Комментировать

5 Фев, 2018

«Тарăхсан пахчана тухса ĕçлеттĕм»

— Алима теççĕ мана. Атте таçтан тупнă ку ята? Темшĕн хăйĕнчен ыйтман маларах. Кайран кÿршĕ ялсенче те манпа пĕр ятлă хĕрсем çуралкаларĕç-ха, — кулать Алима Запольская хăйĕнпе паллаштарнă май.

Етĕрне районĕнчи Кĕçĕн Ирçере пурăнать Запольскисен çемйи. Павел Георгиевичпа Алима Аврамовна халĕ ывăлĕн Леньăн çĕнĕ кил-çуртĕнче хăтлăх тупнă. Тĕп килĕ те пушанман — унта кĕçĕнни Георгий мăшăрĕпе, ачисемпе тĕпленнĕ. Пĕрлех пурăннă-ха вĕсем. Пурнăç нухрат пухмашкăн ют çĕре кайма хистенĕ май вăталăх ывăлĕпе кинĕ аякри хулана кайнă-çке. Çурта тирпейлесе тăракан, выльăх- чĕрлĕх пăхакан кирлĕрен ашшĕ-амăшне хăйсем патне куçма хистенĕ. Килĕшнĕ ватăсем.

Запольскисем аллă ытла çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Виçĕ ывăлĕпе хĕрне ура çине тăратнăскерсем халĕ мăнукĕсен туйĕнче савăнаççĕ, кĕçĕн мăнукĕсемпе куç тулли киленеççĕ. Сăмах май, асли Гена та çемйипе çуралнă ялтах тĕпленнĕ. Хĕрĕ çунат сарса йăваран вĕçсе кайнă — Çĕрпÿре пурăнать.

Сакăр, тăхăр теçетке çулсене хăвалакан арçынпа хĕрарăм пурнăç тăршшĕпе темĕн те курнă паллах. Анчах вăрçă та, выçлăх та ураран ÿкереймен вĕсене.

— Пичче манран тăхăр çул аслă. 90 тултарчĕ ĕнтĕ. Пурăнать-ха. Иксĕмĕр хушăмăрта тата виçĕ ача çуралнă аттепе аннен, анчах пĕри те пурăнайман. Çапла иккĕн çеç ÿсрĕмĕр, — каласа кăтартать ырă кăмăллă та ăшă чунлă кинемей.

Çухалнă кучченеç

Алима ашшĕ фронта кайнă. Аврам Тихоновичсăр пуçне вут-çулăма тата виçĕ пĕр тăванĕ те кĕнĕ. Виççĕшĕ таврăнайман. Тăваттăмăшĕ çаврăнса çитнĕ-ха, анчах нумай пурăнайман. Курск пĕккинче çапăçнă кил хуçи. 1943 çулхи пĕр çапăçуран чĕрĕ тухайман вăл.

— «Коровино ялĕнчи тăванла масара пытартăмăр» — каласа кăтартатчĕ Урпашри Трифон Башмаков. «Миша пысăк-ха. Алима пĕчĕк, вăт ăна тутлă кучченеçпе сăйласчĕ» тесе пĕр сахăрне те çиместчĕ, пурне те кутамккине пуçтаратчĕ», — тесе те вăлах сăмах çăмхине сÿтетчĕ, — ашшĕн çарти тусĕн сăмахĕсем Алима Аврамовна асĕнче ĕмĕрлĕх вырнаçнă.

Тăван амăшне те ултă уйăхра чухнех çухатнă вăл. Ÿпки шыçнăран вилнĕ хĕрарăм. Лаша кÿлсе больницăна тăххăрти ывăлĕ илсе кайнă ăна. Яваплăх тени ачаран пулнă çав. Мĕн тăвайăн — кил хуçи ĕçре-çке. Вăхăт иртсен ачисемпе тăлăха юлнă арçын тепре авланнă. Ашшĕ вăрçăра пуçне хунăран ачисене ама çури амăшĕ — Мария Александровна — пăхса ÿстернĕ.

— Питĕ лайăхчĕ анне. Ырă кăмăллăччĕ, — ыррипе çеç аса илет тăванне хĕрарăм.

— Ялти шкултан сакăр класс вĕренсе тухсан никам та тăххăрмĕшне каясшăн пулмарĕ. Кÿршĕ яла пĕрле утакан тупăнманран эпĕ те пăрахрăм вара. Çапла колхозра пĕчĕк пăрусене пăхма тытăнтăм. Ун чухне кĕтĕве те хамăрăн тухмаллаччĕ. Çумăр çăвать-и, хĕвел хĕртет-и — çăпата сырса хирте çÿренĕ. Тепĕр чухне хĕр туспа пĕр кун та пулин аннесене кăларса килте канатпăр-ха теттĕмĕр те... хамăрах тухаттăмăр /кулать/. Аннесем кукăль çитерсе йăпататчĕç те. Çутă атăсем тухсан мĕн тери савăнтăмăр! Кайран бригадăна куçрăм. Качча килсен те колхозрах ĕçлерĕм. Ун чухне çĕр улми, кăшман пайĕсем паратчĕç. Комбикорм заводĕнче, больницăра урай та нумай çунă, — тет ĕç ветеранĕ.

«Анне» шыраса...

Колхозĕсем уйрăм пулнăран Ирçесемпе Тепте çамрăкĕсем ун чухне питех хутшăнман. Çавăнпах пулас мăшăрне те пачах палламан вăл. Хăтана килессе пĕлсен те питех те хирĕçленĕ, кĕртесшĕн пулман. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.