Пирĕн тĕллев — çемьесен ыйтăвне тивĕçтересси
Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче çĕршывра пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх кунне уявлатпăр. Ку отрасль республика пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăннине шута илсе коммуналлă хуçалăхăн пĕр предприятийĕ — Шупашкарăн Çĕнĕ кăнтăр районĕнчи «Жилищный стандарт» управляющи компани» тулли мар яваплă общество — ĕç-хĕлĕпе паллаштаратпăр.
«Революци» пулса иртрĕ
Предприятие çемьесене коммуналлă пулăшу парас тĕллевпе 2012 çулта йĕркеленĕ. Малтан вăл нумай хваттерлĕ 7 çуртра пурăнакансене коммуналлă пулăшу панă. Халĕ 20 çурта /2,5 пине яхăн хваттер/ пăхса тăрать. Управляющи компанисем /УК/ мĕнле ĕçсем тунине хула çыннисем лайăх пĕлеççĕ. 1990 çулсенче, шартлама сивĕре, Шупашкар урамĕпе пынă чухне экскаваторпа çĕр чавса шыв юхтаракан пăрăха кăларни, ăна çĕннипе улăштарни, сантехниксем юсава хăвăртрах вĕçлесе çуртсене хутса ăшăтма пуçлассишĕн хыпкаланни куç умĕнчех. Ун чухне кивĕ пăрăх-оборудовани пайтахчĕ. Юсавçăсем вĕсене сапласа ĕлкĕрейместчĕç — пĕри те тепри шăтнăран шыв тапа-тапа тухатчĕ, урам тăрăх шарласа юхатчĕ.
— Халĕ те нумай тĕлте юрăхсăра тухаççĕ-и?
— Коммуналлă хуçалăхри ырă улшăнусене хула çыннисем хăйсен куçĕпе курса ĕненчĕç, — терĕ «Жилищный стандарт» управляющи компани директорĕ Сергей Антонов. — Пурăнмалли çуртсене сивĕ тата ăшă шывпа тивĕçтермелли, хваттерсене хутса ăшăтмалли, вĕсенчен хура шыв юхтарса кăлармалли оборудовани-пăрăхăн, коммуналлă хуçалăх ĕç-хĕлне йĕркелемелли пĕтĕм хатĕр-хĕтĕрĕн пысăкрах пайне иртнĕ çулсенче çĕнетнĕ ĕнтĕ. Чĕрĕк ĕмĕр каялла кирек хăш вăхăтра та пăрăх шăтса шыв пĕрĕхтернĕ, йăлари хытă каяш пухассине япăх йĕркеленĕшĕн çынсем ЖЭУна çăхавсем çыра-çыра тинкене илнĕ, тăрăсенчен шыв аннă. Вун-вун çул юсаманран, юхăннăран 1990 çулсенче подъездсене кĕме хăрамаллаччĕ. Коммуналлă хуçалăхри ытти нумай çитменлĕх халăха кулянтаракан ыйтусенчен пĕриччĕ. Çĕршыва çĕнĕ Президент ертсе пыма пуçласан отрасльте «революци» пулса иртрĕ. Йывăрлăхсене çуллен сирсе пытăмăр, УКсем аталану çулĕ çине тăчĕç, патшалăхпа муниципалитет органĕсем ертсе пынипе çынсен пурнăç условине палăрмаллах лайăхлатрĕç.
— Пурăнмалли çуртсене халĕ тимлĕх уйăрни çинчен пĕлес килет.
— Çÿлерех палăртнă модернизаци тапхăрĕн ырлăхне эпир пăхса тăракан çуртсем те курчĕç. Вĕсене коммуналлă пулăшу парас, юсас, ресурссемпе тивĕçтерес ĕçе тĕпрен çĕнетрĕмĕр. Тен, мана вулакансем ĕненмĕç: çуртсене 2017-2018 çулсенчи хутса ăшăтмалли тапхăрта пирĕн микрорайонта хĕл каçиччен пĕр инкек те шар кăтартмарĕ — çĕр айĕнчи пăрăхсем шăтса шыв юхтармарĕç, газа, сивĕ тата вĕри шыва пăрăх тăрăх хăваламалли оборудованисем çĕмĕрĕлмерĕç... Çакă пире савăнтарать, УК тĕрĕс çулпа пынине пĕлтерет. Ку кăтарту патне çитессишĕн иртнĕ çулсенче сивĕ тата ăшă шыв парса тăмалли, хваттерсене хутса ăшăтмалли пăрăх-оборудование чылай çĕрте улăштарса çĕнетрĕмĕр, çуртсене çуллен юсарăмăр.
Маччаран шыв анмасть
— Паян çуртсене 20-30 çул каяллахипе танлаштарма йывăр — юсавлă, илемлĕ, хăтлă! Картишсенче — таса, ешĕл курăк-тĕм, спорт тата ачапча лапамĕсем, тĕлĕ-тĕлĕпе парковкăсем, ларса канмалли вырăнсем… Компани пурнăçлакан пулăшу тата юсав ĕçĕсен калăпăшĕ чăннипех те пысăк. Эпир хутса ăшăтмалли тапхăрта пăрăх-оборудовани юрăхсăра тухасса кĕтместпĕр, юсава çулла, авăн уйăхĕн 15-мĕшĕччен, пурнăçлатпăр. Калăпăр, кĕç-вĕç шăтма пултаракан пăрăхсене сывлăш пусăмĕпе хĕссе палăртатпăр, вĕсене аваричченех улăштаратпăр. Тăрăсене вăхăтра çĕнететпĕр. Çынсем çумăр хытă çунă чухне маччаран шыв аннине пĕлтерме, пулăшу ыйтма кантура чупса пымаççĕ.
— Хваттер харпăрлăхçисен пĕрлехи пурлăхĕ шутланакан вырăнсене юсамалли йĕрке çĕршывĕпех пĕрешкел. Ăна кашни хваттер хуçин пĕлмелле. Çурта тул енчен тата подъездсене юсас, пăрăхсене улăштарас ĕçсемпе çыхăннă ыйтусене татса пама кашни çемье-рен пухусене хутшăнмалла теççĕ.
— Ç а п л а . Ç у л л е н х и ю с а ва кĕртекен ĕçсене тата вĕсене пурнăçласа тăкаклакан укçа виçине, çемьесен кашни уйăхра миçе тенкĕ хывмаллине пуху палăртать. Унăн протоколне компание тăратнă хыççăн çулталăкра пухăнакан суммăна тĕпе хурса юсав сметине хатĕрлетпĕр, ăна çуртра пурăнакансен канашĕпе килĕштеретпĕр. Юсава çемьесен кăмăлне тĕпе хурса пурнăçлатпăр. Ĕçсен калăпăшне вĕсем палăртаççĕ. Шел, хăш-пĕр çемье çакăн çинчен пĕлмесĕрех юлать, УКсем пулăшу ĕçĕсемшĕн кашни уйăхра кĕмĕл хывма паракан квитанцире юсавшăн тÿлеттерекен укçа хисепне курса тĕлĕнет. Ун пеккисем: «Укçа мĕншĕн нумай ыйтатăр?» — теççĕ. Çемьесен çурта юсассипе çыхăннă ыйтусене тишкерсех тăмалла. УКсемпе харпăрлăхçăсемсĕр пуçне вĕсене никам та татса па-масть. Патшалăх тата муниципалитетсем тĕпрен юсама çеç укçа уйăраççĕ, çуртсене çуллен çĕнетме памаççĕ. Хваттерсем — çемьесен харпăрлăхĕнче. УКсем коммуналлă пулăшу ĕçĕсем тума, юсав йĕркелеме вĕсемпе килĕшÿ çирĕплетеççĕ.
Ĕç кăтартăвĕсем лайăх
— «Юсанă чухне укçа сахалрах пĕтерме тăрăшăр-ха», — текенсем пур-и? Ĕçсене тума подряд организацийĕсене явăçтаратăр-и?
— Харпăрлăхçăсем тĕрлĕрен. Паллах, вĕсем ыйтнине тивĕç- терме тăрăшатпăр. Калăпăр, çурт панелĕсен хушшине ятарлă материалпа саплама альпинистсенчен ыйтатпăр. Вĕсем ятарлă техника хатĕрĕсемпе усă кураççĕ. Çуртсене юсакан организаци тĕп хулара чылай. Подрядçăна суйласа илессине сÿтсе явнă чухне темиçе предприяти юсав ĕçĕсене мĕнле расценкăпа пурнăçланине тĕпчетпĕр, пурин хакне те танлаштаратпăр. Вĕсен хушшинчи уйрăмлăх пысăк. Пĕрин техника пур, тепри ăна тара илсе юсасшăн. Лайăх организаци ĕçе аванрах пурнăçлассине тĕпе хыватпăр. Компани хăш подрядçăна суйласа илессине хваттер хуçисен канашне пĕлтеретпĕр. Вĕсем пирĕн сĕнÿпе килĕшсен подрядçăпа килĕшÿ çирĕплететпĕр.
— Хваттерсенче пурăнакансем тарифсемпе хăçан паллашаяççĕ?
— Юсава вĕçлесен. Федерацин «Информацие уçни çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн канаш объекта йышăнса документпа çирĕплетнĕ хыççăн вĕсене УК сайтне вырнаçтаратпăр. Пирĕн тĕллев — çемьесен ыйтăвĕсене тивĕçтересси. Çавăнпа вĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Малалла вулас...