Комментировать

1 Фев, 2018

Спорт - вăй-хал çăлкуçĕ

Çыннăн вăйлă та паттăр пулас тесен мĕн тумалла-ха? Паллах, пĕчĕкренех хул-çурăма пиçĕхтермелле, спортпа туслашмалла. Спорт — вăй-хал çăл куçĕ. Унпа туслă çын нимĕнрен те хăрамасть. Шел те, юлашки вăхăтра çамрăксене интернет ытларах кăсăклантарать. Вĕсем хăйсен сывлăхне епле сиен кÿнине те сисмеççĕ. Çапах пирĕн хушăра спортпа туслисем пур-ха. Спорт вĕсен пурнăçĕнче мĕнлерех вырăн йышăнать-ши?

Ирина ПЕТРОВА, Елчĕк районĕнчи Елчĕк шкулĕ, 10-мĕш класс:

— Маншăн спорт яланах пĕрремĕш вырăнта. Хамăн пурнăçа эпĕ унсăр курмастăп. Мана ытларах çăмăл атлетика, волейбол, армрестлинг, йĕлтĕрпе чупасси, шывра ишесси илĕртеççĕ. Районти бассейна эрнере виçĕ хут çÿретĕп. Ытти кунра армрестлинг секцине каятăп. Унсăр пуçне халĕ кашни каçах йĕлтĕрпе ярăнма тухатăп. Спортăн кашни тĕсĕ хăйне евĕр кăсăклă.

Татьяна КУРЧИНА, Елчĕк районĕнчи Курнавăш шкулĕ, 11-мĕш класс:

— Спортпа туслă пулни мана пур енчен те пулăшать. Сывлăха, хул-çурăма çирĕплетме, хама шанчăклă та çирĕп туйма, тĕллевсене пурнăçлама май парать. Спорт мана çĕнĕ туссем парнелерĕ. Пĕр ĕмĕтлĕ, пĕр шухăшлă çынсемпе тренировкăсене, ăмăртусене çÿреме те кăмăллă. Спорт пурнăçăмра пысăк вырăн йышăнать. Туссем, спортпа туслă пулăр.

Анастасия КРАСНОВА, Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕ, 1-мĕш курс студентки:

— Пĕчĕкренех спортпа туслă çитĕнтĕм. Ăна юратни ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама хавхалантарать. Тар тăкса тăрăшсан кăна çитĕнÿ тума пулать-çке. Чи кирли — чăтăмлăх тата спортпа туслă пулма кăмăл пурри. Çаксем пулсан ыттине йăлтах çĕнтеретĕн. Спорта пула манăн пурнăç ытти çамрăкран уйрăлса тăрать. Хĕрсемпе каччăсем каçсерен клуба утаççĕ пулсан эпĕ тренировкăна каятăп. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.