхăт иртнĕçем вăл ун пирки ытларах та ытларах калаçрĕ. Документсем пуçтарма тытăнтăмăр. Кайран мĕн тери йывăр пуласса шухăшламан та. Пĕчĕкскере килтен аякка ярасси çăмăлах пулмарĕ. Савелий ачаш-ха та, ялан ыталать, чуптăвать, «Анне, эпĕ сана юрататăп», — тет, — ывăлĕ тинĕс çар училищине вĕренме кĕнине аса илчĕ Людмила Анатольевна («Çирĕп тĕллевпе, малалла». Лариса ПЕТРОВА)

* — Ваня, çывăрма вăхăт, — каçсерен темиçе хутчен асăрхаттарма лекет Ирина Любаевăн 4-мĕш класра вĕренекен ывăлне Ваньăна. Алăран кĕнекене вĕçертес килменнипех пуçне минтер çине хума васкамасть Шупашкарта кадет класĕнче ăс пухакан арçын ача. Вĕренÿ отличникĕ кунне 30-100 страницăран сахал мар вулать  (Икĕ сумка туп-тулли)

Патăрьел районĕнчи Патăрьелти культура çуртĕнче тĕлĕнмелле конкурс иртнĕ. «Патăрьелти пĕчĕк миспа мистер» ăмăртăва хаваслă та маттур тăватă мăшăр хутшăннă (Пĕчĕк миспа пĕчĕк мистер)

* Киçтĕкпе пĕрле - сăрăсен хулине

* «Ты супер» кăларăмра

www.hupar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.