Комментировать

16 Мар, 2018

Туçасем ялта та лайăх пурăнма пĕлеççĕ

Тури Туçа ял тăрăхĕ — Патăрьел районĕнче чи пысăккисенчен пĕри. 8 ялтан тăраканскерте — 1315 кил хуçалăхĕ, вĕсенче 3663 çын пурăнать. Туçасем тăрăшуллă та харсăр халăх пулнине район администрацийĕнче те палăртрĕç. «Пирĕн 8 ял та пĕр-пĕринпе туслă, пĕр çемьери пек пурăнатпăр», — терĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Константин Углев. Çавăнпах ĕнтĕ Туçасем пĕлтĕр пĕрлехи вăйпа пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пурнăçлама пултарнă: вĕсем пурте ялти условисене лайăхлатассипе çыхăннă.

Клуб та пур, çутă та…

Чи пысăк проектсенчен пĕри — 2017 çулта Тури Туçара нумай функциллĕ спорт-культура центрне тĕпрен юсаса çĕнетни. Ăна общество инфратытăмне вырăнти пуçарусене тĕпе хурса аталантармалли программăпа килĕшÿллĕн пурнăçланă. «Ку проект хакĕ 4 миллион та 975 пин тенкĕпе танлашрĕ, çав шутран 60% республика бюджетĕнчен уйăрчĕç. Кашни килтен 1,5 пин тенкĕ пухрăмăр. Унсăр пуçне район тата ял тăрăхĕн администрацийĕсем, юридици сăпачĕсем кĕмĕл уйăрчĕç. Ку объект 1995 çулта ĕçлеме чарăннă, хутса ăшăтманран тăрри юхатчĕ, кăшкарĕ саланнăччĕ. Çапла эпир административлă центрта 20 çул ытла культура учрежденийĕсĕр пурăнтăмăр. Мероприятисене шкулта ирттереттĕмĕр. Пĕлтĕр программăна хутшăннă май юхăннă çурта — вăл 2 хутлă, лаптăкĕ 1,5 пин тăваткал метр, зал 650 вырăнлăх — тĕпрен юсаса çĕнетрĕмĕр, чÿречерен пуçласа канализаци таран йăлтах улăштартăмăр. Халĕ пĕтĕм мероприятие çĕнетнĕ центрта ирттеретпĕр. Халăх ыйтнипе кунта фольклор ушкăнĕ йĕркелесшĕн. Спорт енĕпе секцисем тума палăртатпăр. Йĕлтĕр, коньки, мечĕксем туянма палăртнă. Хĕллехи вăхăтра çемьесем спорт-культура центрне килсе йĕлтĕр е коньки илччĕр те вăхăтне уçă сывлăшра усăллă ирттерччĕр тетпĕр. Коньки, тĕслĕхрен, халĕ вăтамран 2,5 пин тенкĕ тăрать. Ăна кашниех туянаймасть, çитменнине, ачасен ури ÿсет, кашни çул тенĕ пек улăштарма пурин те майсем çук. Çапла вара çынсем спорт хатĕрĕсене спорт-культура центрĕнче проката илме пултараççĕ», — лару-тăрупа паллаштарчĕ Константин Анатольевич.
Сăмах май, тĕпрен юсаса çĕнетнĕ центрта мероприятисем йĕркелеме пуçланă ĕнтĕ, çав шутрах — район шайĕнчисене те. Акă нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче унта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ, ку тĕлпулăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ЧР строительство министрĕн пĕрремĕш çумĕ Максим Иванов хутшăнчĕç. Çак кун тĕлне унта ал ĕçĕсен куравне те йĕркеленĕччĕ.
Ял тăрăхĕ асăннă программăна май пулсан çывăх вăхăтра тепре те хутшăнасшăн. Константин Углев каланă тăрăх — Вăтаелти клуб кивелнĕ. 1931 çулта хăпартнă йывăç çурт вăрманçăсен общежитийĕ пулнă, ăна 1961 çулта çав яла илсе килсе вырнаçтарнă. Шел, клуб вăхăт иртнĕçемĕн юрăхсăра тухнă, вăл халĕ авариллĕ лару-тăрура. «Халăх ыйтнипе пĕлтĕр ял тăрăхĕ укçа уйăрчĕ, çавна май никĕс ятăмăр. Çынсем те укçа пухрĕç. Кăçал клуб çуртне çĕклесшĕн, тăррине ви-тесшĕн. Пĕр çуртра клуб тата библиотека пулĕç. Пысăк çак ĕçе пурнăçлама та патшалăх пулăшăвне тивĕçме май çук-ши тесе ял тăрăхĕнчи хастарсемпе калаçрăмăр, çапах хальлĕхе татăклă йышăну тумарăмăр», — калаçăва тăсрĕ Константин Углев.
2016 çулта Вăтаел ялĕнче çĕнĕ ФАП тунă. Пĕлтĕр вара Кивĕ Ахпÿртре «Чăваш Республикинчи ял территорийĕсен тăнăçлă аталанăвĕ» çум программăпа килĕшÿллĕн çĕнĕ фельдшер-акушер пункчĕ хăпартса хута янă. Кăçал Тутар Тимешĕнче ФАП тума планланă, вăл клубпа тата библиотекăпа пĕр çуртра пулĕ. 2018 çултах Анат Туçа ялĕнчи клуба юсаса çĕнетме палăртнă, çак тĕллевпе федераци тата республика бюджечĕсенчен укçа уйăрнă.
Патшалăх пулăшнипех Тури Туçа ял тăрăхĕнче юлашки 3 çулта 3 километр çĕнĕ çул сарнă /тротуарсене шута илсе/. Çул-йĕр тăвассипе çыхăннă тепĕр 4 проект хатĕрленĕ, çав шутран 2-шне кăçал вĕçлемелле. Ял çыннисен пурнăçне лайăхлатас тĕллевпех вырăнти хăй тытăмлăх органĕ хăйĕн вăйĕпе урамсене каçсерен çутатмалла тунă. «Ку ыйтăва 95% татса патăмăр темелле. Халĕ пирĕн 8 ялта та пĕр юпа сиктерсе хунар çутатать — хулари пекех, тен, унтинчен те лайăхрах. Çутă çитмен 35 точка юлнăччĕ — вĕсемпе ĕçлесси пирки килĕшÿ тунă ĕнтĕ. Çанталăк ăшăтсан ку ыйтăва татса парăпăр», — пĕлтерчĕ Константин Анатольевич.

Ача-пăча сасси янăратăр

Çак ял тăрăхĕнче — 3 шкул тата 3 ача сачĕ. Пуçлăх вĕренÿ учрежденийĕсенче пĕлтĕр район пулăшнипе медицина пÿлĕмĕсем уçнине пĕлтерчĕ. Иртнĕ çулах Кивĕ Ахпÿртри вăтам пĕлÿ паракан тĕп шкула тĕпрен юсаса çĕнетнĕ: тăррине, чÿречисене, электропралука, хутса ăшăтмалли тытăма тата ыттине улăштарнă. Пĕтĕмпе 22 миллион тенкĕ тăкакланă. Пĕлтĕр çак учреждени çумĕнче шкул директорĕ, ял тăрăхĕн депутачĕ Алексей Логунов тăрăшнипе хоккей площадки тунă. Ăна çутатмалла тунăран унта ачасем каçхине те выляма çÿреççĕ. Çакнашкал лаптăк Тури Туçара та пур. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.