Комментировать

31 Янв, 2018

Хамăрăн та çул шырамалла

Ĕмĕрĕпех выльăх-чĕрлĕх усранă май чуна ыраттаракан ыйтăва хускатмасăр чăтаймарăм. Ĕне — çемье тăрантараканĕ. Сĕт юр-варне те, укçине те парать. Хальхи вăхăтра, хуçалăхсем арканса-юхăнса пĕтнĕ хыççăн, унăн пĕлтерĕшĕ уйрăмах ÿсрĕ. Сĕт сутни вун-вун çемьешĕн тĕп тупăш çăл куçĕ пулса тăчĕ. Шел, хальхи хак пуçа хыçтарать, кĕсьене пушатать.

Лавккари сĕт юр-варĕн хакĕсем ÿссе, халăхран туянаканни вара чакса пынине ниепле ăнланаймастăп. Акă Етĕрнери сĕт завочĕн 450 г таякан «Снежок» пакет /çу шайĕ 2,5%\ 39 тенкĕ тăрать. 1 литрĕ — 86,7 тенкĕ. Хушма хуçалăхсем сутакан сĕтри çу шайĕ 3,7% пулнине шутласан 1 л 111,14 тенкĕ пулмалла. Халĕ вăл 12 тенке ÿкрĕ. Пĕлтĕр çак вăхăтра 22-23 тенкĕ пулнă.

Сĕт хакĕ пирки унччен те сахал мар сăмах хускатнă. ЧР Ял хуçалăх министерствине те пулăшу ыйтса çырнăччĕ эпĕ. Хуравне /2011 çулхи пуш уйăхĕн 30-мĕшĕ\ халĕ те упратăп. Унта сĕт рынокĕнчи кашнин тÿпине палăртни пур: тупăшран ял хуçалăх таварне туса илекене — 50, чĕр тавара тирпейлекене — 38, сутакана 12% тивмелле. Тĕрĕс те ырă сĕнÿ. Шел, ăна пурнăçа кĕртме май килмерĕ. <...> Халĕ вара тараса усламçă еннелле кăна туртать. Мĕнле тухмалла ку лару-тăруран?

Ман шутпа, çул-йĕре хамăрăнах шырамалла. Акă пирĕн тăрăхри Ярандайкинсем выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ. Сăвакан ĕне те темиçе вĕсен. Тар тăкса тунă продукцие сĕт пуçтаракансене йÿнĕпе памаççĕ. Куллен Çĕмĕрле хулине сутма çÿреççĕ. Сĕт, тăпăрчă, услам çу… Хула çыннисем вĕсене пĕлсе çитнĕ ĕнтĕ, хаваспах туянаççĕ. Капла усламĕ те аванах кĕрет. Юлашки çулсенче Шупашкарта сĕт автомачĕсем хута кайрĕç. Çу хисепне кура хакĕ те тĕрлĕрен. Çĕнĕлĕхе каллех уйрăм çын пурнăçа кĕртнĕ. Тăрăшсан эпир те хамăр çимĕçе тивĕçлĕ хакпа сутма пултаратпăр эппин. <...> Ман шутпа, хушма хуçалăхсен, фермерсен, ял хуçалăх организацийĕсен кооперацисене пĕрлешмелле. Чĕр тавара вырăнтах тирпейлессине йĕркелемелле. Хатĕр продукци 2-3 хут хаклăрах сутăнĕ. Кун пирки республика ертÿçисем те кооперацисем йĕркелеме сĕнеççĕ. Вĕсене патшалăх та пулăшать. Ĕçе пуçарса яма, оборудовани туянма грант илме май пур. Вăйлă аталаннă хушма хуçалăхсен патшалăх пулăшăвĕпе усă курма фермера куçмалла.

Сĕт пахалăхĕ пирки те каласа хăварас килет. <...> Пытармалли çук, хăшĕ-пĕри сĕте шыв хушни те пулкалать. <...> Тирпейлекенсем япăх чĕр тавара йышăнасшăн мар. Хакне те чакараççĕ. Çавăнпа сĕте ялсенче пуçтарнă чухне кашнийĕннех тĕрĕслесе йышăнмалла. Ветеринари службисен çирĕп ыйтмалла. Чăн та, пĕр вăхăт çаплах турĕç-ха, анчах кайран вăл манăçа тухрĕ. Япăх сĕт сутнăшăн халĕ хамăрах ÿпкелеççĕ. Пĕр вăхăтра сутаканпа туянакан вăрах вăхăтлăх килĕшÿпе ĕçлеме пуçланăччĕ. Çакă ял çыннисене шанăç панăччĕ. Шел, ырă пуçару темшĕн хăвăрт манăçа тухрĕ. Килĕшÿ тумалла, унсăр сутма чармалла. Хака çулталăкĕпех пĕр пек йĕркелесси те пулмарĕ. Тар тăкни сая ан кайтăр тесен малашне хамăрăнах çул шырамалла. <...> Тулли верси...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.