Комментировать

15 Фев, 2018

Шкул хаçачĕсен çĕнтерÿçисене чысларĕç

Иртнĕ эрнере Çĕнĕ Шупашкарти А.И. Андрианов ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен центрĕнче шкул ачисен регионсен хушшинчи «Шкул пресси — 2018» конкурс çĕнтерÿçисене чысларĕç. Çак мероприяти çамрăк талантсене — пулас журналистсене, фотокорреспондентсене, калăплавçăсене — хавхалантарас, çул уçса парас тĕллевпе иртет.

Маттуррисене чыслама ЧР инфомаципе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов хутшăнчĕ. Иртнĕ ытти çулти пекех конкурса хутшăнакансем валли паллă медиаэкспертсем ăсталăх класĕсем йĕркелерĕç. Кăçал професси вăрттăнлăхĕсемпе хаçат-журнал, телерадиокомпани редакторĕсем, паллă фотографсем паллаштарчĕç. Мероприяти вăхăтĕнче Александр Степанович çамрăксемпе кăсăклă калаçу ирттерчĕ. Министра, хула администрацийĕн пуçлăхне Ольга Чепрасовăна тата ытти хăнана ачасем тĕрлĕ ыйту пачĕç.

Кăçал конкурсăн географийĕ татах анлăланнă. Раççейри 30 регионти шкул редакцийĕсем хăйсен хаçачĕсене ярса панă. Проекта Киров, Пенза, Хусан, Пермь хулисенчи, федерацин Атăлçи округĕнчи ытти хулапа ялсенчи шкулсем хастар хутшăннă. Кăçал пуçласа кăмăл тунисем — Барнаултан, Владивостокран, Воронежран, Курскран, Липецкран, Санкт-Петербургран, Сургутран… Çĕнтерÿçĕсене 5 номинацире хавхалантарчĕç. Шупашкарти 61-мĕш шкулта вĕренекен Иван Таратин «Шкул хаçачĕн чи лайăх корреспонденчĕ» ята çĕнсе «Орленока» тÿлевсĕр путевка тивĕçрĕ. Çак шкулти 6-мĕш «а» класс «Шкул хаçачĕн чи лайăх дизайнĕ» номинацире çĕнтерчĕ. Çавăн пекех лайăхрах сăн ÿкерчĕк авторĕсене, ял шкулĕн маттур хаçатçисене хавхалантарчĕç. Вĕсем Александр Иванов аллинчен дипломсемпе парнесем илчĕç.

Пирĕн «Тантăш» хаçат тата «Тетте», «Самант» журналсен редакторĕ Алина Ларшникова çамрăк журналистсемпе ăсталăх класĕ ирттерчĕ. Статья хатĕрленĕ чухне темăна пĕлсе усă курмалли, сăн ÿкерчĕксене тĕрĕс фонра суйламалли çинчен каласа кăтартнине ачасем кăсăклансах итлерĕç. Апла вĕсем калем ăсти пуласшăн. Юлашкинчен ачасем Алина Николаевнăпа ĕмĕт-тĕллевĕпе пайланчĕç. Шурă хут çине шухăшĕсене туххăмрах куçарчĕç. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.