Шупашкар каччи çынна вилĕмрен çăлнă
«Анне, ан пăшăрхан, эпĕ çынна çăлтăм. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ, кăштах тĕтĕмпе чыхăнтăм — çавă çеç». Елена çĕрле ывăлĕнчен Евгенирен çакăн пек смс-пĕлтерÿ илнĕ. Юрать-ха, ăна ирхине кăна вуланă — çĕр çывăраймастчĕ ĕнтĕ. «Ан пăшăрхан» тесе калама çăмăл… Вăл тÿрех унта-кунта шăнкăравлама тытăннă — мĕн пулнине пĕлес тенĕ.
Санкт-Петербургри кафесенчен пĕринче управляющире ĕçлет те — ĕç хыççăн ир енне 22 çулти Шупашкар каччи Евгений Калинин килне таврăнма тухнă. Такси тытнă. Машина Мухтав проспекчĕпе пынă чух йĕкĕт çунакан шурă «Фольксвагена» асăрханă. Салонра вара — çын! Таксистăн чарăнас шухăшĕ те çук — ним пулман пек иртсе каятчĕ пуль, анчах Евгений хыпăнса ÿкнĕ. Машинăна чартарнă, хăй пĕр тăхтамасăр вут-çулăм ярса илнĕ автомобиль патне ыткăннă. Çав самантра урăххи пирки шухăшлама та пултарайман — сумкине те таксирех пăрахса хăварнă. Çын вилме пултарать вĕт — ăна пулăшмалла!
Хăйĕншĕн те хăрушлăх пысăккине пăхмасăр çамрăк çын çул хĕрринче ларнă маршрут автобусĕ çине пырса тăрăннă, çунакан машина алăкне уçнă, водителе сĕтĕрсе кăларма пикеннĕ. Арçыннăн хăйĕн çулăм тыткăнĕнчен хăтăлас шухăшĕ те çук пулас — пысăк хăвăртлăхпа пынă май çапăннине кура ним ăнланми, мĕн те пулин тăвайми пулнă. Тен, тĕтĕм-сĕрĕмпе чыхăнса минренĕ-тĕр… Евгений пулмасан 44 çулти водитель — Дагестан предпринимателĕ — хăйĕн машининче чĕрĕллех çунса каятчĕ пуль.
Тĕлĕнмелле те, пирĕн ентеше килне леçме тесе çула тухнă таксист çакна айккинчен кăна сăнаса тăнă. Вăл кĕлеткипе пĕртте кĕрнеклĕ мар Евгение çăмăл килменнине курса тăнă çĕртех ăна пулăшас тесе нимĕн те туман. Ăна-кăна ăнланакан водитель çунакан машина кирек хăш самантра сирпĕнсе кайма пултарнине чухланă ĕнтĕ, çавăнпа çывăха пыма шикленнĕ. Турра шĕкĕр, ĕç-пуç йĕркеллех вĕçленнĕ, каччă арçынна айккинелле, хăрушлăх çук вырăна, сĕтĕрсе илме вăй çитернĕ. Тин ытти çын та чупса пынă. Такам васкавлă медпулăшу чĕннĕ.
Вилĕмрен çăлăнса юлнă арçынна медпулăшу машинипе ăсатнă, пушар хуралĕн ĕçченĕсем «Фольксвагена» тата тĕтĕм хуплама ĕлкĕрнĕ ПАЗ автобуса сÿнтернĕ хыççăн тин Евгений хăйĕн сумки çинчен аса илнĕ. Таксист ăна паçăрхи вырăнтах кĕтсе тăнă — куншăн та пулин тав. Çийĕнчен вăл каччăран ăна кĕтсе тăрса хаклă вăхăтне сая янăшăн та хушма укçа ыйтман. Машина салонне тепĕр хут кĕрсе ларнă хыççăн кăна çамрăк çын хăй те мĕнешкел хăрушлăхра пулнине ăнланса илнĕ — çан-çурăм тăрăх сивĕ чупса иртнĕ… Малалла вулас...