Комментировать

1 Фев, 2018

Хырăм выççине пуканепе йăпанса ирттернĕ

«Петергоф хулинче пурăнаттăмăр. Аттепе анне кашни кунах ĕçе çÿретчĕç. Пиччем Толя 2-мĕш класра вĕренетчĕ. Вăл тин çеç уçăлнă шкула сумка йăтса чупнине чÿречерен ăмсанса пăхса юлаттăм. Манăн та хăвăртрах вĕренме каяс килетчĕ. Эпĕ 5 çулта чухне килте йыш хушăнчĕ: 1941 çулхи çу уйăхĕнче Витя çуралчĕ. Епле телейлĕ те туслă çемьеччĕ пирĕн. Каçсерен пурте пĕрле уçăлса çÿреттĕмĕр, илемлĕ тавралăхпа киленеттĕмĕр. Тăрук вăрçă… Аттене виççĕмĕш кунхинех фронта илсе кайрĕç. Халь пĕрмай шухăшлатăп, çав вăрçă мар тăк пирĕн шăпа, пурнăç пачах урăхла килсе тухатчĕ-çке», — çапла пуçларĕ калаçăва тамăк хуранĕнчен тĕлĕнмелле майпа çăлăнса юлнă Галина Персидская.

Ывăлне парса яман

Шкул ачисене 1941 çулхи çурла уйăхĕнче тĕрлĕ тăрăха эвакуацилеме тытăннă. Шел те, малтанхи эшелон çине бомба тăкнăран вăл Ленинградран аякка кайма ĕлкĕреймен: унта никам та чĕрĕ юлман. Авăн уйăхĕнче Толя вĕренекен шкулти ачасене эвакуаципе ăсатнă, Галинăн амăшĕ ывăлне хăйĕнчен уйăрас килменнипе ăна юта пĕччен яма килĕшмен. Кăштахран пĕчĕк пепкеллине кура Анастасия Ивановнăна чĕнсе илнĕ, 2 уйăхри ачипе хуларан хăвăртрах тухса кайма хистенĕ. Гальăпа Толя пирки сăмах пыман. Галинăн кукамăшĕ çав вăхăтра центрти типографире корректорта ĕçленĕ. «Атьăр, пуçтарăнса кайăр, анчах Тольăна манпа пĕрле хăвар, сирĕн кил-çурта та пăхса тăмалла, иксĕмĕре çăмăлрах пулĕ. Вăрçă хăвăрт вĕçленет теççĕ, пĕр-икĕ уйăхран таврăнатăр ак», — малашлăха шанса калаçнă кукамăшĕ пысăк чăматан хатĕрленĕ май. Вăрçă вăрах пымĕ тесе эвакуаципе каякансене çул çине нумай япала илме хушман. Маркинсен çемйи те хĕллехи ăшă тумтире килех хăварнă.

Пуйăс тапраннă. Ăçта, хăш еннелле каясса никам та пĕлмен, пурте кайран тăванĕсене, ачисене çыру урлă тупасса шаннă. Пуйăс ытла та хуллен кайнă, умри мĕн пур эшелон чашлата-чашлата вĕçтернĕ. Вĕсен вара пĕрмай чарăннă. Пысăк станцăсенче çынсене мунча кĕртнĕ, пыйтăран тасатнă. Ĕнтĕ пĕчĕк Витя валли таса кипке те тăрса юлман. Вараланса пĕтнĕскерсене тавар турт-тармалли пуйăсра çуса типĕтме май килмен. Выçăпа тата куляннипе икĕ ачипе çула тухнă Анастасия Ивановнăн кăкăрĕ типнĕ. Икĕ уйăхри пепке çиес килнипе пĕр вакун кăшкăрса йĕнĕ. Хырăм выççине сахăр сапнă çăкăра марльăпа чĕркесе тунă ĕмкĕчпе улталанă. Унпа кăна лăпланайман ача пурпĕрех йĕме чарăнман. Пуйăс вара кайнă та кайнă, çулăн вĕçĕ-хĕрри пулассăн туйăнман. Амăшĕ ачисене выçă вĕлерес мар тесе станцăра анса чăматанри пур-çук япалисене сутнă е апат- çимĕçпе улăштарнă. Пĕр уйăхран, кĕр енне, тин эшелон Чкалов облаçĕнчи /халĕ Оренбург/ Сакмара районне çитнĕ. Çынсене ку тăрăхри тĕрлĕ яла салатнă. Вакунри халăха станцăран лашасемпе Беловка ялĕнчи клуба илсе килнĕ. Унта ял çыннисем пĕрин хыççăн тепри пырса нушаллăскерсене хăйсем патне пурăнма илсе кайнă. Пĕчĕк ачаллă Анастасия Ивановна килекен кашни çынна куç илмесĕр пысăк шанăçпа тинкернĕ, анчах та ун енне çаврăнса та пăхман, мĕншĕн тесен выçă Витя пĕр клуб кăшкăрса йĕнĕ. Юлашкинчен пынă Катя ятлă хĕрарăм: «Мана кун пек хытă çухăракан ача кирлĕ мар, пĕр канăç та пулмĕ», — тесе таплаттарса алăк патне утнă. Староста ÿкĕте кĕртнипе çеç вĕсене илсе кайма килĕшнĕ. Маркинсене пĕчĕк пÿрте ертсе килнĕ. «Акă утиял пичĕ, витене тух та ăшне улăм тултар, урайĕнче çывăратăр, ман сире валли урăх вырăн çук», — кăнттаммăн каланă вăл. Анастасия Ивановна кил хуçин кашни сăмахне итленĕ, хирĕç чĕнсе курман. Каярахпа Катя пĕчĕк Витя валли кÿршисем патĕнчен сăпка илсе килсе çакнă. Катьăн ачисем пулман, упăшки вăрçăра çапăçнă. Эвакуаципе килнисем фронтри мăшăрĕн укçа-тенкĕ атте-стачĕпе лавккаран çимĕç илейнĕ, Маркинсен вара ку документ пулман, упăшки ăна мĕнле адреспа ямаллине тавçăрайман. Çемйи ăçта тĕпленнине пĕлес тесе Ленинграда темиçе те çырнă, анчах та унтан каялла пĕр çыру та килмен.

Çĕр улми хуппи нимĕрĕ

Кашни кунах ĕçе каяс умĕн Катя 20 çĕр улми парса хăварнă, вăл таврăннă çĕре пĕçерме хушнă. Икĕ ача амăшĕ, кунĕпе ăша пĕр чĕптĕм апат яманскер, чеелĕх çитернĕ: вăл çĕр улмие лайăх çунă хыççăн ятарласа хулăн шуратнă, кил хуçи ĕçре чухне хупăран нимĕр пĕçернĕ. Каçхине киле таврăннă Катя сĕтел хушшинче пĕчченех апатланнă. 20 çĕр улмирен пĕрне е иккĕшне хăш чухне Галинăна паркаланă. Амăшĕ ĕçе вырнаçсан хĕр пĕрчи унпа пĕрле хĕвел çаврăнăш уйне çÿренĕ, çакăнта пĕчĕк хырăмне тутлă тĕшĕпе улталанă. Анчах та хĕвел çаврăнăша киле пĕр ывăç та илсе килме юраман. Вăхăт иртнĕçемĕн ялта çăкăр валеçме тытăннă. «Пире, виçсĕмĕре, çур буханка ыт-ларах лекетчĕ. Киле çитнĕ çĕре çул çинче унран пĕчĕк татăк çеç юлатчĕ», — йывăр кунсене куçĕ умне кăларчĕ Галина Георгиевна.

Пĕррехинче кил хуçи урамра çил-тăман алхаснине пăхмасăрах Анастасия Ивановнăна вутă хатĕрлеме янă. Алла хальччен пуртă тытса курман Ленинград хĕрарăмĕ çакăнта чутах урасăр юлман — пуртта чĕркуççине тăрăнтарнă. Яла эрнере пĕрре çеç пыракан фельдшер та пулăшу кÿреймен, çавăнпа икĕ ача амăшĕ ĕçе çÿреймен. Чылай вăхăт иртсен суран хăех тÿрленнĕ. Инкек пĕччен çÿремест: эвакуаципе килнисем пĕрин хыççăн тепри малярипе аптăранă. Инфекци чирĕ Маркинсене те çыпăçнă, унран акрихин ĕçсе сывалнă.

Пĕремĕк

Беловка ялĕ тăрăхĕнче вăрман таврашĕ пулман, çеçен хир хуçаланнă. Çавăнпах Çĕнĕ çулта чăрăш капăрлатайман. Çапах та уяв — уявах, хĕрарăмсем хурăн йывăççи касса килнĕ те ăна тĕрлĕ хăюпа, пусмапа илемлетнĕ. Шкул ачисене уявра пурне те пĕрер пĕремĕк валеçсе панă. Ÿсĕмĕ çитейменнипе Гальăна çурри кăна лекмелле пулнă. «Сăвă каласан е ташласан-юрласан пĕрре паратпăр», — тенĕ ăна. Çав пылак та тутлă çимĕçе хĕрачан питĕ çиес килнĕ. «Мĕншĕн эпĕ шкул ачи мар-ши?» — куляннă вăл. «Атя сăвă вĕренетпĕр», — сĕннĕ амăшĕ. Анастасия Ивановна таçтан «Правда» хаçат тупнă, унта пичетленнĕ П.Хусанкайăн «Таня» поэмăри сыпăка хĕрне пăхмасăр калама вĕрентнĕ вăл. Çывăрма выртсан та пĕремĕк куçĕ умĕнчен кайман, ун çинчен темиçе кун ĕмĕтленсе пурăннă хĕрача. Сăвă каланă хыççăн ăна çав çимĕçе тыттарнă, Галя куншăн çав тери хĕпĕртенĕ. Çак Çĕнĕ çул каçĕ ĕмĕрлĕхе унăн асĕнче çырăнса юлнă. Галина Георгиевнăн пĕртен-пĕр тетте — çарамас пукане — пулнă, выçă чухне çавăнпа выляса йăпаннă вăл. Кайран çав пуканен çамкине пĕчĕк Витя кăшласа шăтарнă.

Тамăк хуранĕнче

Анастасия Ивановна Ленинграда пĕрмаях çыру вĕçтернĕ, анчах та хурав кĕтсе илеймен. Çавăнпа та амăшĕпе ывăлĕ епле пурăнни пирки нимĕн те пĕлмен. Çывăх çынни шăрçаланă çырусене вăрçă чарăнсан, 1945 çулта çеç, илсе вуланă. Пĕр çырăвĕнче вăл пĕрмай ĕçлени, Толя патне эрнере пĕрре çеç кайса килме май пурри, арçын ача кÿршисемпе пĕрле пурăнни пирки çырнă. Тепрехинче: «Çутă çук. Ленинград — тамăк хуранĕнче. Толя пĕрмай чупать, хăш чухне кушак илсе килет, тепĕр чухне йĕке хÿре е шăши… Вĕсем кĕçех юлмаççĕ», — çакнашкал çырнă çырура. Тепрехинче шупка хĕрлĕ хут çине шăрçаланă, ун çинче сарăхнă куççуль тумламĕсем пулнă. «Лару-тăру питĕ начар, Толя выртать, урисем шыçăнчĕç», — тенĕ вăл. Юлашкинчен чунне хытарса тепре çырнă, пĕчĕк Толя выçăпа вилни пирки пĕлтернĕ. Çав çырусене асăнмалăх упрайманнишĕн Галина Георгиевна кулянать халĕ. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.