Комментировать

20 Фев, 2018

Икĕ тĕнче хушшинче

Хваттерте шăнкăрав сасси илтĕнчĕ. Владик алăри кĕнекине айккинелле хучĕ те телефон патне утса пычĕ.
– Владик, эпĕ паян ĕçрен кая юлса таврăнăп, Алисăна ача садĕнчен кайса ил-ха, тархасшăн, – илтĕнчĕ амăшĕн сасси.
– Юрĕ, – тесе калама çеç ĕлкĕрчĕ арçын ача, тепĕр енче телефон кĕпçине хуни илтĕнчĕ. Владик вуласа пĕтереймен кĕнеке çине пăхса хаш! сывларĕ те тумланма тытăнчĕ.
Хĕвел каç еннелле сулăнать пулин те, урамра пачах та сивĕ мар. Юр çукпа пĕрех ĕнтĕ. Çĕрлесерен шыв кÿлленчĕкĕсем çÿхе пăрпа витĕнеççĕ пулин те, çуркунне пĕчĕккĕн хăйĕннех туса пырать. Урам тăрăх арçын ачапа кĕçĕнрех хĕрача утаççĕ. Тĕрĕссипе, иккĕшĕнчен арçын ача кăна утать-ха. Хĕрача вара кÿлленчĕк патĕнчен кÿлленчĕк патнелле чупкалать, хутран тунă пĕчĕк карапсем ярать, чĕвĕлтетекен çерçисем патне чупса пырса вĕсене хăратса ярать, лешсем пăр-р! вĕçсе салансан ахăлтатса кулать. Владик йăмăкĕ хыççăн васкамасăр, енчен енне пăхкаласа утать. Ку хулана вĕсем икĕ уйăх каялла кăна куçса килнĕ. Хальлĕхе арçын ача хулапа тĕплĕнрех паллашса та пĕтереймен-ха, юрать, шкул тата пĕчĕк Алиса çÿрекен ача сачĕ вĕсен çуртĕнчен аякрах мар, çуран çÿреме те пулать. Акă вĕсем палланă урам еннелле пăрăнчĕç, вунă хутлă çурт еннелле утрĕç. Владик под±езд алăкĕ умне çитрĕ те чарăнса тăрса сăнарĕ: пачах та ывăнма пĕлмен йăмăкĕ каллех çерçисен ушкăнне хăратса ярса савăнăçлăн ахăлтатрĕ. Арçын ача сисĕнмелле мар йăл кулчĕ те кĕçĕннине хăй патне чĕнчĕ:
– Алиса, çитĕ пулĕ выляса, кур, хĕвел те часах пытанать, каç пулать, киле кĕмелле ĕнтĕ.
– Эх, ялан çапла эсĕ, – хаш! сывларĕ Алиса, пиччĕшĕ патне чупса пынă май. Владик тимĕр алăка уçрĕ те вĕсем иккĕшĕ под±езда кĕрсе кайрĕç. – Пĕлетĕн-и, Владик, паян пирĕн садике çĕнĕ хĕрача килчĕ, вăл ытлах калаçмасть, вăтанать пулас, – пуплерĕ хĕр пĕрчи пĕр чарăнми. – Чи интересли вара пĕлетĕн-и мĕн, Владик? Ним тусан та пĕлес çук эсĕ! Çав хĕрачан аллинче çав тери чипер пукане пурччĕ: сарă кăтра çÿçлĕ, кăвак куçлă, кĕрен кĕпеллĕ – пăхса ытарма çук! Вăт манăн çавăн пек пукане пулсан, эпĕ ăна хам та алăран нихăçан та вĕçертес çук! Нихăçан-нихăçан, пĕлетĕн-и, Владик?! – çанăран туртрĕ пиччĕшне Алиса.
– Апла иккен, çавăн пекех хитре пуканеччĕ-и вара вăл? – йăл куллине пытармарĕ Владик.
– Калатăп-çке, ун пек пуканене эпĕ нихăçан та курман! Манăн унпа выляс килетчĕ, анчах та çав çĕнĕ хĕрача нимĕн те каламарĕ, манран пăрăнса утрĕ кăна, – тутине тăсрĕ Алиса.
– Ан кулян, тепрехинче выляса курăн ак. Акă хамăрăн хута та çитрĕмĕр, килте санăн тĕрлĕ тетте нумай-çке, тăраниччен выляма пултаратăн, – терĕ Владик, кĕсьере хваттер уççине шыранă май.
– Теттесем нумай та, ун пек пукане вара çук, – мăкăртатрĕ йăмăкĕ. Çак вăхăтра юнашарти хваттер алăкĕ уçăлчĕ те унтан ватă кинемей васкамасăр тухрĕ. Чим-ха, Владик çак хваттерте никам та пурăнмасть тесе шутланăччĕ, вĕсем кунта пурăннă икĕ уйăх хушшинче ку алăкран такам кĕни-тухнине те сисмен, унтан пĕр сас-чÿ те илтмен. Кинемей ачасем çине пăхса пуçне сĕлтсе илчĕ те картлашка тăрăх аялалла утрĕ.
– Владик, кам ку? – ыйтрĕ тÿрех Алиса. – Эпĕ ку кинемее пĕртте курманччĕ. Вăл çак хваттерте пурăнать-им?
— Пĕлместĕп, ак аттепе анне ĕçрен таврăнаççĕ те, вĕсенчен ыйтăпăр, вĕсем пĕлеççĕ пуль. Атя, киле кĕрер, – алăка уçрĕ пиччĕшĕ. Алиса хваттере тĕпĕртетсе чупса кĕчĕ.
– Атте! – илтĕнсе кайрĕ хаваслă сасă залран. Ашшĕ ĕçрен таврăннă та-им? Çак ыйту çине хурав панă пекех коридора ашшĕ мăйĕнчен çакланнă Алисăна çĕклесе тухрĕ.
– Вăт килетĕп киле, хваттере кĕретĕп: никам та чĕнмест, никам та çук. Ăçта кайса кĕнĕ-ши кусем тетĕп, вăхăт çине пăхатăп: эсир те тахçанах килте пулмалла пек. Ăçта çÿрерĕр вара çак таранччен? – ыйтрĕ ашшĕ, Алисăна хăрах çивĕтĕнчен шÿтлесе туртнă май.
— Пĕлетĕн вĕт-ха пирĕн Алиса урамра мĕнле утнине: мĕн чухлĕ интереслĕ япала, интереслĕ пулăм вĕт унта, пурне те курса юлас килет-çке-ха пирĕн. Ăна васкатмасан киле ним мар шăп та лăп ир енне килсе çитме пулать, – кулчĕ Владик.
– Э, çапла иккен, – шÿтлесе куç харшине пĕркелерĕ ашшĕ Алиса çине пăхса. – Ну, апла пулсан каласа пар-ха мана, мĕн куртăн, мĕн тупрăн, атту эпĕ сан пек интереслĕ япала тупаймастăп вĕт.
– Ай, чăнах та, мĕн чухлĕ кăсăклă япала куртăм паян, каласа пĕтерме май çук! Ак паян ача садне пирĕн ушкăна çĕнĕ хĕрача килчĕ, унăн питĕ хитре пукане пурччĕ, анчах та вăл унпа выляма памарĕ. Унтан эпир паян «Çарăк» юмаха сцена çинче лартса пама хатĕрленме пуçларăмăр. Пĕлетĕн-и, эпĕ кама вылятăп? Çавах пĕлейместĕн, эпĕ шăши пулăп! – чĕвĕлтетрĕ Алиса. – Кайран, киле килнĕ чух урамра паян çав тери нумай кайăк куртăм, эпĕ вĕсене хăрататăп та вĕсем вĕçсе саланаççĕ. Мана вара кулăшла. Киле çитсен эпир Владикпа иксĕмĕр юнашар хваттертен тухакан палламан кинемее куртăмăр. Кам вăл, атте, эсĕ ăна пĕлетĕн-и? Вăл çав хваттерте пурăнать-им?
– Вăл кинемей паян кăна хăйĕн мăнукĕпе çак хваттере куçса килчĕ. Эсир киличчен кăна эпĕ ăна япалисене йăтса хăпартма пулăшнăччĕ. Унăн мăнукĕ, Алиса, шăп та лăп санпа тантăш, эсир унпа туслашатăр пуль-ха, – ăнлантарчĕ ашшĕ. – Чим-ха, калама мансах кайрăм, çавăнта тĕпелте сире валли пĕр хутаç тутлă канфет вы ртать. Кам пĕрремĕш чупса çитет, çавăн пулать, – хĕрне урайне тăратрĕ вăл. Алиса савăнсах тĕпелелле чупса кайрĕ. Ашшĕ ун хыççăн пăхса юлчĕ те хушса хучĕ:
— Хĕрачан ашшĕпе амăшĕ иртнĕ çулла машинăпа аварие лексе сарăмсăр вилнĕ, унтанпа вăл пачах калаçма пăрахнă, пĕр сăмах та шарламан. Алисăна кун пирки калама кирлĕ мар, хĕрача калаçма пĕлмест тесе çеç калăпăр, хăвна пĕлсе тăма çеç калатăп.
– Юрĕ, – хуравларĕ Владик. – Чим-ха, ку мĕн япали выртать-ха сĕтел çинче? – тĕллерĕ вăл тĕкĕр умĕнчи перчетке çине.
– Эй, çав кинемейпе асăрхамасăр перчеткесене пăтраштарса ятăмăр пулас. Хамăнне ăна парса янă пуль ĕнтĕ эпĕ. Юрĕ, кайса каялла ылмаштарса килес пуль, – ашшĕ мăшăр перчеткене аллине тытрĕ.
– Атте, вăл халĕ кăна таçта кайрĕ, килте мар ĕнтĕ, – терĕ Владик.
– Апла пулсан эсĕ ыран шкултан таврăнсан кĕрсе ылмаштараймăн-ши? Йывăр ĕç мар-çке.
– Паллах, ылмаштаратăп, çавна май çĕнĕ пускилсемпе те паллашăп, – хуравларĕ ывăлĕ. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.