Комментировать

30 Мар, 2018

«Пĕрисен килĕ умĕнче — чечек, теприсен — вĕлтĕрен»

«Лайăх староста – ял çăлăнăçĕ», – теççĕ. Çак шухăш Красноармейски районĕнчи Мăн Шетмĕ ял старостипе Галина Власовăпа паллашсан пушшех те çирĕпленчĕ. Вăл тăван кĕтес аталанăвĕшĕн нумай тăрăшать, ку енĕпе вырăнти влаçа май килнĕ таран пулăшма ăнтăлать.

Тирпейшĕн кам яваплă?

Галина Васильевна ĕмĕрĕпех халăх хушшинче пулнă, çавăнпа ăна çынсемпе пĕр чĕлхе тупма çăмăл. «Мичуринец» совхозра тĕп агрономра вăй хунă вăл, çав хушăрах ертÿçĕн производство енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă. Общество ĕçне ун чухнех хастар хутшăннă. Çакна, паллах, вырăнти халăх пĕлсе-курса тăнă, çавна май Галина Власовăна 14 çул каяллах старостăна суйланă. Хĕрарăм çак тивĕçсене паянхи кунчченех таса чунпа пурнăçласа пырать. Район депутачĕсен пухăвĕн ваттисен палатинче те тăрăшать.
Маттур хĕрарăм çине тăнипе тата халăхпа пĕрле пурнăçланă чи пысăк ĕçсенчен пĕри — Васильев урамĕнче 800 метр тăршшĕ çул сарни. 2011 çулта вăл ертсе пынипе ялта ача-пăча площадки тунă.
«Эпир, старостăсем, чи малтан таврари тирпей-илемшĕн яваплă. Хамăр пурăнакан вырăна хăтлăх кĕртес ĕçе халăха та явăçтаратпăр. Пирĕн çÿп-çап пăрахмалли ятарлă лаптăк пур, хытă каяша машинăсем район центрне турттараççĕ. Хушăран ăпăр-тапăра çырмана ывăтас текенсем пулкалаççĕ, ун пеккисене апла тума юраманни пирки асăрхаттарсах тăратпăр. Çынсем тĕрлĕрен вĕт. Пĕрисен килĕ умĕнче, тĕслĕхрен, тап-таса та хитре, чечек ÿсет, куçа илĕртет, теприсен вара — вĕлтĕрен. Çакăн пирки каласан кÿренекен те пур. Юр ирĕлсен акă субботниксем ирттерме пуçлатпăр. Вĕсене, тĕпрен илсен, пĕр çынсемех хутшăнаççĕ. Пирĕн халăха тÿлевсĕр ĕçлеттерме хăнăхтармалла. Унтан вара чечексем акатпăр. Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕнче чи лайăх çурта, хушма хуçалăха палăртас тĕллевпе кашни çулах конкурс иртет», — каласа кăтартрĕ Галина Власова.
Çавăнпа ĕнтĕ вăл урамсене тирпейлес тата ешĕллетес енĕпе нумай тăрăшать. Çынсемпе пĕрле масара тирпейлессине те çулсеренех йĕркелет. Мăн Шетмĕ юхан шывĕн çыранĕсене, çулсен хĕррисене тасатас, типнĕ тĕмсене касас тĕлĕшпе çулталăкне 10 субботник таранах ирттерме пултарать. 2011 тата 2013 çулсенче Мăн Шетмĕ ялĕ районти тирпей-илемпе çыхăннă конкурсра «Красноармейски районĕнчи ял-поселока тирпей-илем кĕртесси тата симĕслетесси» номинацире çĕнтернĕ. Кунта старостăн тÿпи пуррине те палăртас килет. Галина Васильевна ял тăрăхĕн администрацийĕпе вырăнти ытти ыйтăва татса парас енĕпе те тачă çыхăнса ĕçлет.

Ĕç вырăнĕсем кирлĕ

Староста тăрăшнипех ял уявне ирттересси йăлана кĕнĕ. Ăна ăçта йĕркелессине малтан ял комитечĕ пухăнса канашлать. Праçникре çак тăрăхран тухнă паллă çынсем ял историйĕпе паллаштараççĕ. Ун чухнех ял пурнăçне тĕрлĕ вăхăтра сăнланă сăн ÿкерчĕксене пăхма май пур. Культура ĕçченĕсем концертпа савăнтараççĕ. Кунашкал уявсенче чи пахи — çынсем тахçантанпах курман пĕлĕшĕсемпе тĕл пулса калаçни, иртнине аса илни.
Галина Власовăна ялта çамрăксем юлманни пăшăрхантарать: «Вĕсем хуланалла ан туртăнччăр тесен ялта 20-30 ĕç вырăнĕнчен кая мар кирлĕ. Вырăнти хуçалăх панкрута тухрĕ. Фермерсем пур, анчах вĕсем патĕнче ĕç вырăнĕ нумай мар. Шкула малтан çывăхри ялсенчен 400 ача çÿретчĕ, халĕ вара 65 çеç. Вĕсене шкул автобусĕ илсе çÿрет». Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.