Комментировать

7 Мар, 2018

«Шупашкар хăтлă киле çаврăнчĕ»

Атнер Хусанкайпа Гажидма Цыбеновăн юрату романĕ шăпах Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен уявĕ умĕн пуçланнă. Ун чухне иккĕшĕ те Мускаври СССР Ăслăлăх академи Тухăç пĕлĕвĕн институчĕн аспиранчĕсем пулнă.

«Çав çамрăк кирек хăçан та вĕренни-тĕпчени питĕ тĕлĕнтеретчĕ мана. Тĕрĕссипе, пире иксĕмĕре те ташă каçĕ илĕртмен. Унта ăнсăртран тĕл пултăмăр унпа. Ыттисемпе пĕрле ташлама пуçланăччĕ кăна — пăхатăп, манăн юлашки 5 тенкĕ таçта çухалнă. Укçана джинс шăлаварăн пиçиххийĕ айне чикнĕччĕ. Мĕншĕн ытти чухнехи пек кĕсьере тытман-ши çав нухрата — çакна хам та ăнланаймастăп. Укçана урайĕнче шырама пикентĕм. Унта тата тепĕр икĕ алă курăнать. Атнер Хусанкай мана 5 тенке тупма пулăшрĕ. Çакăн хыççăн унăн пÿлĕмне хăпартăмăр.
Вăл сĕтел çине хура вăлча, «Ассорти» канфет, сервелат кăларса хучĕ. Ун чухне ку çимĕçсене сутнине те асăрхаман. Тĕтĕмленĕ кăлпасси çинчен илтнĕ, анчах ăна куçпа кур-ман. Студентăн ăçтан унашкал апат? Амăшĕ КПСС 25 сČездне депутат пулса килсен илсе панă-мĕн. Эпир ăна çав кунах çисе янă пулăттăмăр. Вăл нарăс уйăхĕнчен упранă. Çавăн чухне ирчченех калаçрăмăр. Унтанпа иксĕмĕр уйрăлман та», — аса илет Гажидма Дамбаевна.
Вăл, ют чĕлхе факультетĕнче пĕлÿ илнĕскер, Жамбало-Доржи Гомбоев Хамбо ламăн /Раççей буддистсен чи пысăк пуçлăхĕ/ пĕрремĕш куçаруçинче ĕçленĕ. Тĕнчипе çÿренĕ чухне шăпах бурятла тата акăлчанла пĕлекен пулăшуçă кирлĕ пулнă ăна. Тĕслĕхрен, вĕсем Индире Индира Гандипе тĕл пулнă. Çак самант сăн ÿкерчĕкре упранать. Ытти çĕршыва çул хывни те тĕн истрийĕнче çырăнса юлнă.
Пĕлтĕр Хусанкайсен çемйи Бурятире, Монголире хăналаннă. Вĕсене унта яланах ăшшăн кĕтсе илеççĕ. Гажидма Дамбаевна хăй те Улан-Баторта çуралнă, ачалăхĕ унта иртнĕ.

Виçĕ туй

— Эсир пулас мăшăрпа паллашиччен чăвашсем çинчен илтнĕ-и?
— Манăн атте Дамба Цыбенович çар журналистне вĕреннĕ. Вăрçă пуçлансан монгол чĕлхи куçаруçисен курсĕнче пĕлĕвне тарăнлатнă. Вăл тивĕçлĕ канăва тухичченех хĕсметре тăчĕ. Ун чухне Наушки поселокра пурăнаттăмăр. Пĕрре кăнтăрлахи апата килнĕ атте ытти чухнехинчен савăнăçлăраххине асăрхарăм. Вăл çар чаçне чăваш тата коми салтакĕсене илсе килни çинчен каласа кăтартать аннене. Мĕншĕн килĕшнĕ-ха çав çамрăксем ăна? Чи малтанах, вĕсем, мăсăль-мансем пек, апат тиркемеççĕ, апла тăк салă та, сысна какайĕ те çитерме пулать. Унсăр пуçне çĕнĕ йыша йĕлтĕрпе ярăнма пĕлнишĕн ырларĕ вăл.
Андриян Николаев космоса вĕçнине атте /ун чухне «Бурятская правда» хаçатра ĕçлетчĕ/ хăпартланса пĕлтерчĕ. Çавăн чухне Чăваш Республики çинчен пĕтĕм тĕнче калаçрĕ.
— Атнер Петрович мĕнпе тыткăнларĕ сире?
— Анне бухгалтерта ĕçленине шута илсе мана пĕрле вĕренекен аспирантсене стипенди пама шанчĕç. Ларатăп çапла уйрăм пÿлĕмре. Хăнăхнă йăлапа стипендие хăвăртах, пĕр сехетрех, илсе пĕтереççĕ. Списокра пĕртен-пĕр çын юлчĕ. «Бухгалтерсем хушамата тĕрĕс çырмаççĕ. Ху Сан Кай ята мĕншĕн пĕрлештернĕ-ха?» — кăмăлсăрланатăп хам. Эпĕ китай каччине кĕтетĕп-çке. Алăк уçăлать те кăтра çÿçлĕ типшĕм каччă кĕрсе тăрать. Вăл стипенди патне килнĕ иккен. Манăн çурăм тăрăх сивĕ тар чупса иртрĕ: унăн стипендине кама та пулсан тĕрĕс мар парса янă-ши? Хушаматне илтсен тин чун кĕчĕ. Вăл кăрлач уйăхĕнче тин вĕренме пуçланă иккен. Çухалса кайнăран урăх ним пирки те ыйт-са тĕпчемерĕм.
Пĕрре юлташ, калмăк каччи Владимир Санчиров, манпа калаçу пуçарчĕ. «Эсĕ Хусканай сăввисене вуланă-и?» — тет хайхискер. «Вăл сăвă та çырать-и?» — тĕлĕннинине пытараймастăп. Вăл ÿпкелесе пăхрĕ ман еннелле. Атнерăн ашшĕ Петĕр Хусанкай Чăваш халăх поэчĕ, амăшĕ Вера Кузьмина СССР халăх артистки пулнине каларĕ. Ку хыпар мана анратсах ячĕ. Эпĕ вĕсене Турă вырăннех йышăнтăм. Атнер Хусанкайпа паллашнă чухне атте-анне ăçта ĕçленине, мĕнле пурăннине ыйтса тĕпчемен эпир...
Атнерпа тĕл пулни маншăн — иккĕмĕш университетра, академире вĕренсе пĕлÿ илнипе танах. Шăпах ун чухне Петĕр Хусанкайăн сăввисен кĕнеки пичетленнĕччĕ. Вăл ăна мана парнелерĕ. Кайран манăн шăпана витĕм кÿнĕ Геннадий Айхипе паллашма тÿр килчĕ.
Эпир виçĕ туй — Мускавра, Шупашкарта, Улан-Удэре — кĕрлеттерсе пĕрлешнĕ.

Çĕнтерÿ парни

— Сире Чăваш Ен мĕнле кĕтсе илчĕ? Çĕнĕ çĕрте хăвăра тÿрех хăтлă туйрăр-и?
— Малтанах эпĕ Атнерпе канашламасăрах Бурятире пурăнакан атте-аннепе çыхăннăччĕ. Çывăх çынсене мăшăр валли ĕç шырама ыйтнăччĕ. Атте ун чухнех мана çемьепе пĕрле Шупашкара куçмалли пирки каларĕ, мĕншĕн тесен Чăваш Республикинче упăшкан килĕ, апла тăк урăхла пулма та пултараймасть.
Малтанах Шупашкарта урамра, транспортра чăвашла калаçни тыткăнланăччĕ. Эпĕ бурятла çапла ирĕклĕ хутшăннине илтмен. Хĕлле — юр çын çÿллĕш хÿсе лартни, çулла витри-витрипе пан улми сут-ни тĕлĕнтернĕччĕ. Эпĕ пăхса ытарайми çимĕçе çуралнă тăрăха посылкăпа ярса панăччĕ.
Манăн шухăшпа, ют çĕре хăнăхасси çынран хăйĕнчен нумай килет. Эпĕ кукамайпа çитĕннĕ. Вăл килтисемшĕн пуриншĕн те анне вырăнĕнчеччĕ. Хутла пĕлмен пулин те пире культурăна, йăла- йĕркене, пурнăçа хаклама вĕрентнĕ.
Эпĕ сăнанă тăрăх, бурятсем тĕл пулсан ыталаççĕ-чуп тăваççĕ, чăвашсем вара хăйсен туйăмне ирĕке кăларасшăнах мар, ăшра тытаççĕ.
— Эсир Шупашкара килнĕренпех, 40 çул ытла, Вера Кузьминичнăпа пĕр хваттерте пурăнатăр. Хунямăшĕпе кинĕн хутшăнăвĕсем çинчен каласа кăтартсамăр.
— Вера Кузьминичнăпа Мускавра Атнерпе пĕр хваттерте пурăннă чухнех паллашнă. Вăл хăнана килнине пĕлсен общежитири хĕрсем пит-куçа сăрларĕç. Манăн капăртарах курăнас килнĕ ахăр. Çапах унпа тĕл пуличчен пите çуса тасатрăм. Хваттере кĕрсен çитсă сарафан тăхăннă, пуçне тутăр çыхнă хĕрарăма куртăм. Телефонпа калаçать хăй. Вăл шăпах Вера Кузьминична иккен. Мана паллă артистка урăхла тумланса çÿренĕн туйăннă. Çакăн пирки сăмах хускатсан вăл çаплипех кулать.
В е р а К у з ь м и н и ч н а к ă м п а и л с е килнĕччĕ. Вăл ăна хăех санаторире каннă вăхăтра пуçтарнă. Унччен эпĕ кăмпа çимен.
...Упăшка мана Шупашкарта хăварса Мускава малалла вĕренме тухса кайрĕ. Эпир хваттерте Вера Кузьминичнăпа иксĕмĕрех юлтăмăр. Эпĕ, çĕн çын, бурятсен йăлипе асли сăмах хушасса кĕтетĕп. Вăл вара темшĕн чĕнмест. Унăн хăйĕн кун йĕрки çирĕпленнĕ. Эпĕ çывăрса тăриччен вăл йĕлтĕрпе ярăнса килме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Кайран роль вĕренет. Репетицирен таврăнсан кăштах канать. Каçхине каллех театра каймалла унăн. Çапла пĕр-икĕ кун иртрĕ.
Эпĕ хамах театр пурнăçĕ пирки ыйтрăм. Çакă, тен, кĕтмен çĕртен пулчĕ уншăн?
Унпа юнашар пулсан чунра лăпкă. Вăл хушша-хуппа кĕмест, яланах пулăшать. Ăна чунран юрататпăр, хисеплетпĕр.
Сирĕн ывăлăр аслашшĕпе, Чăваш халăх поэчĕпе, пĕр ятлă. Эсир, килтисем, ят шыранă май пурте пĕр шухăшлă пулнă-и?
— Эпĕ çуратнă чухне Атнер Мускавраччĕ. «СССР халăх артистки тĕрлĕ тытăмри пуçлăхсемпе çыхăну йĕркеленĕ ĕнтĕ», — тет ахăр хăшĕ-пĕри. Çук. Малтан та, халĕ те çаплах.
Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче 2 сехетре аннепе Вера Кузьминичнăпа пĕрле ача çуратмалли 2-мĕш çурта çитрĕмĕр. Мана, вăтăр икĕ çулта амăшĕ пулма хатĕрленекенскерне, палатăна мар, коридора хучĕç. Вăй пĕтсе пынăран тухтăрсене чĕнетĕп — вĕсем ятлаçса иртсе каяççĕ. Каçчен аран-аран чăтрăм. Тахăш самантра вилес патне çитнине ăнланса илтĕм. Ун чухне пĕччен юлас хăрушлăхри Атнере шеллесе выртаттăм. Унччен те пулмарĕ, «Хусанкай ăçта выртать? Вăл — Вера Кузьминан кинĕ» тесе кăшкăрни хăлхана кĕчĕ. Тĕп тухтăр Андрей Титов килнĕ иккен. Унăн мăшăрĕпе пирĕн анне пĕр театрта ĕçлетчĕç. Кинĕ ниепле те çăмăлланайманни пирки сăмах пуçарнă ĕнтĕ Вера Кузьминична ĕçтешĕпе.
Ун чухне тĕп тухтăр ытти чухнехи пек 20 сехетре мар, 18 сехетрех ĕçе çитнĕ. Кайран тин уçăмланчĕ: юн пусăмĕ виçерен иртнине пула хама çав тери япăх туйнă. Çавна пулах варти пепкен сывлăшĕ пÿлĕннĕ. Икĕ алла капельница лартрĕç...
«Йăлтах йĕркеллĕ. Эсĕ хăвăн Петĕрне çуратрăн», — ывăлăм сас парсан йăл кулчĕ Андрей Алексеевич. Малтанхи çеккунтра çак ят пуçра мĕлтлетсе иртрĕ, иккĕмĕшĕнче унпа килĕшрĕм.
Эпир кам — ывăл-и е хĕр-и — çуралассине малтанах пĕлмен. Пепкен ячĕ пирки те килте калаçман.
Ун чухне аякри аттепе анне мăнук çуралнăшăн алăран тытăнсах ташланă. Вăл Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче çут тĕнчене килни икĕ фронтовикшăн — аслашшĕпе кукашшĕшĕн — пысăк парне пулчĕ.
Эсир килтисене, хăнасене наци апат-çимĕçĕпе сăйлатăр-и?
— Анне 6 тĕпренчĕкне кун çути кăтартнă, вĕсенчен виççĕшĕ чире пула ачаллах çĕрĕ кĕнĕ. Мана, хытканскерне, чир-чĕр çыпăçасран питĕ упратчĕç. Апат та пĕçерттермен. Кукамайпа пурăннăран темĕн те ăша хывнă, анчах çакăнпа пурнăçра усă курма тÿр килмен.
Мускавра общежитире виçсĕмĕре — бурят, туркмен, тутар хĕрĕсене — пĕр пÿлĕме вырнаçтарчĕç. Пурте наци апат-çимĕçĕ хатĕрлеттĕмĕр. Эпĕ буузы пĕçереттĕм. Вăл манты евĕрлĕ. Фаршĕ — виçĕ тĕрлĕ какайран.
Бурятсем хăнасем валли чашки- чашкипе какай пĕçерсе сĕтел çине лартаççĕ. Кайран бульонне кăна ăшăтса яраççĕ.
Пирĕн килте анне — Вера Кузьминична — кукăль тутлă пĕçерет, упăшкан салат патне алли пырать, эпĕ буузы хатĕрлетĕп. Килти лапшана юратса çиетпĕр. Малтан пĕлĕм те çупнă.

Çемье хаклăрах

— Эсир чăвашсен историйĕпе, пурнăçĕпе кăсăклансах паллашнă-и?
— Шупашкара килсен Ашмарин словарĕнче чăвашла тата бурятла пĕрешкел илтĕнекен сăмахсене шырарăм. Унашкалли, чăн та, нумай. Тĕслĕхрен, Çĕнĕ çул, сенкер, хачă...
Чăваш çыравçисемпе сăвăçисен вырăсла кĕнекисене вуларăм. Петĕр Хусанкайăн пултарулăхĕпе маларах паллашнăччĕ. Çавăн пекех Илпек Микулайăн «Хура çăкăр» романĕ чуна хускатрĕ. Хветĕр Уяра килĕштертĕм... Культура хыпарĕсемпе паллашаттăм. Композиторсене, писательсене, поэтсене, артистсене лайăх пĕлетĕп. Юлташсем те çав йышранах.
Чăвашла калаçнине ăнланатăп. Мăшăрăн тăван чĕлхине пĕлетĕп тесен те юрать. Çапах сăмахсене хуçкаласран шикленсе калаçма аван марланатăп.
Вера Кузьмина вылякан спектакльсене курнă-и?
— Епле-ха унсăр? Эпĕ малтан курнă «Кай, кай Ивана» ĕçри Кĕтерук сăнарĕ куç умĕнчех. «Çатан карта çинчи хура хăмла çырли» драмăри Амăшĕ, «Укçа чул кастарать» ĕçри Альтук... Борис Чиндыков ун валли ятарласа çырнă «Хура чĕкеç» спектакльпе сцена çине тухса тĕлĕнтерчĕ вăл.
Аннепе пĕрле çаплипех театра çÿретпĕр. Тата унпа пасара кайма килĕшет. «Вера Кузьминична-и ку?» — йĕри-тавра пăшăлтатма пуçлаççĕ. «Çапла, çапла!» — тетĕп вĕсем илтмелле. «Пирĕн пата килĕр!» — пуçлаççĕ вара сутуçăсем илĕртме.
Эсир наука çулне суйламаншăн ÿкĕнместĕр-и? Пурнăçра хăвăра тупрăр-и?
— Маншăн çемье тĕп вырăнта пулнине ăнлантăм. Çавăнпах çие юлсан аспирантурăна пăрахса килнĕшĕн пĕрре те ÿкĕнместĕп. Наука ĕçĕ мана киленÿ кÿмĕччĕ. Эпĕ хама шкулта ют чĕлхе вĕрентекенĕн вырăнĕнче кураттăм. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.