Луиза ДРОЗДОВА: Кондитер — дизайнер та, скульптор та, ювелир та
Шупашкарти «Планета» кондитерски тахçанах ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕшĕн çеç мар, тĕрлĕ ÿсĕмри çынсемшĕн юратнă вырăн пулса тăчĕ. Мĕншĕн тесен кунта яланах тутлă, çăварта ирĕлекен, тин çеç хатĕрленĕ пирожнăйсемпе тĕрлĕ торт çиме пулать. Ахальтен мар ĕнтĕ «Планета» пирки «пылак çимĕç юратакансем валли чăн- чăн çăтмах» текенсем пур. Чи пĕлтерĕшлĕ самантсенчен пĕри – кунти тортсемпе пирожнăйсем пысăк пахалăхлă пулни. Çакна фабрика тĕнче шайĕнчи конкурссемпе фестивальсене хăйĕн продукцийĕпе хутшăнса наградăсем çĕнсе илни те çирĕплетет. Иртнĕ эрнере вара «Планета» кондитерски» обществăн генеральнăй директорĕн Луиза Дроздовăн кăкăрĕ çине Михаил Бабич полпред «РФ апат-çимĕç индустрийĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят паллине çирĕплетрĕ. Çавна май ăна «Хыпар» тĕпелне чĕнтĕмĕр.
— Луиза Андреевна, сире пысăк награда илнĕ ятпа саламлатпăр! Çакнашкал чыс туни малашне тата вăйлăрах ĕçлеме хавхалантарать ахăртнех?
— Çак награда пирĕн ĕçе тивĕçлипе хаклани çеç мар, вăл пирĕн ума çĕнĕ тĕллевсем те кăларса тăратать. Михаил Викторович пире, 9 çынна, награда пачĕ. Эпĕ полпреда хамăрăн предприяти — Европа, тĕнче чемпионачĕсен, Пĕтĕм тĕнчери кулинари олимпиадин наградисене тивĕçнĕскер — çывăх вăхăтра вĕсен шутне татах ÿстерĕ тесе шантартăм. «Килсен хăвăр тĕрĕслеме пултаратăр», — терĕм.
— Эсир Патăрьелте çуралса ÿснĕ. Чăваш ялĕнче çитĕннĕ хĕр 26 çул каялла бизнес çулĕ çине тăма мĕнле шухăш тытнă-ха?
— Сăмах май калас тăк — халĕ пирĕн çемьере Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ятне илнисем иккĕн: манăн аппа Валентина Теллина врач тата эпĕ. Вăл маншăн яланах ырă тĕслĕх пулнă, шкула ылтăн медальпе пĕтернĕ, эпир, аттепе аннен тепĕр виçĕ ачи, — «5» паллăсемпе. Эпир пĕр-пĕрне курса лайăх вĕреннĕ. Анне пуçламăш классен учителĕнче 25 çул ĕçлерĕ, атте — «Ял хуçалăх техникин» ертÿçин çумĕнче. Ял интеллигенцийĕн çемйи апла тăк. Эпир пурте яланах ыттисенчен малта пулма ăнтăлнă. Шкул пĕтерсен коопераци институтĕнче экономиста вĕрентĕм. Алла диплом илсен общество апатланăвĕн тытăмĕнче ĕçлеме пуçларăм. Унти коллектив мана килĕшрĕ. Вĕсене, 10 çынна, йĕркеллĕ ĕçлекен предприятирен эпĕ илсе кайрăм темелле. Çапла вара уйрăлса хамăрăн предприятие туса хутăмăр.
— Çапах малтанхи вăхăтра йывăрлăхсем пулнах ĕнтĕ. Вĕсене çĕнтерме мĕн пулăшрĕ?
— Пулнă паллах. Хулари сĕт заводĕнче фляга ыйтса илнине, хам курупкапа çу турттарса килнине нихăçан та манмастăп. Ун чухне чĕр тавар çукчĕ, тупса илме питĕ йывăрччĕ. Йывăрлăхсене çĕнтерме коллективăн ĕçлес кăмăлĕ пысăк пулни, хамăр мĕн тума пултарнине ĕнентерме ăнтăлни пулăшрĕ. Дебет-кредит, тупăш-тăкак мĕн иккенне пĕлни те кирлĕ пулчĕ паллах. Çăмăлах пулмассине малтанах ăнланнă: çынсене ĕç укçи тÿлемелле, аталану пирки те шухăшламалла. Çапах çухалса каймарăмăр. Эпир 11 çын ĕçлеме пуçларăмăр, паянхи кун — 86. Хамăрăн коллективпа тивĕçлипе мухтанатăп. Чăваш Енре хальхи вăхăтра 23 специалистăн «Раççей Федерацийĕн мастер-кондитерĕ» чи пысăк паллă пур, çав шутран 8-шĕ пирĕн патра ĕçлеççĕ, урăхла каласан — 30%. Ун пекки республика историйĕнче хальччен пулман. «Планетăри» 4 çыннăн «Чăваш Республикин мастер-кондитерĕ» ят пур.
— Шăпах вĕсен пултарулăхĕ тĕнче шайĕнчи конкурссенче çĕнтерме пулăшать пулĕ- ха?
— Çак çĕнтерÿсем те тÿрех пулман. 2000 çулта Раççей чемпионатне кайрăмăр. Унта эпĕ Беларуçри чи вăйлă кондитера Маша Маковецкаяна куртăм. Беларуç Европăпа юнашар, çавăнпа вĕсем çĕнĕ технологисене ун чухнех пĕлнĕ, эпир вара — çук. 3 «хутлă», пĕчĕк детальсемлĕ торт пирĕншĕн ун чухне çĕнĕлĕхчĕ. Эпĕ Маковецкая патне пытăм та çапла каларăм: «Эпир Чăваш Енрен, ку республика аякра, Атăл хĕрринче. Эпир сирĕншĕн конкурент мар. Пире хăвăр мĕн пĕлнине килсе вĕрентейместĕр-и?» Вăл килĕшрĕ, Шупашкара килчĕ. «Кирлĕ вырăнта тата кирлĕ вăхăтра пулма пĕлмелле», — тетĕп халĕ çавна аса илсе. 18 çул каялла торт машина, хĕрарăм сумки, пукане, футбол уйĕ евĕрлĕ пулма пултарать тесе никам та шухăшламан! Çакăн пек тортсене регионта шăпах эпир чи малтан тума пуçларăмăр. Малалла вулас...