Комментировать

3 Апр, 2018

Вĕçен кайăксем кăнтăртан таврăнаççĕ, ялтан тухса кайнă ывăлсем вара хуларах тĕпленеççĕ

Чăвашсемшĕн мĕн авалтан вучах сÿнни, кил хупăнни пысăк инкек пулнă. Халĕ ялсенчи çамрăксем шкул пĕтернĕ хыççăн пĕлÿ илме хулана çул тытаççĕ. Вĕсене ашшĕсем те чармаççĕ, ачисене çăмăлрах пултăр теççĕ. Хăш-пĕр пĕчĕк ялта паян пĕр ача та çук, е хăшĕсене шăпăрлансем çуллахи каникул вăхăтĕнче кăна килеççĕ. Яла яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç юлманни хуçалăх ертÿçисемшĕн те чун ыратăвĕ. Ара, вĕсем фермăсенче ĕçлеме доярка тупаймаççĕ. Механизаторсем те çитмеççĕ. Хулана вĕренме кайнисем вара кăнтăра вĕçнĕ кайăксем пек каялла таврăнмаççĕ çав… Çемьери кĕçĕн ывăлсем те — тĕпкĕчсем — ялта тĕпленесшĕн мар. Ашшĕн ĕçне тăсассине те, ватăлса пыракан ашшĕ-амăшне пăхассине те хăйсенчен сиресшĕн. Çывăх çыннисем пурнăçран уйрăлсан вара пÿрт хупăнать. Ялсенче пушă çурт шучĕ çултан-çул ÿсет. Мĕншĕн çакăн пек пулса пырать-ха? Çак тата ытти ыйтăвăн хуравне паян, вулаканăм, пĕрле шыраса пăхăпăр.

Таса сывлăш — пĕрремĕш вырăнта

«Çăкăртан асли, çĕртен хакли çук», — вĕрентнĕ пире мĕн пĕчĕкрен килте те, шкулта та. Анчах çакна паянхи яшсемпе пикесем ăса хывасшăнах мар. Паян çамрăксем кăна мар, вăй питтисем те хуланалла ăнтăлаççĕ. Хуласем ял пулăшнипе аталанса, ÿссе пыраççĕ. Тĕнчери тенденци паян çавăн пек. Тĕпкĕчсем пирки сăмах пуçариччен яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç яла мĕншĕн юлманнин сăлтавĕсене уçăмлатар. Çĕмĕрле районĕнчи Тури Макарин ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Людмила Егоровăн шухăшĕпе, чи çивĕччи — ĕç вырăнĕсем çителĕксĕрри. Людмила Даниловна ертсе пыракан ял тăрăхĕ пĕчĕк ялсенчен тăрать. Вĕсенче ватăсем кун кунласа çĕр çĕрлеççĕ. Вăрман хуçалăхĕ те, вырăнти колхозсем те саланнă. «Ялта ĕç хыçранах çÿрет» теççĕ пулин те çĕр тара илсе, выльăх усраса килти хушма хуçалăха аталантаракан, шел те, сахал. Çамрăксем яла юлманнин иккĕмĕш сăлтавĕ — канăва йĕркелеме условисем çукки. Пĕчĕк ялсенче клубсем ĕçлемеççĕ. Вĕрентÿпе воспитани ыйтăвне вара Людмила Даниловна виççĕмĕш сăлтав шутне кĕртет.
Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Алексеевсем вара тивĕçлĕ канăва тухсанах Елчĕк тăрăхĕнчи яла куçса кайрĕç. Анчах виçĕ çултанах хулана каялла килчĕç. «Ялта чирлесен сипленме кансĕр, район центрĕнчи больницăра услови сахал, халăхĕ те нумай», — мĕншĕн таврăнни пирки каласа кăтартрĕ кил хуçи. Çапла ĕнтĕ, ватлăх енне сулăнсан театрсемпе музейсем мар, больница пĕрремĕш вырăнта тăрать. Вăл кирлĕрех. Кирек епле пулсан та хулара ĕçе вырнаçсан уйăхсерен шалу илетĕн, хваттер туянма та май пулать. Экологи, таса сывлăш, хитре çут çанталăк вара çын пенсие кайсан çеç пĕрремĕш вырăна тухать. Шел, куç умне кичем ÿкерчĕк тухса тăрать: çамрăксенчен хăшĕ-пĕри яла хăйсем ватăлсан кăна таврăнма палăртать. Людмила Егорова пĕлтернĕ тăрăх, Тури Макарин ял тăрăхĕнчи Покровски поселокĕнче тивĕçлĕ канăва тухсан яла таврăннă икĕ çемье пурăнать. Вĕсем ашшĕ-амăшĕн çуртне çĕнетнĕ, килти хушма хуçалăхра ĕнесемпе сурăхсем усраççĕ, чăх-чĕп, пыл хурчĕсем тытаççĕ. Кун пек тĕслĕх республикăра ытти ял-салара та пур. Çуралнă тăрăхне чăнласах юратакансем, патриотсем çамрăкраххисен хушшинче те çук мар. Сăмахран, Канаш тăрăхĕнчи Вăтапуç ялĕнчи Марина Петрова хуларан куçса килсе çемйипе фермер ĕçне пикеннĕ. Тăрăшуллă та пуçаруллă, ĕçчен çын хулара та, ялта та çухалса каймасть: ĕçе ăнтармалли, пурнăçне йĕркелемелли меслетне тупатех. Шел те, паянхи кун та, интернет вăйлă аталаннă вăхăтра, информаци илсе майсем пур чухне, ял çамрăкĕсене пулăшмалли программăсем пирки нумайăшĕ пĕлмест. Патшалăх вĕсене тăван тăрăхрах юлса аталанма чылай программа вăя кĕртнĕ. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç хыпар-хăнара паян ытларах телекуравпа интернетран илет. Вĕсенче вара ĕлĕкхи пек ял пурнăçне сăнлакан, агрономсемпе инженерсене, дояркăсемпе механизаторсене мухтакан кинофильмсем, передачăсемпе репортажсем сахалрах. Çамрăксене хавхалантаракан «чун çимĕçĕ» çукрах. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче çĕр ĕçне юратса тăвакансем — агрономсемпе колхоз председателĕсем, инженерсемпе механизаторсем — пирки илемлĕ фильмсем кăтартатчĕç. Вĕсене пăхса чылай çамрăк ял хуçалăх академине вĕренме кайма ĕмĕтленетчĕ. Ун чухне яшсемпе пикесене ыррине кăтартса илĕртме пĕлнĕ.
Ял инфратытăмне аталантарни, унта тирпейпе хăтлăх кÿни кăна çителĕксĕр, чи кирли ĕç вырăнĕсем йĕркелемелле. Газ кĕртнипех, асфальт çул сарнипех çамрăксене илĕртейместĕн. Ку — паянхи пурнăç чăнлăхĕ.

Ашшĕ — кил хуçи, çемье старости

Мускавра тухса тăракан пĕр хаçат ялта ашшĕн ĕçне тăсакансем, çĕр тара илсе тыр-пулпа пахча çимĕç ÿстерекенсем, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсем çинчен тăтăшах çырать. Çав статьясемпе яланах хавхаланса паллашатăп. Алтай тăрăхĕнчи пĕр çемьере, сăмахран, ывăлĕсем ашшĕ /вăл хуçалăх ертÿçи/ каламасăрах, унăн кăмăлне туйса агронома вĕренсе тухнă, тăван ялне таврăннă. Халĕ ял хуçалăхне пĕрле çĕклеççĕ. Ашшĕ вĕсемшĕн кил хуçи, çемье старости вырăнĕнче. Вăл яланах сĕтел пуçĕнче ларать. Кĕçĕнни, тĕпкĕч, ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăнать. Асли валли хăйсемпе юнашарах çĕнĕ çурт çĕклеççĕ. Николаевсен çемйинче пĕр-пĕрне, пĕр-пĕрин ĕçне хисеплеççĕ. Чăваш Енре те кун пек çемьесем пур. Калăпăр, Вăрнар районĕнчи «Санар» хуçалăх ертÿçине Роберт Петрова ĕçре ывăлĕсем пулăшса, хавхалану парса пыраççĕ. Аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн вĕсем тăван яла таврăннă. Акă камсенчен тĕслĕх илмелле!
Паян аслисем хуланалла талпăннине кура тĕпкĕчсем те яла таврăнасшăн мар. Чылай чухне 4-5 ача ÿстернĕ ашшĕ-амăшĕ хăйсем кăна пурăнкалаççĕ. Юрать, канмалли кунсенче пĕр-пĕр ачи ватăсем патне килкелесе каять. Чăвашсен ытти халăхăнни пекех минорат йĕрки пулнă. Минорат /латинла minor — кĕçĕнни/ — ывăлсенчен кĕçĕннине çурт, пурлăх куçмалли йĕрке. Пиччĕшĕсене уйăрса кăларнă хыççăн тĕпкĕчĕн /кĕçĕн ывăлĕн/ ашшĕ-амăшне пăхас яваплăха хăйĕн çине илмелле, ашшĕн «тымарĕнчен» куçмалла мар. Енчен те качча кайман аппăшĕ е йăмăкĕ пур тăк вĕсене те хăйĕн хÿттине илмелле. Çак йĕркене ĕлĕк çирĕп пăхăннă. Халĕ çамрăксенчен хăшĕ-пĕри яла юлсан та ашшĕ-амăшĕпе пĕрле мар, уйрăм пурăнма тăрăшать. Чăваш ялĕсенче виçĕ ăру çынни пĕрле пурăнни питĕ сайра. Комсомольски, Патăрьел районĕсенчи мишерсенех йăли-йĕрки урăхла. Çамрăк мăшăр ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пĕр çуртрах вырăн тупать. Ватăсем вĕсене ачисене пăхма, воспитани пама пулăшса пырса хавхалантараççĕ. Мишерсем аслă ачисене уйрăлса тухса çурт лартма та пулăшаççĕ. Мишер ялĕсенче тĕпрен илсен пушă ларакан çурт çукпа пĕрех. Ялсем çултан-çул сарăлса, аталанса пыраççĕ. Тутар çамрăкĕсенчен чылайăшĕ хулана аслă тата ятарлă пĕлÿ илме кăна каять, дипломлă пулсанах яла таврăнать, ашшĕн ĕçне тăсма пулăшать е харпăр ĕçне йĕркелет.

«Пĕрле пурăнмалла мар»

Ĕç пуçарасси те, çĕнĕ çурт лартасси те çăмăл мар. Пуçланă ĕçе малалла тăсасси вара чылай çăмăлрах. «Пире никам та пулăшман, эпир йăлтах хамăрах тунă», — чăвашсен хушшинче çапла каланине пĕрре кăна мар илтме тÿр килнĕ. Ялсенче хресчен-фермер хуçалăхĕсене йĕркелекенсене ырлас килет. Ун пек çемьесенче ашшĕ-амăшĕ ачисене çĕре, тăван тăрăха юратма, çут çанталăкпа килĕшÿре пурăнма вĕрентет. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.