Станислав САТУР: Вăрăм сăвăсем çырма вăхăт çитсе пымасть
Станислав Сатур [Станислав Никоноров] Канаш районĕнчи Ушанарта кун çути курнă. Пĕрремĕш сăвви 1987 çулта «Ялав» журналта пичетленнĕ. Малалла тĕрлĕ хаçат- журналта, «Юратнă кĕнеке», «Шурăмпуç çути», «Радуга над Волгой», «Атăлпа тинĕс хушшинче», «Мужской разговор», «Скандинавия — Поволжье», «50х50» пĕрлехи сборниксенче пичетленнĕ. «Чĕре хĕлĕхĕсем» сăвăсен пĕрремĕш кĕнеки 1993 çулта тухнă, ун хыççăн «Кăмăл тĕкĕрĕ» [1997], «Сăмах» [2001], «Сăмах майăн» [2002], «Чун вĕçевĕ» кăларăмсем кун çути курнă. 2017 çул вĕçĕнче автор пире «Юхăмра» кĕнекепе савăнтарчĕ. Паянхи калаçу шăпах çав кĕнеке тата чăвашлăх ыйтăвĕсем тавра пырĕ.
Пĕрешкел юхăмра
— Кĕнекÿне эсĕ «Юхăмра» ят панă. Мĕншĕн?
— «Юхăмра» тени кĕнеке авторĕ пурнăç юхăмĕнче пурăннине пĕлтерет. Çакă вара автор шухăшпа тата кăмăл-туйăмпа иртнинчен, пулассинчен çакланмасăр хальхи самантра пулнине çирĕплетет. Хайхи «кунта тата халĕ» самант шăпах пурнăç пулса тăрать. Юхăмра пулни эсĕ хăв та юхăм е хум пулни çинчен калать. <...>
Çутăпа юрату вăйĕ
— <...> çын юхăмра пулни, сан шухăшупа, Турăпа юлташлă пулнине пĕлтерет-им?
— Пĕлтермесĕр. Паллах, пĕлтерет. Турă юхăмри çынна çул уçса парать, лешĕ вара çăмăллăн та чăрмавсемсĕр, çав вăхăтрах пĕр тăхтаса тăмасăр çав сукмакпа каять. Паллах, пирĕн ĕмĕте ĕçлеттерекен вăй çутăпа юрату энергийĕ, Турă энергийĕ пулнине асра тытмалла.
— Апла эсĕ пирĕн ватăсем: «Ăçта юрату — унта çутă» — тенипе килĕшетĕн?
— Паллах, унтан та ытларах, çутăпа юрату вăйĕнче пире кирлĕ пĕтĕмĕшле ăс, информаци, мĕн пур пĕлÿ пуррине те туйса тăратăп.
— Ахальтен мар пулĕ кĕнекÿнте юрату лирики паллă вырăн йышăнать. Çавнашкал сăвăсем мĕнле лару-тăрура çуралаççĕ?
— Кирек епле поэзи те пурнăçри пĕр-пĕр ыйту е ĕç-пулăм ăса хускатнипе çуралать. Поэт чĕререн пăлханса тухакан шухăш-туйăма уçса пани чăн-чăн лирика пулса тăрать. Вăл çивĕч туйăмсăр пулмасть. Çав вăхăтрах шухăшĕ те кирлĕ. Юрату лирикине те çыннăн чĕрери пăлханăвĕ хĕм парса тăмасть-ши? <...> Сăввăмсенчен ытларахăшĕ ăс-хакăл лирики еннелле сулăннă пулин те кĕнекери юрату сăввисене интимлă тенĕ пулăттăм. Анчах интимлă лирика йăпанчăк поэзи тенине ан пĕлтертĕр. <...> Чи кирли интимлă лирикăра та тĕпре — этем кăмăлĕ, характерĕ, пурнăçĕ. <...>
Кĕске сăвă — çивĕч сăмах
— Санăн сăввусем пĕчĕк калăпăшлă пулнин сăлтавĕ мĕнре-ши?
— Эпĕ сăвăсене кĕскен, хĕссе çапса çырнине кăмăллатăп. Çитменнине, вăрăм сăвăсем çырма мана юлашки çулсенче вăхăт та çитсе пымасть. Эпĕ ку таранччен тăван килте, сĕтел хушшинче лăпланса ларса сăвă çырманпа пĕрех. <...> Сăвăсене кĕскен çырни шухăша çивĕчлетме пулăшать, сăнар хăватне ÿстерет.
— «Чăвашлăх чирĕ» — тăван халăх пурнăçне чуна çÿçентерекен мелпе уçса кăтартнă сăвă.
— Сисĕмлĕ чун-чĕреллĕ кашни чăваш паянхи кун хăйĕн умĕнчи лару-тăру хăрушлăхне туйса йышăнать. Çавăнпа халăхăмăр йышĕ чакнине чăваш чĕлхи çывăх вăхăтрах çĕр çинчен çухалма пултарассипе çыхăнтарать. Анчах куншăн никам та мар, хамăрах айăплă. Пире татăклă улшăну кирлĕ. Паллах, эпĕ хальхи лару-тăрăва паян-ыран улăштарма пулать теместĕп. Анчах вăл улшăнтăр тесе пирĕн пĕтĕм вăя парас пулать. Хăçан та пулин мар, халех! Лару-тăрăва тĕпрен улăштарма шанăç пур пек туйăнать. <...>
Анчах пирĕн чĕлхемĕре упраса хăварса халăх пулса юлма урăхла май çук. Акă, ача йывăр чирлесе ÿксен ăна тухтăр пулăшнине никам та хирĕçлемест. Больницăна хураççĕ, сиплев палăртаççĕ — çак ĕçсене хăвăрт та пĕр тăхтамасăр тăваççĕ. Ача чун тĕлĕшĕнчен чирлĕ пулсан вара пирĕн ĕç-пуç мĕнле аталанать-ха? Уйрăмах ача ÿснĕ, вĕреннĕ, ĕçленĕ, чун-чĕрене пăсма паракан лару-тăрура халăха çухатма тытăннă чухне? Е тата эпир ачан чунсăрлăхне, намăссăрлăхне, сăпайсăрлăхне, хаярлăхне курсан? <...> Вăхăт вара хăйĕн ĕçнех тăвать, ача хăйĕн несĕлĕсен асапĕсене, ĕмĕчĕсене, шăпине сума суса чĕри патне илейменрен, вĕсенчен вĕренсе пырайманран унăн хăйне хăй хисеплеслĕхĕ чакма пуçлать, çавна май вăл чун ăшши тĕлĕшĕнчен тамалса, чун тасалăхне упраса хăвармасăр çынлăхран тухать, тискерленет. Юлашкинчен ашшĕ-амăшĕн чĕлхинчен сивĕнсе манкурта тухать. Эпир вара çаплах çыратпăр, сăмах ваклатпăр, чĕнсе каласа чăрмантаратпăр, намăслантаратпăр, ÿкĕтлетпĕр.
Чĕлхе — хăрушлăхра
— Мĕн тума сĕнесшĕн эсĕ?
— Иккĕмĕш утăм тума. Пĕрремĕшне революци хыççăнах тунă: çĕршывра чăваш шкулĕсем уçнă. Паян чăваш чĕлхине патшалăх шайĕнче сыхламалла. Ку вара ăсчахсемпе патшалăх ĕçченĕсен ĕçĕ. Эпĕ чĕлхе сыхлавĕ кирлине çеç çирĕплетесшĕн, вăл мĕнле йĕркеленсе пыни вара, тепĕр тесен, — техника ыйтăвĕ. Çак системăн сапаланчăк уйрăм сыпăкĕсем пур та ĕнтĕ. Ăнланмалларах пултăр тесе эпĕ каллех танлаштарса кăтартăп. Пĕтĕм халăха вĕрентес ĕç пулман чухне те патшалăх вак халăхсем валли тăван чĕлхепе вĕренмелли шкулсем е ытти йышши вĕрентÿ çурчĕсем уçнă. Мĕншĕн тесен тĕттĕм халăх патшалăха аталанма чăрмантарнă. Çапла системăн юлашки сыппи кăна пулнă. Тулли верси...