Комментировать

20 Мар, 2018

Вăрлаççĕ — Турăран та хăрамаççĕ

Апат… йĕрĕпе

Çĕнĕ Шупашкарти Завод урамĕнче паллă мар çынсем харăсах виçĕ автомобиль кантăкĕсене ватса вĕсен салонĕсенчи япаласене вăрланă. Пĕрин преступлени вăхăтĕнчех ниçта кайса кĕмелле мар тула тухас килнĕ пулас та — преступник улах вырăн шыраман, машина салонĕнчех хырăмне пушатнă. Каçарăр та, унта варта ирĕлсе пĕтмен апат юлашкисене хăварнă. «Ниссан-Кашкай» иномарка салонĕнчен хаклă видеорегистратор вăрласа кайнăскер сыщиксем шăпах хăйĕн каяшĕ тăрăх унăн йĕрĕ çине ÿкме пултарасси пирки шутламан та ĕнтĕ.
Çав каç преступник краб какайĕпе апатланнине «çиелтен» пăхсах палăртнă. Республика ШĔМĕн уголовлă шырав сотрудникĕсем çывăхри çуртсенчи кашни хваттер хуçисемпе калаçнă. Пĕринче притон вырнаçнине пĕлнĕ. Унта пухăннисем каçхине шăпах краб какайĕпе çырткалани палăрнă. Ушкăнра Канаш районĕн каччи, 24 çултискер, пулнă. Вăл маларах тусĕсен умĕнче кирек мĕнле машинăна та уçма пултаратăп тесе каппайланнă-мĕн. Çамрăксем ушкăнпах лавккана эрех илме кайса килнĕ, çавăн хыççăн Канаш каччи çухалнă.
Вăл машинăсене тустарни ир еннелле тин палăрнă. Анчах çакăнпа кăна та çырлахман иккен — химиксен хулинчи Петербургри Ксения чиркĕвне те кĕрсе тухнă. Чиркĕве чÿречерен кĕнĕ, прихут çыннисем ырă ĕçсем валли укçа яракан ещĕкри 200 тенке илсе чикнĕ. Çак преступлени вырăнĕнче те «улика» хăварнă — перчетки ÿксе юлнă. Тепĕр тесен, оперативниксене çакă тĕлĕнтермен ĕнтĕ — ку вăрă почеркĕ çапларах пулас. Ăна тăван ялĕнче, Канаш районĕнчи Тури Сурăмра, тытса чарнă. Вăрланă япаласен пĕр пайне те унтах тупнă.
Полици, паллах, ăна тĕплĕ тĕрĕсленĕ. Çĕнĕ Шупашкартах маларах, пĕлтĕрхи раштавра, ВАЗ автомобиле вăрласа кайма тăнă тĕслĕхшĕн те вăл айăпли çирĕпленнĕ. Ирхине хуçи хăйĕн «шестеркине» çурт патĕнче лартса хăварнă. Пĕр икĕ сехетрен тухнă та — машина урăх вырăна, çул çине, куçса ларма ĕлкĕрнĕ. Алăк çăрине такам ватнă, проводсене тÿрремĕнех сыпăнтарнă, анчах инçе каяйман. Халь уçăмлă ĕнтĕ: Канаш каччи ун чухне Çĕнĕ Шупашкарти тусĕсем патĕнче хăналаннă. Колонирен ирĕке вăл 2017 çулхи çулла кăна тухнă. Ĕçе вырнаçайман. Тен, вырнаçас кăмăлĕ те пулман пуль. Сăмах май, пĕрре кăна мар судпа айăпланнăскерĕн криминаллă биографийĕнче чиркÿпе çыхăннă самант маларах та пулнă — ун чухне Канашри чиркÿ лавккинчен 1,5 пин тенкĕ йăкăртнă.

Сăхсăхсах преступлени тунă

Нарăс пуçламăшĕнче полицирен Çĕрпÿри Тихвин мăнастирĕн представителĕсем пулăшу ыйтнă. Вĕсем çынсем ырă ĕçсем — кунти вырсарни шкулĕ — валли укçа хуракан, чиркÿ алăкĕ патне вырнаçтарнă ещĕк çăри çĕмрĕккине асăрханă. Ещĕкри укçа, паллах, çухалнă. Пакунлă çынсем чи малтан кунти видеокамера ÿкерĕвĕпе паллашнă. Киревсĕр тĕллевлĕ çынсем чиркĕве пĕрре кăна килменни палăрнă. Мăнастирте хайхи ещĕке час-часах тĕрĕслемеççĕ — çакăнпа усă курнă. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.