Комментировать

26 Янв, 2018

Валерий ЯКОВЛЕВ: Чун вылявĕ ыйтнипе

Халăх юратакан театр 95 çула çитнине тин çеç уявланă пекчĕ. Акă пилĕк çул сисĕнмесĕрех иртрĕ, пĕр ĕмĕре çитрĕ. Ыран, хăйĕн менелникĕнче, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче пысăк концерт иртĕ, кăрлачăн 30-мĕшĕнче вара — юбилее халалланă савăнăçлă мероприяти. Чăваш халăхĕн кун-çулĕнчи паллă пулăм умĕн театрăн илемлĕх ертÿçипе, СССР халăх артисчĕпе, Раççейри театрсен «Ылтăн маска» наци премийĕн лауреачĕпе Валерий Яковлевпа курса калаçрăмăр.

Пысăк ĕмĕтлисем

Чăваш театрĕ 100 çулта. <...> Валерий Николаевич, камсем вĕсем сирĕншĕн чăваш театрĕн пуçаруçисем?

— Пуçаруçăсене кирек мĕнле ĕçре те йывăр тивет. Культурăра, искусствăра çак енĕпе чун-хавал, çунатсем, вăй, ăс кирлĕ. Пĕрремĕшĕсем, Хусанта 1918 çулта чăваш театрне йĕркелесе яракансем, çав тери пысăк ĕмĕтлĕ çынсем. Пысăк ĕçе пушă вырăнтан пуçланă. Ун чухне нимĕн те пулман тени тĕрĕсех те мар пулĕ. Халăхра, паллах, театр енĕсем — вăйăсем, юрă-ташă — авалтанпах чĕм илнĕ. Иоаким Максимов-Кошкинский çак илеме ачаранпах, унтан Чĕмпĕрте Иван Яковлевăн чăваш шкулĕнче тата ытларах курса ÿснĕ. Кайран та ун патне, театр вăййи патне, туртăн-ма чарăнман. Петр Осиповăн та, Ольга Ырсемĕн те, Федор Павловăн та çав хĕлĕхсем вăйлă «карăнса» тăнă. <...> 

Юн, искусство вăйĕ

Çамрăк коллективăн пĕрремĕш ĕçĕсем мĕнпе палăрса тăнă?

— Ун чухне вĕсем суфлерпа вылянă. Каярах та çаплах пулнă. Çавăнпа кашни эрнерех тенĕ пек çĕнĕ спектакль лартнă. <...> 

Театр — Шупашкарта

— Театр кун-çулне тишкернĕ май мĕнле самантсем, тапхăрсем пирки чарăнса тăнă пулăттăр?

— Хусан вăхăчĕ, çав икĕ çул — питĕ хавхалануллă тапхăр. 1920 çулхи çĕртме уйăхĕнче Чăваш автономине йĕркеленĕ хыççăн Хусанти чăваш театрне Шупашкара куçарнă. Анчах пур артист та мар, 7-8 çеç килнĕ. Хăшĕсем вĕренĕве малалла тăснă, теприсем ĕçленĕ.

Кунта вара вĕсене çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ теме пултараймастпăр. Выляма сцена та пулман. Ехрем хуçа çуртĕнче темиçе спектакль лартнă, анчах унта питĕ тăвăртан Атăл хĕрринчи чăпта складне куçма тивнĕ. Çĕр урайне саксем лартса тухнă, пушăтран чаршав пекки майлаштарнă. Вăл тÿрех патшалăх театрĕ пулайман, çавăнпа пулăшакан та çукран артистсене питĕ йывăр лекнĕ. Выçлăх çулĕсем лару-тăрăва татах кăткăслатнă. Вăхăчĕ-вăхăчĕпе ĕç укçи вырăнне сĕлĕ панă. Унпа тата мĕн тунă-ши? Кĕсел пĕçерсе çинĕ-ши? <...> 

70-80-мĕш çулсенчи ренессанс

— «Çăлтăрлă» кунĕсем те пулнах ĕнтĕ. Хăшĕсене палăртса хăварас тетĕр?

— <...> 70-80-мĕш çулсем пирки театр ренессансĕ тенĕ пулăттăм. Кашни каç залра туп-тулли халăх, унта лекес тесе пĕр уйăх çурă маларах билет сутакан кассир патĕнче çырăнмалла. Театр çĕршывра халăх питĕ йышлă çÿрекен 10 театр шутĕнче тăнă. Эпир шăматкунсерен кăнтăрла «Праски инке хĕр парать» камите выляттăмăр. Ялсенчен 20-25 автобуспа капланса килетчĕç. Хула çыннисем, спектакле кĕме май çук тесе, ÿпкев çырăвĕсем çыратчĕç.

<...> Театр алăкĕ умĕнче, 90-мĕш çулсенче лавккасенче кăлпасси илме черете тăнă пек, тĕркешетчĕç. Ăнсăртран кантăкне те лектерсе ватнăччĕ. Вара утлă икĕ милиционер килнĕччĕ. Те ĕненмелле çакна, те суятăп, хам та шанми пултăм. Пулнă вĕт-ха çак япала.

Спектакль-шыравсем

Эсир паян ертсе пыракан коллектив — хальхи Европа шайĕнчи театр. <...> 

— Эпĕ хальхине те, малашнехине те тĕпе хывнă: ман спектакльсенче пуринче те — чăваш çыннин ыратăвĕ, пурнăçĕ. Халăх ăнланăвне, илемлĕхне, тĕнче курăмне ăнкарма, ăнланма тăрăшнă. Чăваш театрĕн çакна çухатмасăр малалла утмалла. Ман умри режиссерсем те çакна тĕпе хурса ĕçленĕ. Кусем — илемлĕх меслечĕсем. Паянхи чăваш философине тĕнче философийĕпе çыхăнтармалла. «Çатан карта çинчи хура хăмла çырли-и», «Сывпуллашу-и», «Инçет телей çути-и», «Куккуклă сехет-и» — вĕсем спектакль-шыравсем. Çав вăхăтрах урăх халăх культурине те пĕлмелле, вăл пире пуянлатать.<...> 

«Нарсписĕр» пуçне…

— Валерий Николаевич, эсир театрта çур ĕмĕр ытла, илемлĕх ертÿçинче — 39 çул. Çак тапхăрти ĕçсене «ала» витĕр кăларас пулсан çакна асăрхама пулать: тăван халăх историйĕпе çыхăннă драмăсем, классика ĕçĕсем пайтах унта. Хальхи вăхăтра мĕнле тема ытларах кăсăклантарать?

— Чăваш классикинче «Нарсписĕр» пуçне лартманни юлмарĕ пулĕ. «Нарспи» пьеса мар, вăл — поэма. Шел те, пьеса çук пирĕн. Кăлкан та, Ухсай та ăна «Ялта», «Айтар» манерлĕ инсценировка тунă. Мана «Нарспи» ларттарас тесе парти обкомне те чĕнтернĕччĕ. «Эпĕ кун пек лартаймастăп, урăхла куратăп ăна. «Юнлă туйри» пек рок теми çук унта», — терĕм. <...> 

— Театр, эпĕ пĕлнĕ тăрăх, виçĕ е тăватă фестивальте гран-прие тивĕçнĕ, «Хумсем çырана çапаççĕ» спектакльпе Станиславский ячĕллĕ Раççей патшалăх премийĕн лауреачĕ пулнă. Эсир хăвăр та, Вера Кузьмина та СССР халăх артисчĕсем, «Ылтăн маска» преми лауреачĕсем. Çакăнта хăшĕ ытларах: сумĕ е яваплăхĕ?

— Иккĕшĕ те пулĕ. Эпĕ СССР халăх артисчĕ илекенĕ пĕрремĕш мар, анчах та СССР саланса каяс умĕн Горбачевăн юлашки указĕпе тивĕçнĕ виçĕ артистран пĕри. Списокра Алла Пугачева, Валерий Яковлев тата Олег Янковский.

«Ылтăн маска» питĕ сумлă преми. Раççейри театрсен хушшинче наци премийĕсенчен унран аслăраххи урăх çук.

— Мĕн тытса тăрать паян артиста сцена çинче?

— Пирĕн артист, мĕнле йывăр пулсан та, театртан пăрахса каймасть. Вăл хăйĕн вăйне, хавалне залра ларакан куракана парать, лешĕ ăна каялла тавăрать. Çак хĕм çĕклет, тытса тăрать те ăна. <...>  Тулли верси...

 

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.