Комментировать

14 Мар, 2018

Пултаруллă çыннăн ĕç ăнать

Вăрнар районĕнчи Утарти Лариса Тимофеевна Федоровăпа иртнĕ çул паллашнăччĕ. Экономист, тĕп бухгалтер сасартăк фермер хуçалăхĕ йĕркелесе ĕнесем сума тытăнни самай тĕлĕнтерчĕ. Вăл йывăр лава кÿлĕннĕренпе çулталăк çитрĕ. Унтанпа мĕнле улшăнусем пулса иртнĕ-ши?
Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă тенĕ. Утарта 70 ытла кил хуçалăхĕ çеç пулин те пурнăç вĕресе тăрать. Кунта уйрăм çын лавкки, фермер хуçалăхĕ ĕçлет. Яла çитме такăр çул сарнă. Чăн та, вăл хапхаран кĕрсенех вĕçленет. Малалла тăсма вырăнти бюджетăн укçи-тенки çителĕксĕр. Малашне çынсен пуçарăвĕпе укçа пухса урама такăр çул сарма та май килĕ-и тен? Хальлĕхе вăл пĕртăвансемшĕн — Федотовсемпе Федоровсемшĕн — пуçватмăш темелле. Унсăр ял бизнесне мĕнле аталантармалла?
— Хĕлле ялта ытларах ватăсем пурăнаççĕ, çулла вара урам ача-пăчапа тулать, — каласа парать Лариса Тимофеевна. — Кунта лăпкă, тавралăх та илемлĕ, сывлăш таса. Хула çыннисем канăвне тăван тăрăхра ирттерме кăмăллаççĕ.
Пĕчĕк ялта пурте алă тупанĕ çинчи пек. Пĕр-пĕрне лайăх пĕлеççĕ. «Ĕçчен те туслă çемье», — теççĕ пĕртăвансем пирки Утарта.
Аппăшĕпе шăллĕ çемйисемпе пĕр урамра, пĕр-пĕрне хирĕçле тенĕн пурăнаççĕ. «Ялта ĕç çук тени килĕшÿсĕр, вăл хыççăнах çÿрет», — теççĕ хастарскерсем. Предприяти-организацире вăй хунă вăхăтра та вĕсем кил хуçалăхĕсенче выльăх-чĕрлĕх йышлă усранă, хушма тупăш илнĕ.
Иртнĕ çул Лариса Федорова фермер хуçалăхĕ йĕркелеме патшалăх пулăшăвĕ илмешкĕн конкурса хутшăннă. «Документсем, бизнес-план хатĕрлеме экономист-бухгалтер ĕçне лайăх пĕлни пулăшрĕ, — аса илет фермер. — Умри аталану çул-йĕрне витĕр курса тăтăм темелле. Çапах хушма хуçалăхра ĕне выльăх йышлă тытнине пăхмасăр конкурсра çĕнтерессе, грант илессе кĕтмен. Фермер ĕçне те пĕлĕшсем хĕтĕртнипе пуçăнтăм. Эпĕ вăй хунă предприяти хупăнсан вăхăта кил хуçалăхра ытларах ирттерме тытăнтăм. Икĕ алла пĕр ĕç тенĕн выльăх йышне ÿстертĕмĕр, сĕт, аш сутса тупăш илтĕмĕр. Ялта çуралса ÿснĕ çыншăн пĕлнĕ, хăнăхнă ĕç темелле».
Иртнĕ çул Федоровсем патшалăх пулăшăвĕпе усă курса 20 ĕне выльăх вырнаçмалăх çĕнĕ ферма туса лартнă. Витери ĕçе çăмăллатма тăрăшнă: тислĕк кăларассине механизациленĕ, шыв пăрăх тăрăх ĕнесен умнех юхса çитет. Сĕт савăчĕсене упрамалли пÿлĕмре канализаци, вĕри шыв та пур.
— Грант укçине, 3 млн тенке, ферма тума, МТЗ-82 трактор, ПР-Ф-145 пресс, косилка туянма тăкакларăмăр. Паллах, хамăрăн кĕсьерен те самай кăларма тиврĕ, — каласа пачĕ Лариса Федорова. — Кредит илсе пурнăçа йывăрлатас килмерĕ.
Хĕле кĕнĕ май фермер канăçне çухатнă: шартлама сивĕре шыв пăрăхĕсем, çамрăк выльăхсем шăнмĕç-ши?
— Вите пысăк, выльăх сахалрах. Халĕ ĕнесем пăруланă май йыш хушăнса пырать-ха, мăйракаллă шултра выльăх — 17-е, çав шутра сăвăнаканни 7 пуçа çитрĕ. Çурма пушă витере сивĕрех. Пăрăхсем шăнса юрăхсăра тухасси те хăратрĕ. Юрать, хĕлле шартлама сивĕсем пулмарĕç. Тăкакланни, тăрăшса ĕçлени харама каймарĕ, йĕркеллех хĕл каçрăмăр, механизмсем те чăхăмламарĕç. Çавна май кăмăл та çĕкленчĕ, — пĕлтерчĕ вăл. — Халĕ пăшăрхантараканни — сĕт хакĕ. Иртнĕ çул çак тапхăрта 1 л сĕте 22-23 тенкĕпе сутнă. Кăçал икĕ уйăха яхăн 13 тенкĕпе кăна кайрĕ вăл. Кун пек тăкаксене мĕнле саплаштармалла? Çутă, ГСМ, выльăх валли хушма апатсем хаклансах пыраççĕ, ытти тăкак та ÿсет, — терĕ вăл. — Тар кăларса ĕçлесен те тупăш илеймесен мĕнпе аталанмалла? Çак кунсенче тинех 1 л сĕте 15 тенке çитерчĕç. Малашне мĕнле пулĕ-ши? Çулла вăл каллех йÿнелесси хăратать.
Ÿкессе пĕлнĕ пулсан тÿшек сарăттăм тенĕ. Фермер хуçалăхне пуçа чикнĕшĕн ÿкĕнместĕр-и?
— Чăн та, хальхи хаксемпе çиччĕ виçсе пĕрре касăттăм. Анчах утăм тунă, каялла чакаймăн, шăла çыртса малаллах утмалла, çĕкленмелле. Йывăрлăх вăхăтлăха пуласса шанатпăр. Çĕршыва ют тăрăхран типĕ сĕт турттарма чарни те шанăç çуратать. Ĕне выльăх ашĕ хаклăрах каять-ха. Вăкăр самăртса сутма пулать. Анчах вăл çитĕнессе 1,5 çул кĕтмелле. Çав вăхăтра апачĕ, витаминсем чылай туянмалла. Тупăшне вара çулталăкра пĕр хут илетпĕр. Ĕнепе танлаштарсан тăкакĕ пысăкрах.
Хуçалăхăн 18 гектар çĕр пур. Кĕтÿ хушăннă май апат туса илме вăл сахалрах. Çавăнпа малашне 50 гектара çитересшĕн.
— Фермер хуçалăхне тытса пыма, çĕр ĕçĕнче вăй хума хĕрарăма йывăртарах-тăр. Сире пулăшакансем пур-и?
— Пĕччен хулă хуçăлать тенĕ. Мана та йывăр тиветчĕ. Тăвансем пулăшаççĕ. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.