Калмăксем пырса курма чĕнеççĕ
Вĕсен çĕрĕ ака уйăхĕнче тĕрлĕ тĕслĕ тюльпан кавирĕпе витĕнет
Чăваш Республикинче 128 халăх çынни пурăнать. Вĕсенчен пĕрисем — пысăк йышпа /вырăссем — 323 пин çын, тутарсем — 34 пин ытла, мордва — 13 пин çын тата ытти те/ пурăнаççĕ. Теприсем вара — шутлă кăна. Çак йышра — калмăксем. 2010 çулхи çырав тăрăх вĕсем республикăра пурĕ те 11-ĕн çеç.
Ойратсен тăхăмĕсем
Мĕн пĕлетпĕр эпир вĕсем çинчен? Камсем вĕсем? Европăра монгол чĕлхипе калаçакан, буддизм тĕнне тытса пыракан тата пĕр вырăнтан тепĕр çĕре куçса çÿрекен пĕртен-пĕр халăх. Тĕп Ази унăн тăван çĕршывĕ шутланать, несĕлĕсем — хĕвел анăç енче тĕпленсе пурăннă монголсем.
Калмăк халăхĕн историйĕ 16- мĕш ĕмĕр вĕçĕпе 17-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче аталанма тытăннă. Çакскерсем ойрат йăхĕнчен пайланса тухса Атăлăн анат енчи çĕрĕсенче — хальхи Калмăк Республикин территорийĕнче — вырнаçнă. Паян çĕр çинче 200 пине яхăн калмăк пурăнать.
Хальмăксен /калмăксем хăйсене çапла чĕнеççĕ/ ăс-хакăл культурипе йăли-йĕркинче монголсемпе ойратсен витĕмĕ палăрать. Вĕсен эпикăпа çыхăннă халăх пултарулăхĕ «Джангар» эпосра сăнланнă. Кунта юрă- сăвă кăна мар, монголсен Убаши-хун тайджи 1587 çулта ойратсен йăхĕсемпе паттăррăн çапăçнине каласа кăтартни те пур. «Джангарта» темиçе пин сăвă йĕрки. Халăхăн тепĕр эпосĕ — «Гесер çинчен калани». Унта та паттăрсене, тĕрĕслĕхшĕн çапăçакансене, мухтанă.
Халăх культури, йăли-йĕрки
Вăл та, ку та пуян. Кун-çул тăршшĕнче пĕрисем çухалнă, теприсем çирĕпленнĕ. Хăшне-пĕрне асăнса тухар. Зула — Çĕнĕ çул. Халăх юратакан авалхи уяв. Ăна улт çĕр çул ытла яланах пĕр кун — раштавăн 22-мĕшĕнче, кун таврăнăшĕнче — паллă тăваççĕ. Çак кун пур çĕрте те — храмсенче, çуртсенче, урамсенче — çутă çунать. Çулăм мĕн чухлĕ ытларах ялкăшать — хĕвел ăшши çавăн чухлĕ вăйлăрах пуласса ĕненеççĕ калмăксем.
Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче Цаган сара /шурă уйăх/ кĕтсе илеççĕ. Сивĕ кунсем иртнине пурте илтмелле пĕлтереççĕ. Выльăха çĕнĕ вырăна куçарасси те, унăн йышĕ хушăнасси те çак тапхăрта тĕп вырăнта. Авал халăх шурăм пуçа храм çывăхĕнче кĕтсе илнĕ, кĕлĕ вуланă. Хĕвел пайăркисем çĕре ăшăтма пуçласанах пĕр-пĕрне тутлă çимĕçпе сăйланă.
Çуллахи уявсенчен пĕрне — Урюса, çĕрпе хĕвел пĕрлĕхне, — çĕртме уйăхĕнче уйăх тулнă кун паллă тăваççĕ. Кĕтÿ çÿретекен вырăнта курăк сĕткенлĕ, выльăх- чĕрлĕх сывă та тутă пултăр тесе кĕлĕ вуланă, выльăх пуçĕ çине сĕт сирпĕтнĕ.
Тюльпан уявĕ — чи çамрăккисенчен пĕри. Ăна иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче пуçарнă. Ака уйăхĕн иккĕмĕш вырсарникунĕнче, Калмăк çĕрĕ тĕрлĕ тĕслĕ тюльпан кавирĕпе витĕннĕ тапхăрта, ирттернĕ. Çак кун пĕтĕм çамрăк савăнать-кулать, «Тюльпан» ансамбль тĕнчене çак çĕрĕн илемне мухтаса юрлать.
Енчен те эсир калмăксен пĕр-пĕр уявне çитсе курас тесен, вĕсем сире авăн уйăхĕн иккĕмĕш вырсарникунĕнче кĕтеççĕ. Ун чухне Джангаириада уявне, Джангар эпос ячĕпе йĕркеленĕскере, ирттереççĕ. Çак кун халăх савăнать, юрлать, паттăрсем спорт ăмăртăвĕсенче вăй виçеççĕ.
Аттепе анне — чи хисепли
Çак халăхăн этнопедагогики пирĕн ентешĕмĕре Геннадий Волкова çав тери кăсăклантарнă. Вăл пĕр вăхăт Элистара пурăннă, Калмăк патшалăх университетĕнче ĕçленĕ, халăх педагогикине тĕпченĕ.
Çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани мĕнле майпа пама пулать? «Хăвăн тĕслĕхÿпе», — тенĕ калмăксем. Ашшĕпе амăшĕн тивĕçĕ мĕн тери яваплине кунта лайăх ăнланаççĕ, çавăнпа çемьере пĕр-пĕрне хисеплесси мĕн авалтанпах çирĕп пулнă. Арçын — çемье пуçĕ, мăшăрĕ ăна пур енĕпе те пулăшса пынă. Кил хуçи сĕтел хушшине пĕрремĕш ларнă, унăн сăмахне хирĕçлекен пулман. Хĕрарăмпа ачисем арçынна «эсир» тесе хисепленĕ. Çав вăхтрах хĕрарăмăн та — кил-çурт вучахне упраканăн — пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Вăл ачасене çуратса ура çине тăратать-çке. Калмăк хĕрарăмĕ — хăйне пит тÿрĕ тыткалакан çын сăнарĕ. «Калмăк хĕрарăмĕн моралĕ — чи çÿллĕ мораль, вăл воспитательница, ачасене кăмăл-сипетĕн, йĕрке-тирпейĕн тытăнкипе паллаштараканĕ, тĕрĕслĕхпе ырăлăха хывакан çула тупма пулăшаканĕ. Калмăк арçынĕсем хĕрарăмсемпе нихăçан та сасă хăпартса калаçман», — тенĕччĕ пирĕн этнопедагог Геннадий Никандрович. Малалла вулас...