Комментировать

9 Фев, 2018

«Япăх юрист пуличчен лайăх химик пулам»

«Пысăк шалуллă лайăх ĕçе вырнаçас тесен паянхи çамрăксен питĕ нумай ĕç тума пултармалла. Çав вăхăтрах улшăнма та пĕлмелле. Калăпăр, хăш чухне икĕ уйăхрах çĕнĕ технологисене алла илме тивет. Эпир вара ĕç паракана кам кирлĕ — çавсене ытларах вĕрентесшĕн», — хăйĕн шухăшне палăртрĕ Шупашкарти электромеханика колледжĕнче хими, биологи тата экологи вĕрентекен Людмила Иванова. Людмила Викторовна хăйĕн ĕçне çав тери юратать, республикăри преподавательсен хушшинче ирттерекен конкурссене хутшăнса малти вырăнсене йышăнать, ăсталăха ÿстерме, хăйĕн опычĕпе паллаштарма ют хуласене çÿрет.

«Шкултан 15-ре вĕренсе тухрăм»

Людмила Викторовна, эсир мĕншĕн биологипе химие суйланă?

— Эпĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Çĕньялта çуралса ÿснĕ. Вулама 5 çулта чухнех вĕреннĕ. Пиччепе аппа вĕреннине кура манăн та вĕсенчен юлас килмен, вулама хăнăхнă. Шкула улттăрах кайнă. «Илеççĕ тĕк илеççĕ, илмесен илмеççĕ», — çапла каласа кăларса янă анне ытти ачипе пĕрле. «Пĕр эрне ларса пăхсам», — терĕ мана асăрхасан директор. «Вуннă таран шутлама пĕлетĕн, вулама пултаратăн, атя тепĕр эрне лар ĕнтĕ», — сĕнчĕ вăл каярахпа. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче пĕлÿ çуртне шкул тумĕсĕрех кайнăччĕ. Пĕчĕккĕн хăнăхрăм, ыттисемпе танах вĕренме пуçларăм. 15-ре чухне 11-мĕш класран вĕренсе тухрăм. Чăваш чĕлхипе кăна «тăваттăччĕ», ыттисем пĕтĕмпех «пиллĕкчĕ». Шкулта физикăпа математикăна уйрăмах килĕштереттĕм. Химипе те «5» пулнă-ха, анчах унпа ытлашши интересленмен. Ахăртнех, çакă вĕрентекенрен те килет. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педуниверситетăн физикăпа математика факультетне кĕресшĕнччĕ. Математикăпа экзамен тытаймарăм та И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне çул тытрăм. Мана килтен юриста вĕренме каласа янăччĕ. Аслă шкула кĕмелле — манăн паспорт та çук. Экзаменсене йăлт «пиллĕкпе» тытрăм, хими факультетне куçăн мар мелпе вĕренме илчĕç. «5» паллăлăх тытнă экзаменсене, мĕншĕн куçăн мар мелпе кăна вĕренетĕн?» — тĕлĕнчĕç пĕлĕшĕмсем. Вара Çĕнĕ Шупашкарти хими техникумне кĕтĕм. Унта мана экзаменсемсĕрех йышăнчĕç. Çапла пĕр харăсах техникумра та, университетра та пĕлÿ илтĕм. Унта та, кунта та вĕренни питĕ лайăх. Университетра ытларах теори енĕпе хăвалатчĕç, техникум практика енĕпе вăйлăрахчĕ. Халĕ хам та техникумра ĕçлетĕп те çакна питĕ лайăх чухлатăп. Вĕренме çăмăлччĕ, учительсем пулăшса пынипе харăсах икĕ специальноçа алла илтĕм. Ирхине техникумра диплом хÿтĕлерĕм те тепĕр икĕ сехетрен университета экзамен тытма чупрăм.

Техникум пĕтерсен хими комбинатне ĕçлеме ячĕç-и?

— Çук, техникум хыççăн /ун чухне университетра 3-мĕш курсраччĕ/ мана Çĕрпÿ районĕнчи Старак ялĕнчи шкула ячĕç. Опыт çук, хам та ача пекех, вун саккăрта кăна. Хăратăп. 45 минут хушши ачасене мĕн ăнлантарса парас-ши тесе кулянатăп. Шкулĕнче 60 ытла ача кăначчĕ. Мана 6-мĕш класăн ертÿçи пулма шаннăччĕ. Унта пĕр хĕрача çеçчĕ. Мана «анне» тетчĕ. Класра пĕччен вĕренесси начар. Никам çине те пăхаймастăн, хăшĕ лайăхраххине, хăшĕ япăхраххине танлаштарай-мастăн. Ялти шкулта виçĕ çул ĕçлесен, университет пĕтерсен Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне преподавателе йышăнчĕç. Кунта аслисене вĕрентмелле, хам та 21-ре кăна. Мĕн тетĕр — унта та хăнăхрăм. Тăватă çул иртни сисĕнмерĕ те. 2005 çулта электромеханика техникумне илчĕç. Кунта мана пĕр кун та кичем пулман. Яланах çĕннине ăса хыватпăр, çĕнĕлле ĕçлеме хăнăхса пыратпăр, пурнăçпа тан утма тăрăшатпăр. Республикăра станочниксене чи малтан хатĕрлеме пуçларăмăр. Пирĕн патра компентенцисен центрĕ уçăлнипе химие тарăнрах вĕрентме тытăнтăмăр, çĕнĕ специальноçсем уçрăмăр. Пирĕн вĕренÿ заведенийĕнче «Ворлдскиллс» юхăмĕ анлă сарăлчĕ. Вăл техникăпа çыхăннă специальноçсене çул пама пулăшать. Пирĕн компетенцисен центрĕ йышăннă çул-йĕр йышĕнче лабораторири хими анализĕ те пур. Виçĕ лаборатори турăм. Хаклă йышши нумай оборудовани килчĕ. Лабораторири хими анализĕ енĕпе эпĕ регионти тĕп эксперт пулнă май химипе регион шайĕнче олимпиадăсем йĕркелеме пире шанчĕç. Ытти региона та эксперт пулма чĕнеççĕ. Нумаях пулмасть Мускав облаçне кайса килтĕм. Хальхи олимпиадăсен ыйтăвĕсем питĕ йывăр. Профессионалсем пурнăçлайман заданисене те кĕртеççĕ. Çакă студентсене аталанма, ÿсме, хăйсен вăйне тĕрĕслеме, çав вăхăтрах яланах улшăнма, çĕнелме хистет. Заданийĕсем те çулсеренех ылмашсах тăраççĕ. Çавăн пекех технарьсем валли курссем йĕркелетпĕр. Раççейри 2 пин çынна пĕлĕве тарăнлатма пулăшрăмăр. Куратăр-и: пирĕн тунсăхлама вăхăт çук.

«Арçын ачасемпе ĕçлеме çăмăлрах»

Çапах та, Людмила Викторовна, пĕлес килет: арçын ачасемпе ĕçлеме йывăр мар-и? Шкул учителĕсем вĕсем итлеменни пирки калаççĕ.

— Мана арçын ачасемпе ĕçлеме çăмăлрах пек туйăнать. Сана куçран пăхса тÿрĕ ларакансем çук. Манăн шухăшпа, вĕсен йăрă тата чĕрĕ пулмалла. Мĕн ăнланманнине ыйтаççĕ студентсем. Хăйсен умне тĕллев лартсан айккинелле пăрăнмаççĕ, пурнăçлаççех.

Ĕç килĕшет-и?

— Çав тери килĕшет, мĕншĕн тесен питĕ нумай çынна — студентсене, вĕсен ашшĕ-амăшне, аслашшĕ-асламăшне — пĕлетĕп. Кашни çул манăн куç умĕнче — 300-шер ача. Ашшĕ-амăшне шутласан 900 те пулать. Учитель пулма вара эпĕ мĕн пĕчĕкренех шухăшланă. Юрать, химипе биологи енĕпе вĕреннĕ. Ăна юратма мана техникумри, университетри преподавательсем хăнăхтарчĕç.

Физик пулманшăн кулянмастăн апла.

— Нихăçан та кулянман, хальхи вăхăтра хими специальноçĕсем питĕ кирлĕ. Анчах йывăр тесе ачасем химие вĕренесшĕнех мар.

— Пурнăç çулне тепĕр хут утса тухма май килнĕ тĕк физика, юридици е хими факультетне суйлаттăн?

— Хими факультетнех каяттăм. Мĕншĕн тесен паянхи кун юрист нумай, химик сахал. Япăх юрист пуличчен лайăх химик пулам.

«Малтан хăвăн пĕлмелле»

Ĕмĕтĕрсемпе паллаштарсам. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.