Комментировать

7 Мар, 2018

Арçын чĕрине ирĕлтерекенсем...

Хĕрарăм — савнă мăшăр, çепĕç амăшĕ, юратакан кукамай-асанне кăна мар, хĕрарăм паян — пултаруллă ертÿçĕ те. Çак шухăша палăртрĕç иртнĕ шăмат кун Чăваш патшалăх оперăпа балет театрне «Хĕрарăм лидер» уява пухăннисем. Пултаруллăскер, яваплăскер, ĕçченскер хăй ертсе пы-ракан организаци-предприятие ăнăçу çулĕпе аталантарать вăл, çав вăхăтрах çемье вучахне упрама та чун ăшшине çитерет.
Епле уяв — чыславсăр, саламсăр? Кăçал 16-мĕш хут иртнĕ конкурс çĕнтерÿçисене чыслама ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Игнатьевăпа пĕрле хутшăнчĕ.
— Сире кирек мĕнле ĕç те шанма юрать, мĕншĕн тесессĕн эсир яланах яваплăх туйăмĕпе палăрса тăратăр, шаннине чунран пурнăçлатăр, — терĕ Михаил Васильевич пухăннисене уявпа саламланă май. Республика Пуçлăхĕ çавăн пекех хĕрарăмсене лайăх ывăл-хĕр çуратса ÿстернĕшĕн тав турĕ.
Паян çĕршыв, республика ертÿлĕхĕ амăшлăхпа ачалăха упрас, демографи лару-тăрăвне лайăхлатас енĕпе çине тăрса тăрăшать. Раççей Президенчĕ Владимир Путин РФ Федераци Канашне янă Çырăвĕнче çак тĕллевпе çĕршыв хыснинчен 3,4 трлн тенкĕ уйăрасса палăртрĕ. Чăваш Енре социаллă ыйтусене татса пама кăçал 12 млрд та 750 тенкĕ уйăрĕç. Республикăра 3 çултан аслăрах ачасене садикре вырăнпа тивĕçтерес енĕпе кăткăслăх çук. Черетре — чи кĕçĕннисем. Ясли ыйтăвне Раççей шайĕпех татса пама палăртнă. Пирĕн республика ку енĕпе 1 млрд та 336 млн тенкĕ пулăшăва тивĕçĕ. Çапла вара амăшĕ ĕçе тухма тĕв тусан 2 уйăхри пепкине те яслие вырнаçтарма пултарĕ.
Михаил Игнатьев пухăннисене çуркуннехи пĕрремĕш уявпа — Хĕрарăмсен пĕтĕм тĕнчери кунĕпе — саламларĕ. Арçын чĕрине мĕн ирĕлтерме пултарнине те пытармарĕ – ăшă, ырă сăмах.
— Эпĕ таçта та пулса курнă: Америкăра та, Европăра та, Китайра та… Çирĕплетсех калатăп, Раççей хĕрарăмĕнчен хитри тĕнчере те урăх çук. Упрăр хăвăра, — Михаил Васильевич пĕтĕмлетĕвне каллех тăвăллăн алă çупса йышăнчĕ зал. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.