Комментировать

«Предприяти çитĕнÿсем тăвасси коллектив тăрăшса ĕçленинчен килет. Пирĕн кашни çын харпăр хăйĕн вырăнĕнче, тивĕçĕсене таса чунран пурнăçлать. Эпир пурте пĕр-пĕрне пулăшатпăр. Пĕтĕмлетсе каласан — пĕр çемьери пек туслăн тата килĕштерсе ĕçлетпĕр», — тет Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Коминтерн» ЯХПК ертÿçи Альбина Новикова.

Халăх шанăçне тÿрре кăларнă

Альбина Борисовна çак должноçра 23 çул каялла ĕçлеме пуçланă. Ун чухне, 1995 çулта, «Коминтерн» панкрута тухас патнех çитнĕ. Çынсем, тахçантанпах ĕç укçи илменскерсем, çав вăхăтра Хĕрлĕ Чутай район администра-цийĕн ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ Альбина Новиковăна хуçалăха пуху ирттерме килсен председателе суйланă. Вырăнти халăх Альбина Борисовна пуçаруллă ертÿçĕ пулма пултарнине пĕлнĕ çав: вăл, çак районти Каркçырми ялĕнче çуралса ÿснĕскер, Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнчен /халĕ академи/ вĕренсе тухсанах «Коминтерн» колхозра — тĕп агрономра, унтан профком председателĕнче тăрăшнă.
«Эпĕ килĕшесшĕн пулмарăм. Маларах «Сура» совхоз директорĕнче 5 çул ĕçлесе курнă та — çак яваплăх мĕнлерех пулнине пĕлетĕп. Халăх пĕр шухăшлă пулса мана суйларĕ пулин те виçĕ кун ĕçе тухмарăм. Специалистсенчен йĕркеленĕ ятарлă ушкăн ман пата килчĕ те тархасласах ыйтрĕ — вара тин килĕшрĕм. Ун чухне хуçалăхри пĕтĕм ĕçе алăпа пурнăçлатчĕç, продукци сахал туса илетчĕç — вăхăчĕ те çапларахчĕ. Коллектив ĕçе тата дисциплинăна йĕркене кĕртме пулăшрĕ. Мана çынсем суйланă — çавăнпа вĕсем мана шанатчĕç: кам мĕн те пулин вăрлани çинчен каласа паратчĕç. Пĕр-пĕрне шанмасăр лайăх ĕçлеме май çук. Çапла майĕпен команда ĕçне, унтан вара производствăна йĕркене кĕртсе пытăмăр», — иртнине куçĕ умне кăларчĕ маттур та пултаруллă председатель.
Паллах, унтанпа лару-тăру нумай улшăннă. Хуçалăхри пĕтĕм ĕçе механизациленĕ. Пушанма пуçланă фермăсене юсаса çĕнетнĕ, унта хальхи йышши çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă, тĕнче шайĕнчи технологисене ĕçе кĕртнĕ. Альбина Борисовна, чикĕ леш енче темиçе хут та пулса курнăскер, унта паллашнă опытпа хамăр патра усă курма тăрăшать. Акă 2006 çулта республикăра чи малтан сысна фермине Европа стандарчĕпе килĕшÿллĕн тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Чи пĕлтерĕшли — çакнашкал пысăк ĕçсене пурнăçланă чухне ертÿçĕ хуçалăхри çынсен шухăшне те шута илни. Пĕлтĕр производство кооперативĕ хăйĕн укçипе 600 пуç вырнаçмалăх çĕнĕ ĕне вити хута янă, унăн проектне те коллективпа сÿтсе явнă.
«Ĕç условийĕсене лайăхлатса пынăран тата çĕнĕ технологисемпе усă курнăран кăтартусене те аванлатма май килчĕ. Акă аш-какай туса илессине — 4 хут ытла, сĕт сăвассине 2,5 хут ÿстертĕмĕр. Çав хушăрах ĕçлекенсен шучĕ чакса пырать: 23 çул каялла кунта 665 çын вăй хуратчĕ, халĕ — 103. Çын шучĕ сахалрах, продукци туса илесси вара пысăкланса пырать. Иртнĕ çул кăтартăвĕсене тишкерсен акă мĕн курăнать: районта туса илекен аш-какайăн 86% тата сĕтĕн 68% — «Коминтернра» ĕçлекенсен тÿпи. Хамăр хуçалăхра тăрăшакансемпе чăнласах та мухтанатăп эпĕ. 103 çынран 65-ĕшĕ манпа пĕрле 23 çул ĕçлет, хăшĕсем тата ытларах. Вĕсен опычĕ пысăк. Шалăва вăхăтра тÿлетпĕр. Кашни уйăхрах пĕр çын пуçне 5 килограмм аш-какай паратпăр. Хуçалăх шучĕпе эпир çынсене санаторие канма яратпăр, кăмăл пуррисем Шупашкарти больницăсенче сипленме пултараççĕ. Çапла майпа çулталăкне 15-18 çын сывлăхне çирĕплетет», — калаçăва тăсрĕ Альбина Новикова. Малалла вулас...

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Василий КУЗЬМИН сăн укерчĕкĕ.
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.