Комментировать

22 Мар, 2018

«Çын нуши çинче укçа тăваççĕ»

«Кушак та ачине пăрахмасть, çынсем мĕншĕн çапла тăваççĕ-ши? Сывă пепкисене ача çуртне леçеççĕ, хăш-пĕр амăшĕ вара сусăр тĕпренчĕкĕсене пăхса çитерме вăй тупать», — çак шухăшсем тавра шкулта вĕреннĕ вăхăтрах пуç ватнă Арина Максимова. Çывăх çыннисем ача çуртĕнчен хĕрачапа арçын ачана илни пикене яланах ырă ĕç тума хавхалантарнă. Аслă пĕлÿ илнĕ чухне волонтер юхăмне çырăннă вăл. Çынна ырă ĕç тăвасси уншăн темрен паха пулнине ăнланнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн радиоэлектроникăпа автоматика факультечĕн студентки волонтер центрне ертсе пынă. Алла диплом илнĕ хыççăн вăл тĕп хулари çамрăксен пуçарулăхĕн центрне ĕçлеме вырнаçнă. Пĕр хăнăхнă йăларан пăрăнма йывăр çав. Арина волонтер ĕçĕсĕр пурăнайманнине ăнланнă. Çапла унăн черетлĕ проект, «Тавах, эсĕ пурришĕн» ятлăскер, «çуралнă».

Çемьесене тупма çăмăл килмен

«Ача ÿстересси чăх-чĕп ÿстерни мар», — тенĕ ваттисем. Сусăр шăпăрлана пăхма вара уйрăмах йывăр. Ура çине тăраймасăр вырăнпах выртаканскере ытларах тимлемелле. Вăл пĕчĕк чухне ашшĕ-амăшĕ ăна йăтса, кÿмене лартса урама уçăлма е ытти çĕре тухкаласа кĕреет-ха, ÿссен — йывăртарах. Шел те, чылай хĕрарăм сусăр ачине пĕчченех çитĕнтерет. Çемьере темиçе ача пулсан тата йывăртарах ăна. Аринăн çавнашкал хĕрарăмсемпе паллашса калаçма, вĕсем кунсерен чăтса ирттерекен йывăрлăха ăнланма, ырă ĕç тума шухăш çуралнă. Волонтерсем мĕн енчен пулăшма пултараççĕ-ха? Укçа-тенкĕпе мар пулсан та амăшĕсем валли пушă вăхăт тупма, ăна усăллă ирттерме май тума пулатех. Сусăр тĕпренчĕкĕпе ларакан амăшĕсенчен чылайăшĕ хăйсем пирки маннă тесен те йăнăш мар. Хитре курăнасси вĕсемшĕн пĕлтерĕшлĕ мар. Вĕсен парикмахерскине кайма та вăхăт çук. Арина шухăшласа кăларнă проект çак хĕрарăмсене тĕрлĕ кану учрежденине тÿлевсĕр çитме пулăшать. Çав вăхăтра ачапа волонтер ларать.
Проекта пĕлтĕр, çĕртме уйăхĕнче, йĕркелеме тытăннă. Волонтерсен ретне тăма кăмăллисен шучĕ темиçе кунрах 60-а çитнĕ. Халĕ ку хисеп тата пысăкрах. Çак йышра студентсем те, аслăраххисем те пур. Анчах юлашкисенчен чылайăшĕ ĕçе, çемьене пула мероприятисене хутшăнма вăхăт тупаймасть. Проект йĕркеленĕ вăхăтрах Аринăн официаллă майпа организаци уçма шухăш çуралнă. Республикăри волонтер центрĕн халĕ «Контактра» сайтра хăйĕн ушкăнĕ те пур. Сăмах май, волонтерсем çак проектсăр пуçне «Чăваш Ен донорĕсем», «Действуй» проектсене пурнăçлаççĕ.
Сусăр ачасене çитĕнтерекен çемьесене тупас енĕпе йывăрлăх сиксе тухнă. Ку çăмăл пулман. Пуçласа тĕп хулари Николаев паркĕнче ирттернĕ мероприятие те çын сахал килесрен шикленнĕ çамрăксем. Вĕсем пуçтарăнмарĕç тĕк? Мĕнле калаçмалла унашкал çемьесемпе? Вун-вун ыйту канăçсăрлантарнă волонтерсене. Мероприятие сусăр ачасене çитĕнтерекен çемьесем кăна мар, парка уçăлма пынă ахаль çынсем те хутшăнни питĕ савăнтарнă. Арина палăртнă тăрăх, проект — вĕсене пĕрлештерекен лапам. Сусăр ача çитĕнтерекенсем ытларах чухне ытти çынсемпе калаçмаççĕ, вăтанаççĕ, ютшăнаççĕ. Волонтерсем çынсем пĕр-пĕринчен уйрăлса тăманнине кăтартасшăн. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.