Комментировать

19 Фев, 2018

Пĕрремĕш пулăшу вилĕмрен çăлать

Раççей Федерацийĕн Çамрăксемпе ĕçлекен агентстви çулталăк пуçламăшĕнче çамрăксен проекчĕсен Пĕтĕм Раççейри конкурсне ирттернĕ. Унта çĕршывăн 85 субъектĕнчен пурĕ 7735 çын хутшăннă. Кашни проекта федераци 3 эксперчĕ тишкерсе хак панă.

Нумаях пулмасть конкурс пĕтĕмлетĕвĕ паллă пулчĕ. Гранта тивĕçекен проектсен йышне Чăваш Ен яш-хĕрĕ хатĕрленĕ 17 ĕç кĕнĕ. Вĕсен авторĕсенчен çуррине яхăн — И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ-ра вĕренекен, волонтерсен юхăмĕнче хастарлăхпа палăракан студентсем. Медицина факультетĕнчен — харăсах иккĕн: Светлана Михайлова тата Екатерина Разбирина. Çийĕнчен çакна та пĕлтерер: хĕрсем тăваттăмĕш курсра ăс пухаççĕ. «Сиплев ĕçĕ» специальноçа алла илме хатĕрленекенсем хăйсен проекчĕсене те сывлăх сыхлавĕпе çыхăнтарнă. Екатерина донорсен ĕçне анлăлатассишĕн ăнтăлать, Светлана — çынна пĕрремĕш пулăшу пама хăнăхтарассишĕн.

Профессишĕн те çыв

Елчĕк районĕнчи Кÿлпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ Светлана Михайлова ЧПУ-ра 2017 çулхи авăн уйăхĕнчен пуçласа «Медик-волонтерсем» ушкăна ертсе пырать. Биологие шкул çулĕсенчех килĕштернĕскер ку предметпа районти олимпиадăра çĕнтерÿçĕ те пулнă. Пуласлăхне медицина хутлăхĕпе çыхăнтарас ĕмĕчĕ çавăн чухне çуралнă та. Малтанах аслă шкулта вĕренме çав тери йывăр пек туйăннă ăна, çапах та занятисене тĕплĕн хатĕрленни вĕренÿре ĕлкĕрсе пыма пулăшнă.

— Общество ĕçне хастар хутшăнма пуçласси çинчен шухăшлама-и унта?! Иккĕмĕш сыпăкри аппапа пичче — Дианăпа Володя Мироновсем — аслăрах курссенчеччĕ, тăтăш тĕрлĕ акципе çÿретчĕç. Володя Хусана Универсиадăна кайса килсен ун çинчен çĕкленÿллĕ кăмăлпа каласа кăтартни витĕм кÿчĕ-ши — эпĕ те тăванăмсенчен юлас темерĕм. Шупашкарта çăмăл атлетика енĕпе Раççей чемпионачĕ ирттерме палăртнине пĕлсен волонтерсен ушкăнне çырăнтăм. Анлă çав ăмăртура допинг-тĕрĕслев енĕпе пулăшуçăсем пултăмăр, — ырă тавакансен юхăмне епле кĕрсе кайни çинчен каласа кăтартать хĕр. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.