Комментировать

20 Мар, 2018

«Канашра» мĕн çырнă?

Хусан кĕпĕрнин совечĕ 1918 çул пуçламăшĕнче ирĕк панипе чăвашсен сулахай эсерĕсем «Хыпар» хаçат вырăнне «Канаш» хаçат кăларма тытăннă. Унăн 1-мĕш номерне нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче кун çути кăтартнă. Пĕрремĕш страницăри пысăк сас паллисемпе йывăçран касса лартнă «Хыпар» ята кăларса «Канаш» сăмах вырнаçтарнă та «Хыпар» хаçатăн 12 70 -мĕш номерĕ валли хатĕрленĕ материалсенех пичетленĕ. Шел, ку номер упранса юлман, унăн содержанине тĕплĕн пĕлместпĕр. ЧР Наци библиотекин Кĕнеке палатинче «Канаш» хаçатăн 2-мĕш тата ытти номерĕ упранаççĕ. Вулакансене 2-мĕш номерте пичетленнĕ хăш-пĕр статьяпа паллашма сĕнетпĕр. Ăнланмалла пултăр тесе чылай сăмаха хальхи орфографипе улăштарнă.

 

Революциллĕ штаб
Хушни

‹...› Хусан хулинче, Хусан кĕпĕрнинче йĕркене хытă тытса тăма салтаксен, ĕçлекенсен, хресченсен Канашĕ нарăс уйăхĕн 26-мĕш кунĕнче пухăнса Революциллĕ штаб тунă. Çак штабăн аллинче хăй йĕркисене тытса тăма питĕ пысăк вăй пулмалла. Мĕн пур Революциллĕ штаб хушнисене çар пуçлăхĕсем те, ахаль пуçлăхсем те çийĕнчех, хирĕçмесĕр итлесе тăмалла. Штаба çак çынсене суйланă: Гинцбург, Грасис, Дмитриев, Султангалеев, Шейнкман тата Якубов. ‹…› Канаш пуçлăхĕ Милх. Секретарь П.Никифоров. Рев. Штаб членĕ А.Гинцбург.

Чăваш пурнăçĕ

‹...› Хусанти пурнăç. Уйрăм çул. Чăваш халăхĕ тĕнче ĕçĕпе, патшалăх йĕркипе, çĕр ĕçĕпе, шкул ĕçĕпе, ытти ĕçпе çÿренĕ чухне хăйне уйрăм çулпа çÿремелле. Çав политика ĕçĕпе çÿремелли çулсене партисем кăтартса тăраççĕ. Эсир пурте пĕлетĕр: большевик тесен, меньшевик тесен, е социалист революционер тесен, çын тĕнче ĕçне, çĕр ĕçне мĕнле хисеппе татасшăн тени паллă пулса тăрать. ‹…› Çавăнпа чăваш халăхĕшĕн тăрăшакан çынсене нимĕнле ушкăн та кăмăл тулли шанчăк параймасть. Тĕрлĕ халăхăн халĕ хăйсен ушкăнсем, партисем пур.

Çутăлăх тăшманĕсем

‹...› Хусанта чăваш театрĕ пуçланса кайни пĕр уйăх ытла. Мĕн пурĕ тăватă спектакль туса çеç ĕлкĕртĕмĕр. Çав тăватă спектакльре чăваш халăхĕн, театр тĕлĕшпе те, ăшри хăват питĕ вăйли палăрчĕ. Чăваш театрĕ çинчен пĕтĕм Хусан хули калаçма пуçларĕ. Хусантан ялсем, уес хулисем тăрăх та çак чап сарăла пуçлани палăрчĕ… Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.