Комментировать

20 Фев, 2018

Пĕтĕрĕнчĕк сарă çулçă…

Сергей Борисович ЕВДОКИМОВ 1948 çулта Тутар АССРĕнчи Кушниково ялĕнче çуралнă. Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Совет Çарĕн хĕсметĕнче тăнă. Шупашкарти 33-мĕш шкулта ачасене вĕрентнĕ. ВЛКСМ Чăваш обкомĕн инструкторĕ пулнă. Патшалăх хăрушсăрлăх органĕсенче 22 çул ĕçленĕ. Службăри тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн патшалăх наградисене тивĕçнĕ.
Авланнă, мăшăрĕпе пĕрле икĕ ача пăхса çитĕнтернĕ. Общество ĕçне хутшăнать, патшалăх хăрушсăрлăх органĕсен республикăри управленийĕн ветеранĕсен канашĕн председателĕн çумĕ. Пĕлтĕр кун çути курнă «Со щитом и мечом» кĕнекере унăн икĕ статйи пичетленнĕ.

Англи миссийĕн Архангельск хулинчи çурчĕ умĕпе иртнĕ чухне Митин лейтенант пуçĕнче çак шухăш каллех мĕлтлетсе иртрĕ: «Паян кунта, çак çуртра, СССР союз-никĕсем — пирĕнпе пĕр шухăшлисем — ĕçлесе пурăнаççĕ. Фашистсен Германине çапса салатичченех хăйсене йĕркесĕр тытаççĕ те, вăрçă хыççăн мĕн хăтланĕç?»
Йĕр миссипе çыхăнать
1944 çулхи пуш уйăхĕнче Архангельскра ăшă тăчĕ. Инçетри тинĕс шывĕ пăсланнăран атмосфера сывлăшĕнче пуçтарăннă нÿрĕке пула шÿсе хăмпăланнă, хула çийĕпе иртекен тĕксĕм пĕлĕтсем кунта та хĕвел тата çуркунне çитессе систерчĕç. Хаяр та асаплă вăрçă майĕпен Хĕвел анăç енне куçать. Вăл пирĕн çĕнтерÿпе вĕçленесси пур енĕпе те сисĕнет. Анчах хăçан пĕтессине паян никам та калаймасть.
Митин /очеркри мĕн пур хушамат-ята улăштарнă/ «Смерш» контрразведка пайĕ вырнаçнă çурта кĕрсенех дежурнăй уйрăм пуçлăхĕ А.И.Севанов ăна шыранине, хăйĕн пÿлĕмне кĕме ыйтнине пĕлтерчĕ. Александр Иванович контрразведкăра тахçанах, оперативлă ĕçре пуян опыт пухнă. Çавăнпа сотрудниксем ăна хисеплеççĕ. Хăйне пăхăнакансен кашни утăмне нихăçан та тĕрĕслесе тăмасть. Харпăр хăйне шухăшласа ĕçлеме ирĕк паракан пуçлăх виçĕ енĕпе харăсах усă курнине картма юратать. Пĕрремĕш: чи пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсене пурнăçа кĕртме вăхăчĕ ытларах. Иккĕмĕш: хăй ертсе пынипе ĕçлекенсем пуçаруллă та пултаруллă. Виççĕмĕш: ку çитĕнÿ — пĕтĕм подразделени профессие алла илессипе çÿллĕ шая хăпарнине çирĕплетекен кăтарту.
Вăл пÿлĕмре пĕччен мар, умĕнче — хĕрлĕ флот тумĕллĕ хĕр. Митина асăрхасанах Севанов хăйĕн умĕнчи пушă пукан çине аллипе сĕлтрĕ, хĕре ыйтусем пама чарăнмарĕ:
— Урăх çын ячĕпе çырнă увольнительнăй сирĕн алла мĕнле лекнĕ?
— Илтĕм… Маша Кузовкинăна пама ыйтрĕç те, — терĕ хĕр ун çине чăлт- чалт пăхса илсе. Малтан пичĕ хĕрелсе кайрĕ, кайран çамки çине тар тапса тухрĕ, аллисемпе тутăрне лутăркаса йăваларĕ.
— Камран илтĕр?
— Бойкăран, командующи адъютантĕнчен. Шăпах çак сăлтава пула хирĕçсе кайрăмăр унпа …
Телефон шăнкăртатрĕ. Александр Иванович унăн кĕпçине илсе хăйĕн хушамачĕпе çар званине пĕлтерчĕ, микрофона ал лаппипе хупласа, куçĕпе хĕре тата алăка кăтартса шăппăн кăна Митина: «Ăна — караулкăна», — терĕ.
Вăхăтлăха тытса чарнă пикене унта леçсенех Митин пÿлĕме таврăнчĕ. Пуçлăхĕ телефонпа такама пĕлтернинчен çав хĕре патруль Англи миссийĕн çурчĕ умĕнче урăх çынна çырса панă увольнительнăйпа тытса чарнине, вăл камне, хăй хĕсметре тăракан чаç тулашĕнче мĕн туса çÿренине уçăмлатас тĕллевпе пая илсе килнине ăнланчĕ.
— Пурне те ăса илтĕн-и? — ыйтрĕ Севанов телефон кĕпçине хурса. — Кай та тĕпче. Каçпа пĕлтеретĕн!
Хăйне Александр Иванович çак манерпе задани панине Федор /Митина çапла чĕнеççĕ/ тахçанах хăнăхнă ĕнтĕ. Пая çитернĕ информаци çинчен хăй мĕн шухăшланине сотрудниксене вакласа парса витĕм кÿресрен, хăйĕн позицине тĕпе хывасран, тĕрĕслĕх шыранă чухне вĕсене йăнăш çулпа чуптарасран асăрханса малтанхи туйăмĕ-кăмăлĕпе нихăçан та паллаштармасть Севанов.
Митин караулкăна кĕрсенех хĕр сак çинчен йăрт тăчĕ те ăна хирĕç утрĕ. Хăй лăпланнă пек курăнчĕ, яка — анчах хăвăрт — калаçрĕ. Лейтенант ăна пÿлсе ларма ыйтрĕ, сумкинчен таса хут кăларчĕ те темшĕн… йăл кулчĕ. «Ĕç кăткăсах мар-иç? — шухăшларĕ малалла хăвăрт каясса шанса. — Çитменнине, хĕр пурне те йышăнма хатĕр».
Марина Петрова /дежурнăй хушаматне-ятне Беломорск Çар флотилийĕн штабĕн /Архангельск хули/ экспедици чаçĕпе телефонпа çыхăнса çирĕплетрĕ/ каланă тăрăх — вăрçă календарĕпе пăхсан вăл командующи адъютанчĕпе Бойко капитанпа «улахра» чылай хушă тĕл пулать. Юлашки кунсенче вăл Маринăран тарса çÿрет иккен — Беломорск Çар флотилийĕн штабĕн экспедици чаçĕн почта çитерекенçине Маша Кузовкинăна пула! Хĕр тантăшĕсем Маринăна пĕтĕмпех каласа панă.
Петрова ĕнер Бойко патĕнче хăнара пулнă. Çав увольнительнăй ăнсăртран шинелĕ кĕсйинчен… тухса ÿкнĕ. Ултавçă офицера ÿпкелесе, кÿренсе вăрçса пĕтернĕ хыççăн Марина дежурствăра текех ларма пултарайман, Кузовкинăна тупса питĕнчен увольнительнăйпа çатлаттарма пуçлăхран ирĕк илмесĕрех, дежурствăна вăхăтлăха хĕр тантăшне хăварса флотили штабне чупнă. Унта Маринăна: «Кузовкина тин çеç Англи миссине почта çитер ме çула тухрĕ», — тенĕ. Петрова — ун хыççăн, шăпах — патруль тĕлне! Марина вĕçĕмсĕр тăрăлтаттарса калаçнăран пăшăхса хĕрелсе кайрĕ, çилленсех аллисемпе хăлаçланчĕ. Хăй те сисмерĕ — Кузовкина çинчен казармăра мĕнле сăмах-юмах çÿрет — пурне те уçса пачĕ.
Унпа çыхăннă «калава» итленĕ май лейтенант Петрова сăнĕ-пичĕпе питех палăрса тăмасть пулин те штаб офицерĕсенчен нумайăшне пĕлнине, документсене ирĕккĕн çавăрттарнине, яваплă ĕçри тивĕçсене çăмăлттайла пурнăçланине, служба тулашĕнче акăлчансемпе хутшăннине картса хучĕ. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.