Йĕкĕрешсемпе виçĕрешсен «йăви»
Шупашкарти 203-мĕш ача сачĕ хăйне евĕрлĕхпе палăрса тăрать: кунта икĕ ушкăна виçĕрешсем çÿреççĕ. Унсăр пуçне 11 çемьерен йĕкĕрешсене çавăтса килеççĕ. «Йăрă ача» садикĕн çак хăйне евĕрлĕхĕ акăлчан бизнесменне Джон Уоррена та тĕлĕнтернĕ. Чăваш апачĕпе кăсăкланаканскер иртнĕ эрнере унта «Поедем, поедим» кăларăмăн пĕр пайне ÿкернĕ. Ку тĕл пулăва садик ĕçченĕсем те, ачасем те ăшшăн аса илеççĕ.
Пĕрне алла тытаймасăр
«Асамат кĕперĕ» ушкăнри Татьяна Потрикеева воспитателĕн ĕç стажĕ — 24 çул. Ксюша, Даша, Миша Герасимовсем — виçĕрешсем — шăпах унăн ушкăнне çÿреме пуçланă. Пĕр тăвансене çаврăнăçуллă, хастар, туслă пулнишĕн мухтать вăл. «Ача-пăча — ашшĕ-амăшĕн сăнĕ», — тахçанах çакнашкал пĕтĕмлетÿ тунă воспитатель. Пĕчĕкскерсем аслисене евĕрлеме тăрăшаççĕ. Пĕр тă-вансен амăшĕ Анна Юрьевна ача садне ĕçе вырнаçнă. Вăл тĕпренчĕкĕсен çитĕнĕвĕпе кăсăклансах тăрать. Юлашки вăхăтра Герасимовсен ÿкерес, çырас, вулас туртăмĕ вăйланнине Татьяна Сергеевна та асăрханă. Çитес вĕренÿ çулĕнче вĕсем шкул сукмакне тăкăрлатма пуçлĕç.
...Ача кĕтнĕ тапхăрта УЗИ специалисчĕ Анна Юрьевнăна йĕкĕреш çуралассине каланă. Анчах каярахпа, çие юлни 33 эрнене çитсен, варта 2 мар, 3 ача аталанни уçăмланнă. Çакнашкал хыпар, паллах, пăлхатнă-шухăшлаттарнă хĕрарăма. Вăл çийĕнчех Шупашкар районĕнче пурăнакан амăшĕ патне шăнкăравланă. «Санăн упăшку пур. Эпир те аякра мар. Нимшĕн те ан пăшăрхан, йăлтах йĕркеллĕ пулĕ», — лăплантарнă хĕрне çывăх çынни. Кайран мăшăрĕ те ăшă сăмахсемпе йăпатнă ăна. Пушшех те, çемье пуçĕ 3 ачаран сахал мар пăхса çитĕнтерме ĕмĕтленнĕ.
Анна Герасимова декрет отпускне кайичченех лавккара 14-шар сехет ĕçленĕ. «Çынсем манран тĕлĕнетчĕç. Пысăк хырăмлăскер кĕç-вĕç çăмăлланас пекех курăннă ахăр. Хулара та ахаль ларман, яла та тăтăш çÿренĕ», — каласа кăтартать Анна Юрьевна. Асли Артем варта тĕвĕленсен хăйне лĕпĕш майлах туйнă пулсассăн кĕçĕннисемпе çăмăлах пулман ăна. Çапах тăватă ача амăшĕ пуç усакансен йышĕнчен мар. Чăтăмлăх пур кăткăслăха та çĕнтерме пулăшать çак çемьене.
Миша, Ксюша, Даша икĕ килограма яхăн çуралнă. Амăшне хĕрачасене — талăкранах, сывлăхĕ енчен хавшакрах ывăлне эрнерен тин пырса панă.
Вăй илнĕ пепкисене ашшĕпе амăшĕ общежитири пÿлĕме илсе килнĕ. Лифт пĕр вĕçĕм çĕмĕрĕлнине пула 9-мĕш хутра пурăнаканскерсен урама тухма та кансĕр пулнине палăртса хăвармалла. Йĕкĕреш çуратнă тăванне ача кÿмисене çÿлтен аяла антармашкăн мăнаккăшĕ пулăшнă.
Малтанхи уйăхра амăшĕпе пĕрле ашшĕ те отпуск илсе тĕпренчĕкĕсене пăхнă. Каярахпа вара виçĕ пĕчĕк ачапа çăмăл пулман амăшне, тăнă çĕртех тĕлĕрнине аса илчĕ Анна Юрьевна.
Пĕчĕкскерсене пĕрешкел теттепе йăпатнă. Тĕрлĕрен илсе пани виçĕреше вăрçтарнине тÿрех ăнланнă Герасимовсем. Пысăкланнăçемĕн вĕсене теттене улăштарса выляма хăнăхтарнă. Малалла вулас...