Комментировать

4 Апр, 2018

Чăвашлăха упрасчĕ ĕмĕре

Хальхи вăхăтра чăваш чĕлхи пуласлăхĕ çинчен хумханса калаçнине час-часах илтме тÿр килет. Çакă, паллах, чылай çынна шухăшлаттарать.
Пăшăрханнин сăлтавĕ те пур. Ял çамрăкĕсем вырăсла кăна калаçма пуçларĕç. Хăш-пĕр ача чăвашла вуçех те пĕлмест. Хирĕç пулнă май чăвашла сăмах чĕнсен: «Чего, чего, не понял», — тенине илтме пулать. Ача вырăсланнинчен нимĕн тĕлĕнмелли те çук. Ашшĕ-амăшĕ, çывăх çыннисем унпа çак чĕлхепе калаçаççĕ пулсан, паллах, вăл та ăна хăнăхать. Тăван чĕлхе вара ют пулса тăрать. Шкулта вĕренме пуçласан та чăваш чĕлхи урокĕнче вăл лăпланса ларма пĕлмест, вĕрентекене итлеме хал çитереймест. Мĕншĕн тесен вăл чăвашла ăнланмасть. Çавна май анне чĕлхине хисеплемест, юратмасть. «Мĕн тума кирлĕ вăл мана? Унпа ăçта кайма пулать?» — тет час-часах.
Тăван чĕлхе — атте-анне чĕлхи. Унран вăтанмалла мар, ăна юратмалла, унпа калаçмалла. Анчах халĕ çакнашкал тĕслĕх чылайланчĕ: ашшĕ-амăшĕ — чăваш, ачи вара — те вырăс, те метис. Ачасем хамăр чĕлхене хисеплеменшĕн кам айăплă-ши? Паллах, хамăр, аслисем.
Самана улшăнса, пурнăç лайăхланса пынăçемĕн эпир тăван чĕлхене хисеплеми пултăмăр. Чăвашла калаçма вăтанатпăр, унран ютшăнатпăр. Халĕ ялта та хуларинчен кая пурăнмастпăр. Ĕлĕк чăваш ытларах хура ĕçпе кун кунланă пулсан халĕ йăлтах техника тăвать. Çакă ырă пурнăçпа пурăнса мăнаçланса кайнине пĕлтермест-ши? Çи-пуç чаплă, хырăм тутă. «Мăнтăрлансан йытти те хуçине палламасть», — тенĕ ĕлĕкхи çынсем. Питĕ тĕрĕс сăмах. Çакăнпа килĕшмесĕр май çук. Хамăр чĕлхене хисеплеменни атте-аннене юратманнипе танах.
Паллах, ку тĕлĕшпе ашшĕ-амăшĕ кăна айăплă мар. Сăмахран, иртнĕ çул Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулнă май Чăваш Наци библиотекинче сăвă çыракансен конкурсĕ иртрĕ. Çĕнтерÿçĕсене вулавăша чĕнсе уяв туса пачĕç, вĕсен сăввисемпе кăларнă «Поэты среди нас» кĕнекене парнелерĕç. Унта çурри ытла вырăсла сăвăсем пичетленни тĕлĕнтерчĕ. Чăвашла çырнисене сахал суйласа илни сăвăçсене пăшăрхантарчĕ. Кĕнеке ячĕ те вырăсла. Ман шутпа, Наци вулавăшĕ ирттерекен мероприятие чăвашла та йĕркелеме пулатчĕ-çке. Паллах, кун пек тĕслĕхсене чылай илсе кăтартма май пур. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.