Комментировать

29 Мар, 2018

Кашни йыттăн хуçи пултăр

Тахçан вĕсен, кил-çуртсăрскерсен, урам тăрăх кунĕпех апат, хÿтлĕх шыраса çÿреме, йĕпе-сапара, шартлама сивĕре ăçта кирлĕ унта çĕр каçма тивнĕ… Икĕ çул каялла Шупашкар хула администрацийĕ пуçарнипе хуçасăр чĕр чунсене вăхăтлăх усрамалли пункт уçăлнă. Çак кунсенче эпир çĕнĕ кăнтăр районĕнче хÿтлĕх тупнă тăватă ураллă туссем патне çитрĕмĕр.

Вĕсемсĕр алă-урасăр пекех

Ют çынна аякран туяççĕ, алăкран кĕнĕ-кĕмен тĕнче пĕтесле шав çĕкленчĕ: 200 ытла йытă çакнашкал харăссăн «сывлăх сунса» кĕтсе илчĕ мана. Çурта кĕрсен те часах лăпланаймарĕç, кил хураллама аван хăнăхса çитнĕ. Ирĕклĕхре ÿснĕскерсен вольерта, сăнчăрта тăрас килменни те сисĕнет паллах.
Екатерина Саверкина директор ĕçне нумай пулмасть кăна пуçăннă. Лавккара, тетте уйрăмĕнче ĕçленĕ сутуçа йытăсене чунтан юратни, вĕсене хĕрхенни, шеллени çак пункта илсе çитернĕ. Унăн килĕнче чĕр чун чылай: икĕ йытă, виçĕ кушак.
«Улайккăсемпе Хураçкасене хулан кирек хăш кĕтесĕнчен — урамран, коллективлă садран, çырма-çатраран — тытса килетпĕр. Ку енĕпе ятарласа пĕр çын ĕçлет пирĕн, чĕр чун патне çывхаракан эмел тултарнă пăрăхран персе çывратать, йытă пирĕн пата çитсен çеç куçне уçать. Пункта илсе килсенех амасене стерилизацилетпĕр, ун хыççăн тин хуçа тупса вырнаçтарма тăрăшатпăр. Йытăсене уйрăмах шел. Вĕсен шартлама сивĕре ăçта çĕр каçмалла? Кушаксем хăть ăшă путвалта вырăн тупаççĕ. Пире волонтерсем пулăшаççĕ: Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче ветеринарипе зоотехника уйрăмĕнче вĕренекенсем кашни кунах килсе çÿреççĕ, йытăсене хулари суту-илÿ çурчĕсенче иртекен куравсене илсе каяççĕ, уçăлма илсе тухаççĕ, урамра ÿссе тискерленсе кайнăскерсене çынна хăнăхма пулăшаççĕ… Вĕсен кашниншĕн чунĕ ыратать. Волонтерсемсĕр ал-урасăр пекех», — каласа кăтартрĕ Екатерина Александровна.
Пĕлтĕр академире «Зверополис» ветеринари отрячĕ йĕркеленнĕ. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.