Интернетра ларас мар тесе ĕçе каять
Шÿте ăнланакан тата хăйĕнчен кулма пултаракан çынна пурăнма чылай çăмăлрах. Йывăрлăха шÿте çавăрать те... вĕресе тăракан нервăсене лăплантарса канлĕ чунпа малалла пурăнать. Сцена çинче шÿтлеме вара пурте пултараймаççĕ. Чăвашра шÿт ăстисем çук мар. Вĕсенчен пĕри — Олег СОФРОНОВ. Вăл тĕрлĕ конкурс лауреачĕ, унăн наградисен пухмачинче чылай тав çырăвĕпе хисеп хучĕ упранать. Çав шутрах «Ылтăн Чапай» сатирăпа юмор фестивалĕн дипломĕ те! Чăвашра кун çути курнă паллă юморист Стас Садальский унăн аллине хыттăн чăмăртанине Олег Софронов манман-ха... Тивĕçлĕ канăва тухнă пародист алă усса лармасть, Шупашкарти çĕнĕ автовокзалта хуралçăра вăй хурать. Темле лару-тăрура та интервью илме тÿр килнĕччĕ мана, анчах вокзалах çитейменччĕ-ха.
— Нумай пулмасть эсĕ наци радиовĕ хатĕрлекен «Çичĕ юрă» кăларăмăн хăни пулма тивĕçрĕн. Олег Прокопьевпа пĕрле чăваш чĕлхин грамматикипе стилистикине пăсса çырнă юрăсене тишкертĕр. Ăçтан çуралчĕ ку туртăм?
— Ку кăларăма сăмах пуххинчен тăракан юрăсенчен тăрăхлас шухăшпа кайнăччĕ. Йăнăшсем хăлхана тăрăнаканнисене, чуна ыраттараканнисене, чи ăнăçсăррисене суйларăм. Эпĕ çак юрăсене шăрантаракансене критиклеме тĕллев тытман. Радио итлекен патне килпетсĕр, шухăшсăр юрăсем пирĕн кун-çула пĕрре те илем кÿменнине çитерес терĕм. Тĕслĕхсем илсе кăтартрăм. Вырăспа чăваш сăмахĕсене хутăштарса, сăпатлану йĕркине пăсса, сăнар енчен тĕрĕс мар калăпланă юрăсем мана анчах мар, чылайăшне тарăхтараççĕ. Радиопа паракан юрăсене кашнинчех питĕ тимлĕн итлетĕп. Хитре юрă та сахал мар пирĕн. Анчах та, ман шухăшпа, грамматикăпа стилистика енчен йăнăш çырнисене халăх патне çитермелле мар. Мĕн пур юрра ятарлă комисси витĕр кăларса шĕкĕлчемелле. Ахаль те йывăрлăха лекнĕ тăван чĕлхен хисепне тата аяларах антарса лартатпăр вĕт. Калаçу питĕ çивĕч иртрĕ, чылай итлекен шăнкăравласа хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ. Каласа хăварам: пĕлтĕр йĕркеленĕ хамăн концертра йăнăш юрăсемпе çыхăннă пароди кăтартрăм.
— Тăван чĕлхе тасалăхĕшĕн çунакансем интернетра ятарлă ушкăнсем уçаççĕ. Унта сире те аванах лектернĕ-ха. Эсир кăçал ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче Яков Ухсай ячĕллĕ культура керменĕнче сатирăпа кулăш концерчĕ йĕркелетĕр, билетра вара йăнăшсем пур имĕш. Çивĕч куçлăскерсем çавна асăрханă та халăх çине сÿтсе явма кăларнă.
— Мĕнле ушкăн пирки каланине ăнлантăм-ха. Манран йĕкĕлтешни тÿрех куç тĕлне çакланчĕ. Кÿренмерĕм. Тав сăмахĕ çыртăм. Билетсем хатĕрччĕ çав, хут çине çырнине пуртăпа касса кăлараймăн теççĕ те, çавăнпа вăхăта сая ямасăр афиша тăвакан патне шăнкăравласа йăнăшсене тÿрлеттертĕм.
— Эсир эстрадăна мĕнле лекнĕ? Унччен сире курман, палламан та.
— Сцена çине 1996 çултах тухнă эпĕ. Ун чухне милицире службăра тăраттăм. ШĔМ ĕçченĕсен хорĕнче юрлаттăм, ăна Николай Карлин композитор ертсе пыратчĕ. Володя Кудаков ташăçăпа туслашрăм. Пĕр хушă хорта Юрий Тестов композитор та вăй хучĕ. 2000 çулсенче Раççейре паллă çынсене пародилес юхăм аталанчĕ. Эпĕ те Леонид Брежневпа Борис Ельцина пародилеме хăтланса пăхрăм. Артистсем мана асăрхарĕç те пысăк сцена çине çăмăллăнах çул уçăлчĕ. Пĕрремĕш хут концерта Георгий Макеев шÿт ăсти явăçтарчĕ. Вăл йĕкĕрешсен шоуне йĕркелетчĕ. «Чăваш Ен» телекăларăмра ĕçлекен Валерий Иовлев режиссер та мана асăрхарĕ, «Телехупах» кăларăма чĕнме пуçларĕ. Ун чухнехи паллă юрăçсене Стас Владимирова, Николай Гордеева, Иван Шинжаева, Сергей Кувшинова, Константин Еврукова пародилерĕм. Кăштахран Сергей Кушиновпа, Константин Евруковпа туслашрăм, пушă вăхăтра республика тулашне чăваш ялĕсене вĕсемпе пĕрле тухса çÿрерĕм. Хора та пăрахмарăм. 2006 çулта Ямал-Ненец округĕнчи Ноябрьск хулинче иртнĕ юрă конкурсĕнче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илтĕмĕр эпир. Малалла вулас...