"Çĕрпÿ районĕ йытăсемпе çыхăннă ĕç-пуçпа çине-çинех палăрчĕ юлашки вăхăтра. Овчаркăсем хĕрарăма туласа вĕлернĕ хыпар хыççăн интернетра хăйне евĕр видеосюжет сарăлчĕ. Çĕрпÿ хулинче пурăнакан пĕр çамрăк урамра чупакан йытăсене çăмăл автомашинипе таптанине сăнланă унта. «Çак йытăсемпе хăçан та пулин кам та пулин мĕн те пулин тăвать-ши?» — тет вăл. Йыттисем, чăн та, вун пиллĕке яхăн. Урампа çÿреме те шиклĕ. Хирĕç пулсан, пĕри хам! тесе сассине парсан?.. Пĕтереççĕ вĕт! (…)
Чăн та, йытăсен кунашал кĕрчĕ чылай çĕрте пур. Пулни-иртни тавра хăйсен шухăшне пĕлтернĕ май интернетра та чылайăшĕ хăйсен тăрăхĕнче те çакнашкал ÿкерчĕк иккенне çырнă, ĕнентерсе сăн ÿкерчĕк ярса паракан та чылай. Тем тесен те, пĕр муниципалитет мар, республика шайĕнче татса памалли ыйту ку.Паллах, саккуна пăснă тăк, явап тытасах пулать. Çĕрпÿ хулинче пурăнакан 33 çулти арçын та хăйĕн хăтланăвĕ чунсăрла пулине пачах хирĕçлемест. Айăплава йышăнма хатĕррине те палăртать. Хăй мĕншĕн капла хăтланнине ăнлантарса тепĕр видеоçыру хатĕрленĕ вăл.Кил-çуртсăр, хуçасăр йытăсемпе мĕн те пулин тумаллине «çÿлтисем» патне хăвăртрах çитересшĕн пулнă-мĕн. Арăмне çак йытăсем хăратнă, ентешне овчаркăсем туласа вĕлернĕ хыççăн çуралнă-мĕн ку шухăш" (Вĕрме çуралнишĕн йытă айăплă-и? Татьяна НАУМОВА.)
* "Ялти шкултах ĕçлес килет"
* Кирпĕч хума та, çăкăр пĕçерме те ăсталăх кирлĕ
* Канăç паман çылăх
* Çурисене тупса килчĕ
* Чăвашсене хисеплеççĕ
admin
вт, 05/03/2019 - 10:59
Постоянная ссылка (Permalink)
Пите шел Клава аппана. Анчах та манăн унăн шăпи пирки пĕлес килет. Лайăхрах ун çинчен çырса кăтартсассăн аван пулнă пулĕччĕ. Ачалăхĕ, çамрăклăхĕ мĕнле иртнĕ-ши унăн. Иван Вутлан писатель те ун кÿрших пулнине пĕлетĕп. Вĕсем пĕр вăхăтрисем.
Послание ПрезидентаФедеральному Собранию
COVID-19КОРОНАВИРУСИНФОРМАЦИЯ ДЛЯ ГРАЖДАН
ГОСУДАРСТВЕННЫЕ УСЛУГИСПРАВОЧНО-ИНФОРМАЦИОННЫЙ ПОРТАЛ
САЙТЫПАРТНЕРЫ
Противодействие терроризму
Работа в РоссииОбщероссийская база вакансий
НАРОДНЫЙ КОНТРОЛЬЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ
СУРСКИЙ РУБЕЖСКИЙ
Цифровое эфирное телевидение
СОЦПРОЕКТЫ архив
Комментарии
admin
вт, 05/03/2019 - 10:59
Постоянная ссылка (Permalink)
Пите шел Клава аппана. Анчах
Пите шел Клава аппана. Анчах та манăн унăн шăпи пирки пĕлес килет. Лайăхрах ун çинчен çырса кăтартсассăн аван пулнă пулĕччĕ. Ачалăхĕ, çамрăклăхĕ мĕнле иртнĕ-ши унăн. Иван Вутлан писатель те ун кÿрших пулнине пĕлетĕп. Вĕсем пĕр вăхăтрисем.
Комментировать