Чун витĕр кăларсан лайăх сăвă çырăнать
«Тарăн шухăшлă сăвă! Питĕ илемлĕ», «Аван сăвă, сăмахĕсем чуна пырса тивеççĕ», «Питĕ кăмăла кайрĕ. Тавах, Василий Васильевич!», «Лайăх сăмахсем. Чуна витереççĕ», «Чăнласах та илемлĕ! Эсир пурнăçра йăлтах тума пĕлетĕр пуль? Талант!», «Чăвашла та, вырăсла та чуна витермелле çыратăр. Тавах эсир пурришĕн!» — çак сăмахсене Василий Шихранов патне унăн сăввине вулакансем социаллă сетьсем урлă çырнă. Вăл хатĕрлекен клипсене пăхакансем те, унăн сăввипе кĕвĕленĕ юрăсене итлесе киленекенсем те хăйсен шухăшне пĕлтереççĕ. «Вулакансемпе çакнашкал çыхăну пурри мана ĕçлеме хавхалантарать. Ырă сăмах кушака та килĕшет теççĕ те — вăл çыракан çынна та хĕпĕртеттерет», — тет Василий Васильевич. Паян эпир вулакансене шăпах унпа — тарăн шухăшлă тата туйăмлă сăвăсен авторĕпе — паллаштарăпăр.
— Василий Васильевич, сирĕн сăвăсене вуласан çуллахи шăрăх вăхăтра «чĕр кĕмĕл пек çăл куçăн» сиплĕ шывне ĕçнĕнех туйăнать. Хăçан çырма пуçларăр?
— Пĕрремĕш сăвăсене салтакра çырма пуçларăм. 1976-1978 çулсенче авиаци тытăмĕнче хĕсметре тăтăм. Салтакра вăхăт иртмест, унта 1 кун та 7 кун пек туйăнать. Çавăнпа çарта çыру илесси питĕ хаклă япала пекех. Çыру урлă пĕр хĕрпе паллашрăмăр, шăпах ун патне сăвăласа çыраттăм. Тунсăх пуснăран. Çав йĕркесене сăвăç пулас тесе мар, чун ыйтнипе шăрçаланă, халĕ те çаплах. Пĕрисем пулла çÿреме юратаççĕ, теприсем — сунара. Манăн чун киленĕçĕ вара — сăвă çырасси. Çамрăк чухне хĕрсем валли сăвă нумай шăрçаланă. Халĕ шутлатăп та — вĕсем миçе пике альбомĕнче упранаççĕ-ши? Ĕлĕк кашни хĕрачан хулăн тетрадьрен тунă альбом пурччĕ, хăшĕсен вăл халĕ те антресольте упранать ахăртнех. Унтанпа 400 ытла сăвă çырăнчĕ. 90-мĕш çулсенче хам ĕçлекен çĕрте — Шупашкарти строительство материалĕсен заводĕнче — пултарулăх коллективне йĕркелерĕмĕр, ăна пĕр хушă хам ертсе пытăм. Ун чухне эпĕ çырнă сăвăсене хамăр вăйпа кĕвĕлерĕмĕр. Вĕсем пирĕн репертуарта тĕп юрăсем пулчĕç.
— Юрă тенĕрен, Шихранов сăвăçа халăх шăпах унăн сăввисем тăрăх кĕвĕленĕ юрăсене итлесе лайăх пĕлме тытăнчĕ мар-и? Юрăçсемпе ĕçлесси мĕнрен пуçланчĕ?
— Компьютер самани пуçлансан маларах çырнă сăвăсене кăшт тÿрлеткелесе тата халь шăрçалаканнисене интернета лартма тытăнтăм. 2013 çулта «Одноклассники» социаллă сетьре Фарида Файзуллинăн икĕ роликне пăхма тÿр килчĕ. Унăн «Сар хĕвел анать» тата «Самана» юррисене итлерĕм те — тутар хĕрĕ чăвашла таса юрлани питĕ килĕшрĕ. Кашни сăмахĕ, сыпăкĕ уççăн янăраççĕ вĕт! Шел те, чăваш эстрадинче хушăран çакăн пекки те пулкалать: юрри хитре, анчах ăна шăрантараканĕн дикцийĕ япăхрах. Мана Фарида юрлани тĕлĕнтерчĕ. Интернет урлă шыраса тупрăм ăна, паллашрăмăр. Малалла вулас...