Комментировать

6 Мар, 2018

Федор АЛЕКСЕЕВ: Каяш куписем çинчен пире пĕлтерĕр

2017 çулхи авăн уйăхĕнчен республикăра «Обществăн экологи тĕрĕслевĕ» проекта пурнăçлаççĕ. Ăна Раççей Президенчĕн гранчĕпе ĕçе кĕртеççĕ. «Хыпар» ыйтăвĕсене проект ертÿçи Федор Алексеев хуравлать.
— Ял-хула тавралăхне хÿтĕлеме, çынсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерме нумай пĕлмелле. Эсир ертсе пыракан çамрăксем кирлĕ саккунсене тишкереççĕ-и?
— Проекта пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнче презентацилерĕмĕр. Вĕренĕве /экологи шкулĕ, семинар, мастер-класс, лекци/ авăн уйăхĕнчех пуçларăмăр, 200 майлă яш-хĕре явăçтартăмăр. Вузсен преподавателĕсем йăлари хытă каяш пухассипе, полигона турттарассипе, утилизацилессипе, çынсен санитари хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе, саккунсене пăхăнса экотĕрĕслев йĕркелессипе çыхăннă ыйтусемпе пĕлÿ пухма пулăшрĕç. Парта хушшинче 72 сехетрен кая мар ларса информаци пуçтарчĕç. Кайран çеç муниципалитетсенче рейдсем йĕркелерĕмĕр.
Халĕ вĕсене пĕтĕмлетме пулать-и?
— Пирĕн эко-инспекторсем Вăрнар поселокĕ çумĕнчи йăлари хытă каяш полигонĕнче çак çитменлĕхсене асăрхарĕç: йĕри-тавра карта тытса çавăрман, радиаци, виçе тата хурал-йышăну тĕрĕслевне йĕркелемен. Çакăн çинчен пĕлтĕрхи раштавăн 18-мĕшĕнче Вăрнар район адми-нистрацине пĕлтертĕмĕр, полигона саккунпа килĕштерме сĕнтĕмĕр. Райадминистрацин ял хуçалăх тата экологи пайĕ пире кăçалхи кăрлач уйăхĕн юлашки кунĕнче вырăна çитсе тĕрĕслени çинчен хыпарларĕ.
— Ĕç малалла пырать-и?
— Вăрнар хула тăрăхĕн администрацине, «Водоканал» обществăна çÿлте палăртнă объекта «Йăлари хытă каяш полигонĕсем тунă тата вĕсемпе усă курнă чухне пурнăçламалли гигиена ĕçĕсем», «Каяш вырнаçтарас, ăна сиенсĕрлетес тĕллевпе татса памалли гигиена ыйтăвĕсем» санитари йĕркисемпе 2018 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕччен килĕштерме сĕннĕ. Çитменлĕхсене унччен пĕтермесен поселок администрацине, полигон хуçине административлă майпа айăплама — штрафлама — пултараççĕ.
Экологсем тата ăçта çÿрерĕç?
— Шупашкарти «Экосервис» обществăн каяш уйăракан станцийĕнче, «Управление отходами» АОн Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти каяш уйăракан комплексĕсенче, тĕп хулан Питтукассинчи кивĕ полигонĕнче, Сĕнтĕрвăрри районĕн каяш йышăнма чарнă объектĕнче, каяш пухакан Кăнар /Çĕрпÿ районĕ/, Красноармейски, Вăрнар, Йĕпреç, Пăрачкав, Улатăр полигонĕсенче. Çĕмĕрленне эко- инспекторсене кĕртмерĕç.
Вĕсенче йĕрке пур-и?
— Улатăрта радиаци пайăркисем мĕнле хăватпа сарăлнине, полигона куллен миçе тонна каяш турттарса килнине виçмеççĕ. Ыттисемпе танлаштарсан кунта карта тытнине, хурал-йышăну пункчĕ ĕçленине палăртас килет. Иртен-çÿрен каланă тăрăх — хытă каяша çунтарнăран йÿçек тĕтĕм тавралăха сарăлать.
Йĕпреçпе юнашар вырнаçнă полигонра çитменлĕх ыттисенчен кая мар: объект картасăр, каяша тракторпа таптаттарса пусăрăнтармаççĕ, мĕн чухлĕ тиесе килнине шутласа пымаççĕ.
Контролерсем район-хулана хăçан тухса каяççĕ: вырăнтан е органсенчен систерсен-и?
— Ял-хула тăрăхĕсенчен пĕлтерсен. Пирĕн телефон номерĕ — 89278676137, эл. адресĕ — ecocontrol21@mail.ru. Иртнĕ çулхи чÿк уйăхĕнче çынсем Сĕнтĕрвăрри районĕнчен шăнкăравларĕç те — унта кайрăмăр. Мĕн куртăмăр-ха? Çывăхри уя каяш тултарма 3 çул каяллах чарнă, анчах нумаях пулмасть тăкнине пĕлтĕмĕр.
Çĕмĕрлери полигонăн та çав çитменлĕхсем: карта тытса полигона изоляцилемен, радиаципе виçе тĕрĕслевĕ çук.
2017 çулхи чÿк уйăхĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Кăнар полигонне çитрĕмĕр. Анчах «эпĕ — свалка пуçлăхĕ» текенни пире каяш купалакан вырăна кĕртмерĕ, хушаматне- ятне пĕлтермерĕ. Тĕсесе пăхрăмăр та санитари йĕрки-нормине сĕмсĕррĕн пăснине куртăмăр. Полигон йĕри-тавра хÿме тытманран каяш çилпе уй тăрăх инçете вĕçет. Радиаципе виçе тĕрĕслевне йĕркелемен, каяша уйăрмаççĕ. Экскаваторпа чавнă тарăн траншея патне пырса тухрăмăр. Тĕпне ятарлă материалпа изоляцилемесĕрех каяш тултараççĕ. Темиçе эрнерен объектра тепре пултăмăр. Хальхинче шала кĕртрĕç. «Кунта мĕн йăсăрланать?» — тетпĕр йÿçек шăршă кăларакан каяш купи çине пăхса. «Пăсланать», — терĕ полигон пуçлăхĕ. «Мĕн?..» — кăсăклантăмăр. «Каяш», — пулчĕ хурав.
Эсир саккунсене пăхăнма ыйтни усса кайинччĕ. Республикăн Çут çанталăк ресурсĕсен министерствине, çут çанталăка хÿтĕлекен ытти органа йĕрке тума пулăшни лайăх.
— Пирĕн экологсем 2017 çулхи авăн уйăхĕнче Куславкка районĕнчи Мушар ялĕпе юнашар ăпăр-тапăр купи çĕкленнине те курчĕç. Çакăн çинчен Елчĕк ял тăрăхĕн администрацине хыпарланă хыççăн вырăна тасатнă. Красноармейски районĕн полигонĕнче йĕрке тумаллине аса илтерсен «йывăр урапа вырăнтан хускалчĕ». Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.