Комментировать

4 Мар, 2019

«Чăваш хĕрарăмĕ» 8 (1083) № 02.04.2019

"Çĕрпÿ районĕ йытăсемпе çыхăннă ĕç-пуçпа çине-çинех палăрчĕ юлашки вăхăтра. Овчаркăсем хĕрарăма туласа вĕлернĕ хыпар хыççăн интернетра хăйне евĕр видеосюжет сарăлчĕ. Çĕрпÿ хулинче пурăнакан пĕр çамрăк урамра чупакан йытăсене çăмăл автомашинипе таптанине сăнланă унта. «Çак йытăсемпе хăçан та пулин кам та пулин мĕн те пулин тăвать-ши?» — тет вăл. Йыттисем, чăн та, вун пиллĕке яхăн. Урампа çÿреме те шиклĕ. Хирĕç пулсан, пĕри хам! тесе сассине парсан?.. Пĕтереççĕ вĕт! (…)

Чăн та, йытăсен кунашал кĕрчĕ чылай çĕрте пур. Пулни-иртни тавра хăйсен шухăшне пĕлтернĕ май интернетра та чылайăшĕ хăйсен тăрăхĕнче те çакнашкал ÿкерчĕк иккенне çырнă, ĕнентерсе сăн ÿкерчĕк ярса паракан та чылай. Тем тесен те, пĕр муниципалитет мар, республика шайĕнче татса памалли ыйту ку.
Паллах, саккуна пăснă тăк, явап тытасах пулать. Çĕрпÿ хулинче пурăнакан 33 çулти арçын та хăйĕн хăтланăвĕ чунсăрла пулине пачах хирĕçлемест. Айăплава йышăнма хатĕррине те палăртать. Хăй мĕншĕн капла хăтланнине ăнлантарса тепĕр видеоçыру хатĕрленĕ вăл.
Кил-çуртсăр, хуçасăр йытăсемпе мĕн те пулин тумаллине «çÿлтисем» патне хăвăртрах çитересшĕн пулнă-мĕн. Арăмне çак йытăсем хăратнă, ентешне овчаркăсем туласа вĕлернĕ хыççăн çуралнă-мĕн ку шухăш" (Вĕрме çуралнишĕн йытă айăплă-и? Татьяна НАУМОВА.)

* "Ялти шкултах ĕçлес килет"

* Кирпĕч хума та, çăкăр пĕçерме те ăсталăх кирлĕ

* Канăç паман çылăх

* Çурисене тупса килчĕ

* Чăвашсене хисеплеççĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.