Комментировать

15 Мар, 2018

Лекерова «стрелкăна» чĕннĕ, Семеновăна çăм нуски парнеленĕ

Туятăр-и: çуркунне çывхарса килнине темĕн те систерет: хĕвелĕ те хытăрах хĕртет пек, çынсен питĕнче те йăл кулă ытларах палăрать пек… Инстаграмра та çуркунне çитнĕ. Ĕненместĕр-и? Эппин, унти чăваш эстрада артисчĕсен страницисене шĕкĕлчер-ха…

«Çуркунне паллашаççĕ чĕресем, çуркунне вăйлăрах тапаç вĕсем», — юрлать чăваш юрăçи Сергей Лекеров. Çут çанталăкăн çак тапхăрĕнче пурте «чĕрĕлеççĕ» çав. Ав, Сергея «стрелкăна» чĕнекенсем тупăннă. Кун пирки «Арăм ман», «Эс илемлĕ теççĕ» тата ытти çĕнĕ хита куракан патне илсе çитернĕ юрăç Инстаграмра вырнаçтарнă видеора пĕлтернĕ. Патăрьел районĕн каччине хирĕç пыма кам хăяйнă-ши? Ахăртнех, çак видеона куракансем юратнă артисчĕшĕн хăрама пуçланă? Пăшăрханма кирлĕ мар: Сергея «стрелкăна» чĕнекенсем… тин çеç кун çути курнă чăх чĕпписем! «Мĕнле «проблема» пур? Сирĕн асли кам?» — ыйтать юрăç ещĕкре хĕвĕшекен чĕпĕсенчен. Хуравĕ вара — «шип-шип». «Юрать, ăнлантăм. Веçех лайăх», — тет Сергей чĕпĕсен чĕлхине ăнланнă пек туса. Ну, култарать! Нумаях пулмасть юрăç Пушкăртстана гастроле кайнă. Чăваш юрри-ташшисĕр тунсăхланă йăхташăмăрсене ура хуçса ташлаттарнă, Çтерлĕ хулинче иртнĕ «Чăваш пики» конкурсра жюрире ларма та ĕлкĕрнĕ. Унта кайиччен маларах вăл Алексей Московскипе тĕл пулнă. Питĕ пĕлтерĕшлĕ ыйтăва сÿтсе явнă вĕсем. Сăн ÿкерчĕк айне çырнă пĕр комментарирен çакă паллă: икĕ юрăç халăх юррине пайлайман. Сергей Алексейĕн музыкипе юрă шăрантарнă тет-и? Апла-и, капла-и — тĕл пулнă та ыйту тавра пăнчă лартнă. Анчах ку пиар пулнине палăртакансем тупăннă. Улталаççĕ имĕш вĕсем. Артистсене хавхалантаракансем те тупăннă: «Пĕр ĕç тăватăр, сценăна пайламалла мар», «Дуэт çырмалли çеç юлнă», «Эсир — чăн- чăн артистсем», — çырнă пĕри те тепри. Ултав-и ку е çук-и — юрăçсем хăйсемех пĕлеççĕ. Çакă куракансене вĕсен пултарулăхне юратма ниепле те чармасть.

«Манăн пĕчĕк пепкем», «Упăшка» тата ытти хита шăрантаракан Полина Борисова хăйĕн страницинче пĕр сăн ÿкерчĕк айĕнче: «Ольга Бузовăн чечекне Муркаш районĕнче тупрăм», — çырнă. Нумаях пулмасть Ольга Бузова телеертÿçĕ тата юрăç Шупашкара килсе кайнăччĕ. Халь тата вăрттăн Муркаш тăрăхне çитсе курнă-шим? Унăн шÿтне пурте хакланă: ара, пуçне чечекпе илемлетнĕ Полина кулнă кăна-çке-ха! Пурнăç çулĕпе йăл кулса утакан артисткăна Бузовăпа дуэт çырма ыйтакан та тупăннă. Нумаях пулмасть Елчĕк районĕн пики «Краски» ушкăн солисткин Оксана Ковалевскаян пултарулăхĕпе киленме Мускаври пĕр кафене кайнă. «Ку чăннипех те Окса-на!» — çырнă нумайăшĕ. Ара, пĕлтĕр Полина «Краски» ушкăн солисткипе сăн ÿкерĕннĕ. Анчах вăл суя юрăç кăна пулнă иккен. Сăмах май, РФ культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Геннадий Борисовăн хĕрĕ нумаях пулмасть «Пасаркасси мыскари» шоу-концерта хутшăннă. Артистсем яланхиллех хырăм тытса култарнă. Залра ларма пушă вырăн пулман тет-и? Чăваш дискотекисене йĕркелекен Евгений Кузнецов валли те тупăнман. Кун пирки пĕр соцсетьре вуласа пĕлнĕччĕ. Ăна хурăлçăсем зала кĕртмен иккен. Мĕншĕн? Ара, «президент» хушу панă. Владимир Путин Евгений Кузнецова ăçтан пĕлет тетĕр пулĕ-ха? Çу-ук, вăл мар, Чăваш эстрада юрăçин союзĕн президенчĕ çапла хушу панă тет. Евгений вара концерта каяс тесе питĕ хыпаланнă, ирхине тăнă-тăман сухалне хырнă, арча тĕпĕнчен авланмалли костюмне туртса кăларнă… «Пасаркасси мыскарине» курма мăшăрлану керменне пырса тăнă пек çитсен те кĕртмен ăна. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.