Комментировать

30 Янв, 2018

Ÿкĕнÿ, е Психотерапевт пÿлĕмĕнчи калаçу

Маршруткăран антăм та больница еннелле васкаса утрăм. Ĕç пуçланиччен вăхăт самаяхчĕ, çавах та чун теме сиссе кăкăрта йăшкаса илчĕ. Больница алăкне хăвăрттăн уçса ятăм та картлашка тăрăх иккĕмĕш хута чупса хăпартăм. Васканипе хамăн ĕç пÿлĕмĕ умне мĕнле çитсе тăнине те ăнкарса илеймерĕм. Мана кĕтекен çынсем яланхилле манран маларах килсе ларнă. Этемсен чунĕ çапла ĕнтĕ, маларах килсен темшĕн-çке килĕсене маларах кайнăн туяççĕ хăйсене. Хăшĕ-пĕрисем ман пата чунĕсене уçса лăплантарма, тĕрĕс хурав тупма темиçе хут та килнĕ ĕнтĕ. Паллакансен хушшинче халиччен курман ватă арçынна асăрхарăм. Вăл ман куçран питĕ йăвашшăн пăхса илчĕ, хăйне темшĕн айăплă тытрĕ. Çынсене сывлăх сунтăм та пÿлĕме кĕрсе кайрăм: алла çурăм, юратнă шурă халата тăхăнтăм та алăка уçса черетри пĕрремĕш çынна пÿлĕме кĕме чĕнтĕм...

Пациентсем пĕрин хыççăн тепри черетленсе кĕчĕç, хăйсен шăписемпе паллаштарчĕç, чунĕсене мĕн ыраттарнине уçса пачĕç. Пуринпе те яланхилле уççăн калаçрăм, хăшне шăпăрт итлесе лартăм, хăшне кирлĕ сĕнÿ патăм, хăшĕ хăй калаçнипех çырлахрĕ, çапла ерипен вăхăт иртни сисĕнмерĕ. Çамрăк хĕрарăм тухса кайнă хыççăн алăк уçăлчĕ те пÿлĕме паçăр асăрханă ватă арçын кĕрсе тăчĕ. Ăна малалла иртсе диван çине ларма ыйтрăм. Анчах та вăл алăк патĕнче именсе тата вăтанса самай вăхăт тăчĕ. Васкатмарăм. Вăл мана, çак çĕнĕ вырăна хăнăхасса кĕтрĕм. Чăнах та, кăштахран хăюлланчĕ, умри диван çине пырса ларчĕ. Эпĕ ватă арçын калаçма пуçласса кĕтрĕм. Вăл сылтăм урине сулахай ури çине хучĕ те аллисене хĕреслетсе пуçне аялалла пĕксе шухăша путрĕ. Умри арçын хăйĕн шухăшĕсемпе пуçтарăнса çитсе калаçма пуçличчен ăна сăнарăм. Çÿçĕ самаях сайралса шуралнă, эрех нумай ĕçнипе куçĕ-пичĕ шыçăнса ларнă, хуралса якалнă çуллă пăнчăсемпе вараланнă кивĕ кĕпине тахçанах çуманни курăнать, кивĕ джинс шăлаварĕ унтан-кунтан çурăлнă, пĕр пушмакĕ пуçĕ умĕнченех çĕтĕлнĕ. Ăна тимлĕн сăнанă май пуçра тем тĕрлĕ шухăш мĕлтлетсе илчĕ: «Мĕнле тĕллевпе килнĕ-ши вăл ман пата? Мĕн каласа парасшăн-ха вăл? Черетре ларма епле вăй-хал çитерейрĕ-ши? Пĕр стакан эрех ĕçнĕ пулсан, тен, ăна ман пата киличчен чылай çăмăлтарах пулнă пулĕччĕ?! Мĕнле шанчăк шырать-ши вăл манра? Мĕнпе пулăшайăп-ши эпĕ ку ĕçсе нушаланакан çынна? Ĕçме пăрахасшăн-ши вăл е манпа хăйĕн пурнăçĕнчи пĕр-пĕр вăрттăнлăха пайласшăн-ши?» Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.