Тивĕçсĕр манăçнăскер
Тутарстанри Пăва районне кĕрекен Кипеккасси манăн тăван ялтан, Яманчÿрелтен, инçех мар та, Сергей Ялавин, Валем Ахун çыравçăсен ячĕсене ачаранпах илтнĕ. Унтан та ытларах — Сергей Васильевич иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче пирĕн шкулта вĕрентнĕ те. Çакăн çинчен темиçе çул каялла атте каласа кăтарнăччĕ тата «Ялав» журналта Ялавин çинчен пичетленнĕ статьяпа, унăн пĕр калавĕпе паллаштарнăччĕ.
Паян вара чăвашсен паллă прозаикĕ, драматургĕ, литература критикĕ çинчен тĕплĕнрех калаçма сăлтав пулчĕ: паян, пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче, Сергей Ялавин çуралнăранпа 120 çул çитрĕ.
Граждан тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçисене хутшăннă ентешĕм Мускавра, Халăх вĕрентĕвĕн институтĕнче, пĕлÿ илнĕ. Унтан республикăри тĕрлĕ шкулта, «Канаш» хаçат редакцийĕнче, Чăваш АССР Чĕлхе, литература, истори тата экономика ăслăлăх тĕпчев институтĕнче ĕçленĕ.
Ялавин литература ĕçне иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче пуçăннă. Хаçатсемпе журналсен страницисенче унăн пĕрремĕш калавĕсем — «Автансем», «Аспирин кирлĕ», «Ăнлантараймарĕ», ыттисем — кун çути курнă. Пĕрремĕш кĕнеки вара, «Кавруç» ятлăскер, 1929 çулта пичетленнĕ, ун хыççăн ыттисем — «Хисеплĕ Кĕçтенкки», «Кĕтÿ ачи», «Тарăн йĕр», «Телей», «Куршанак», «Пурçăн тутăр», «Чăрмав», «Çул çинче», «Елюна»…
Сергей Васильевич 20 ытла пьеса шăрçаланă, вĕсенчен пысăк пайĕ чăваш театрĕсен сценисем çине тухнă. Ентешĕмĕр вырăссен паллă çыравçипе Максим Горькипе те туслă çыхăну тытнă, çыру çÿретнĕ. Каярах чăваш литераторĕ ун çинчен аса илÿ çырнă.
Çакна та палăртса хăвармалла: Ялавинăн «Илихван мучи» калавне акăлчанла, нимĕçле тата французла куçарнă. Вăл чăваш литературинчи ют чĕлхесемпе пичетленнĕ пĕрремĕш произведени пулнă. Писатель Константин Ивановпа Çеçпĕл Мишшин пултарулăхне питĕ хисепленĕ. Чăваш литературин генийĕсене хирĕçле кампани пуçлансан Сергей Ялавин асăннă çыравçăсене хÿтĕлеме тăнă пĕрремĕш çын пулнă. Вăл «Нарспи» поэма никĕсĕ çинче çав ятпах драма та çырнă.
СССР Писательсен союзĕн членĕ Ялавин литература критикĕ пек те паллă. Вăл Константин Ивановăн, Çеçпĕл Мишшин, Петĕр Хусанкайăн, Аркадий Ĕçхĕлĕн, Хветĕр Уярăн, Владимир Сатайăн, ыттисен пултарулăхне тĕпченĕ. Шел, ĕмĕрĕ кĕске пулнă ентешĕн: 1961 çулхи ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче чĕри тапма чарăннă. Ăна Шупашкарта пытарнă. Сергей Ялавин — чăваш литературин аталану çулĕн пуçĕнче тăракансенчен пĕри. Малалла вулас...