Комментировать

5 Фев, 2018

Атăл çыранĕ «небоскребсем» валли мар

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура строительство тĕлĕшпе кăмăлсăрланмалли самантсем те пулчĕç. Тĕп хула ертÿлĕхне сăмах тиврĕ.

«Каллех Атăл çыранĕ çинче нумай хутлă çурт тума ирĕк панă — мĕншĕн? — тĕлĕннине пытармарĕ Михаил Игнатьев. — Атăла хупласа хуратăр вĕт. Унти çуртсен пилĕк хутран ытла пулмалла мар — çитет! Эпир юлашки çулсенче кăна тĕрлĕ çĕрте ял хуçалăх тĕллевлĕ 4,6 пин гектар çĕре çурт-йĕр тума куçарнă: унта çÿллĕ çуртсем туччăр».

«Волжский-3» микрорайонти çĕнĕ суту-илÿ центрĕ пирки те сăмах хускатрĕ: «Халь тавар туянас тĕлĕшпе нимĕнле чăрмав та çук, çавăнпа эпĕ унта суту-илÿ центрĕ ан тăвăр тесе ыйтнăччĕ вĕт-ха… Шкул тăватпăр, транспорт нумай — пысăк «пăкăсем» пуласси куç кĕрет».

Рубрика: