Комментировать

20 Фев, 2018

Укçа шута юратать

…Çула тухсан çынпа хутшăнмасăр пулмасть. Мăнукĕпе салари пасара кайма тухнă хĕрарăмпа паллашрăм ку хутĕнче. Тĕрлĕ сăлтава пула асламăшĕ пĕчченех çитĕнтерет Ванюша. "Кассан — турпас, калаçсан — сăмах", — тенешкел тем çинчен те пуплерĕмĕр. Спорт секцине çÿрекен арçын ачана хальхи йышши йĕлтĕр кирлĕ-мĕн. "Унашкалли йÿнех пулас çук-ха", — тесе сăмах хушрăм кăна: "Ватлăх пенсийĕпе тăлăх пособийĕ иксĕмĕре тăранмалăх, тумланмалăх, хуçалăха тытса пымалăх, кăштах пухса пымалăх та çитет. Укçа хакне пĕлет вăл. Пилĕк çул тултарсанах çăкăр туянмашкăн çÿреме тытăнчĕ. Ун чухнех пус юлмиччен тавăрса паратчĕ. Халĕ авă газшăн, электричествăшăн тÿлемешкĕн те ăнах ыйтатăп", — пĕлтерчĕ хĕрарăм.

Тенкĕ пусран пухăнать

Йĕлтĕре, паллах, пĕччен те суйлама пулать, асламăшĕ хирĕçлес çуккине пĕлсех унпа канашлама хăнăхнă вăл. Çывăх çынни те ачан кăмăлне хуçас мар тесе çулĕ çывăх маррине пăхса тăман. Тавара пахаланă чухне асли çирĕплĕхе тĕпе хурать, çамрăкки — хальхи йышшине. Пĕр тĕллевлĕ пулсан унашкаллине те тупма йывăр мар иккен. Ванюш сутуçăпа хаклашнине, таваршăн тÿленине асламăшĕ яланхиллех аякран сăнаса тăрать кăна. Ватă çын мăнукне шанать, укçапа хуçаланма вĕрентет…
Кÿршĕсен 7-мĕш класра вĕренекен хĕрне те апат-çимĕç лавккинче тăтăшах куратăп: аслисем ĕçрен таврăннă тĕле каçхи апат янтăлакан кукамăшне пулăшса çăкăр, сĕт юр-варĕ, кушака тăрантармалăх тĕрлĕ хутăш туянать вăл.
Юнашар хваттерте пурăнаканнисен урăхларах ÿкерчĕк: кану кунĕсенче упăшки çăмăл машинăпа пасартан пысăк хутаçсемпе апат- çимĕç тултарса килнине пĕрре мар курнă. Вĕсен ывăлĕ лавкка тăрăх çÿремест: унăн чун киленĕçĕ — интернет уçлăхĕ…
Ачана нухратпа пĕлсе хуçаланма, перекетлеме, тăкака шутлама, çемье бюджетне палăртма вĕрентесси ашшĕ-амăшĕнчен чылайăшне канăçсăрлантарать. Тĕпренчĕкĕр ку таранччен укçа тытса курман пулсан çак ыйтăва татса памашкăн çăмăл пулас çук.
Тĕрĕссипе, уншăн финанс пĕлÿлĕхĕн тĕнчин алăкне уçасси хăйне куллен тыткаламалăх парса янă кĕсье укçинчен пуçланать.
Асăннă мелпе усă курмалла-и е çук-и? Пĕри çакна ырлать, пурнăç çулĕ çине тухсан йăнăш тăвас-сине сирме пулăшнине палăртать. Тепри сивлет, ача тата укçа ăнлавсем килĕшсе тăманнине ĕненте-рет. Иккĕмĕшĕсен шухăшĕпе, çул çитмен çамрăка аслисем мĕн кирлипе хăйсемех тивĕçтереççĕ. Ун-сăр пуçне кĕмĕле тĕлли-паллисĕр, тĕрлĕ астармăш валли тăкаклама пултарать, укçа ачан çирĕпленсе çитмен чунне хавшатать, хыт кукарлантарать тата тĕрлĕ пăтăрмаха кĕртсе ÿкерес хăрушлăх сисчĕвлентерет.
Канăç паман ыйтăва уçăмлатас тĕллевпе ыттисен опычĕпе, психологсен канашĕпе паллашма, тĕрлĕ кĕнеке-пособи вулама пикенетпĕр. Тепĕр чухне унашкал сĕнÿсем пуçа минретсех яраççĕ. Çавна май мĕн илтни-курнине тĕплĕн тишкермелле, вăрлăха хывăхран тасатса, ывăл-хĕр кăмăлне, вăл мĕне пултарнине шута илсе тата чун хушнине тĕпе хурса татăклă йышăну тумалла.
Тĕрĕссипе, пирĕнтен чылайăшĕ — çын укçа чури шутланман саманара ÿссе çитĕннĕ ăру çынни. Аслисем пус çумне пус хушса пурнăçа сыпăнтарнă, мĕн пуррипе çырлахнă. Тĕпренчĕкĕсене тăрантарассишĕн- тумлантарассишĕн çине тăрса ĕçленĕ. Çавăнпах ĕнтĕ паянхи ашшĕ-амăшĕнчен чылайăшĕ финанс енĕпе чухласах каймасть, аслă ăрурисен йăли-йĕркине пăхăнса хăй пĕлнĕ пек пурăнать. Укçапа урăхларах хуçаланма май пулнине халĕ тин ăнкарса илет, ачи-пăчине нухрата çавăрттарма хăнăхтарасси пĕлтерĕшлине туйма тытăнать. Апла тăк, асра тытăр: тĕпренчĕкĕре пурнăçра ăнăçуллă та телейлĕ пулмашкăн пĕчĕклех укçа шутлама вĕрентмелле.

Чикĕ леш енче çапларах…

Тăнăçлă та йĕркеллĕ Германире перекетлĕхе кăмăллаççĕ. Чăн та, картран тухмасăр тата пурнăç па-халăхне чакармасăр. Ачана 5 çул тултарсанах тыткаламалăх укçа параççĕ. Сумми, паллах, пысăк мар, тĕпренчĕкне хăйĕн нухрачĕпе хуçаланма хăнăхтарасси, укçа шута юратнине вĕрентесси вара пĕлтерĕшлĕ. Ывăл-хĕрне ашшĕ- амăшĕ куллен 5-20 евро парать тейĕпĕр, çав вăхăтрах унăн суммин 20 процентне аслисене тавăрма тивет — кирек мĕнле тупăшран та налук тытса юлнине тĕпренчĕкĕ ăса хывтăр. Нимĕçсем ачисем хăйсен теттине, кĕнекине, усă курман ытти ăпăр-тапăра пасарта сутни-не сивлемеççĕ. Вĕсемшĕн тивĕçнĕ укçапа кирлĕрех япала туянма пулать вĕт.
Францире те пĕчĕклех нухрат пухмашкăн тата тупăшпа тăкака шута илмешкĕн хăнăхтараççĕ. Аш-кăннăшăн е итлеменшĕн штраф тÿлеттерни вара пухмачри кĕмĕле чакарать. Шкулта вĕренекене ашшĕ-амăшĕ куллен укçа тыттарни те унта перекетлĕ пулма хăнăхтарни шутланать. Пысăкрах тата хаклăрах тавар туянас тесен ачан пушă вăхăтра хăйĕн ĕçлесе илмелле. Аслă шкула кĕрсен çитĕнни-сен пулăшăвне кĕтмелли çук: хăй тĕллĕн пурăнмалла.
АПШра финанс пĕлÿлĕхне хакланипе ачасем пĕчĕклех ĕç тĕлне пĕлеççĕ: кил-тĕрĕшре пулăшнăшăн ашшĕ-амăшĕ укçа тÿлет е çул çитмен çамрăксем машина çăваççĕ, газон тикĕслеççĕ...
Ашшĕ-амăшĕпе ывăл-хĕр хушшинчи финанс сĕмлĕ хутшăнусен тупсăмĕ ансат: пĕрремĕшĕсем ачисене йывăрлăх кÿрес мар тесе ватлăх кунĕ валли укçа пухма тăрăшаççĕ. Яш-кĕрĕм укçапа тĕллевлĕн усă курмашкăн ятарлă лагерьте вăйă мелĕпе хăнăхать тата аслă шкулта вĕренмешкĕн кредит илет.
Швецире ашшĕ-амăшĕ ачишĕн ытлашши тăккаланмасть: 20 çула çитменнисене патшалăх уйăхсерен 152 доллар парса тăрать, шкулти апатлану — тÿлевсĕр. Кун пек чухне нухрат самаях пухăнать. Çавăнпах- тăр, асăннă çĕршывра 15 çултисем те бизнеса кÿлĕнме пултараççĕ.
Акăлчансем тĕпренчĕкĕсен ăсне финанс пĕлÿлĕхĕпе минретмеççĕ пулин те кил-тĕрĕшре тÿлевлĕ ĕçлеттерессине сивлемеççĕ. Аслăраххисене хăйсем шалу илме пуçласан тыткаламалăх укçа пами пулаççĕ тата ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăнакан çамрăк çын ĕçе кÿлĕнсен шалăвăн вунă процентне хуçалăх тăкакĕсене саплаштарма, тĕслĕхрен, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕшĕн тата апатлану валли пĕрлехи енчĕке хурать.

Тупăшпа тăкака кура

Çул çитмен ывăл-хĕре тыткаламалăх укçа памалла-и е çук-и? Ку енĕпе Раççей тата ют çĕршыв пси-хологĕсен шухăшĕ пĕрешкелех: нухратпа пĕлсе усă курма /тăккалама, перекетлеме, пухма/ кĕсьере кĕмĕл чăнкăртатмасан вĕренме май килмĕ. Чылайăшĕн сĕнĕвĕпе, ача çак ыйтупа хăй интересленме, пус çумне пус хушса тенке çитересси çинчен шухăшлама тытăнсан кĕсье укçи памаллах. Ку тапхăр вĕсемшĕн шкула çÿреме пуçланă вăхăтпа пĕр килет.
Суммăна кашни хăйĕн тупăшне тата тăкак виçине кура палăртать. Кун пек чухне нухрат ача лайăх вĕреннĕшĕн е йĕркене пăсманшăн тивĕçекен хавхалантару шутланмасть, финанс хăнăхăвĕ илме пулăшакан мел пулса тăрать. Унпа хуçаланма пĕлмелле, эрнесерен уйăракан 50-100 тенке ăçта хывассине малтанах палăртмалла. Чăн та, ашшĕ-амăшĕн мĕн тĕллевпе пĕтерме кирлине ăнлантарни вырăнлă пулассăн туйăнать. Татăклă йышăнăва вара кĕçĕннин тумалла. Аслисем куç илмесĕр тĕрĕслесе тата тиркешсе тăрсан кĕсье укçин пĕлтерĕшĕ çухалма пултарать.
Ывăл-хĕрпе тавар туянмашкăн лавккана кайма юрать: сирĕн шухăшпа, тĕпренчĕкĕр ниме тăман япала суйласа илнĕн туйăнсан та сивлеме тăхтăр, ачăр малтанхи хăнăху илет вĕт: кирек епле пулсан та хăйĕн опытне пуянлатать — çапла майпа кăна тенкĕ-пуспа хуçаланма вĕренет. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.