Ачашлăх курманнипе çирĕп кăмăллă ÿснĕ
Сцена çинче вылякан артистăн чунĕнче мĕн пулса иртнине пĕлместпĕр. Куракан вĕсемпе мăнаçланать, тÿпери çăлтăрпа танлаштарать. К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче 46 çул ĕçлекен Чăваш халăх артистки Любовь Федорова та маншăн яланах чи çутă çăлтăрсенчен пĕри пулнă. Унăн çамрăклăхĕнчи самантсемпе паллашнă хыççăн эпĕ ăна тата хытăрах хисеплеме тытăнтăм.
Пирĕштийĕ çумрах
Эпĕ, виççĕри ача, сăпкара çывăрнă, çулталăкри шăллăм пĕчĕк кравать çинче пулнă. Хайхискер тăнă та сĕтел çинче ларакан краççын лампине ярса илнĕ. Пиçсе кайнипе ăна хăйĕн çине ÿкернĕ. Вăл пĕр хутчен кăшкăрнине ĕне суса ларакан анне илтнĕ-ха, анчах ачи вут пуленки пек çунса каясси пирки шухăшламан та пуль çав. <...> Упаленсе кĕрсе мана сăпки-качки йăтса тухнă. <...> Вилнĕ тесе мана çырмана кайса хунă. Кăштахран ялти ачасем «Люби сывлать!» — тесе чупса пынă.
Урамра 30 градус сивĕччĕ. 3-мĕш класра вĕренеттĕм. Эпĕ пурăннă ялтан, Шупашкар районĕнчи Лапсартан, Çатракассине утмаллаччĕ. Çÿхе трико вĕççĕн, алсишсĕр тухнă эпĕ. Атте-анне хăнана кайнăччĕ те мана асăрхаттаракан пулман. <...> Чышкă вĕçерĕнейми, пÿрнесем вылянайми алăсем шăнса кÿтрĕç. Киле çитсенех алла çунакан каланккăна чикрĕм. Çакна кÿршĕри мучи курчĕ те апла тума юраманни пирки каларĕ, алла юр ăшне чикме хушрĕ. <...> Сивĕре йĕркеллĕ тумланса тухманшăн анне хытă вăрçрĕ. <...>
Çуркунне Лапсарпа Çатракасси хушшинчи çырмара шыв шарласа юхатчĕ. <...> Сиксе каçнă чухне ура айĕнчи пăр катăлчĕ, эпĕ шыва кĕрсе ÿкрĕм. Вăйлă юхăм мана йăвалантарчĕ, çавăрттарчĕ… <...> Темле майпа çыран енчи пăра ярса илтĕм те чакаланса тухрăмах. Йĕп-йĕпе тумтирпе киле пырса кĕтĕм. Анне мана çырмана кĕрсе ÿкнĕшĕн каллех патак пачĕ. <...>
Киноран тухсан
Манăн ÿссе çитсе хĕр пулас килетчĕ. Класра та, ялта та пуринчен çÿллĕ, чĕкеç шатриллĕ пулнăран çав тери кулянаттăм, вăтанаттăм, аван мар туяттăм. Аннен те чĕкеç шатри пулнă. «Ан кулян, ватăлсан пĕтет», — тетчĕ. Ватăлсан мар, çамрăк чухне хитре пулас килет вĕт. Халь шухăшлатăп та, юрать хитре пулман тетĕп. Ара, пăсăлса кайма пулать-çке. <...> 8-9-мĕш классенче тантăш хĕрсем каччăпа çÿреме тытăнчĕç. Пуринпе те яшсем калаçатчĕç — манпа çук.
Çамрăк чухнех артистка тетчĕç. Ялти клуба концертпа кайнă чухне Иван Крыловăн «Упăтепе Тĕкĕр» юптарăвне вулаттаратчĕç. «Упăте тĕкĕр çинче хăйне курнă пĕринче. <...> Упăте пек пулнăран хам çинчен вуланăнах туйăнатчĕ. 8-мĕш класра вĕреннĕ чухне телекураври театр кружокне çÿреме пуçларăм. Артист пулас тесе вĕренме кайма хатĕрленекенсен конкурсне хутшăнаттăм. Паллах, мана, шкул ачине, илмен. Çапах та эпĕ виçĕ çул унта кайрăм. Пĕр класра вĕренекенсем кулатчĕç: «Сан пек хитре мар хĕре кам артиста илтĕр?» — тетчĕç. Конкурсантсене сăн ÿкернĕччĕ. Хама куртăм та каллех кăмăлăм пĕтрĕ: çывăхран ÿкернĕрен питри кашни тутăх шатрийĕ курăнчĕ. Сăн ÿкерчĕке çурса тăкса çунтарса ятăм. <...>
Михаил Боярские çырусем панă
Алик ятлă каччă, пĕрле вĕренме кĕнĕскер, шутсăр килĕшетчĕ. Хулана экзамен тытма килсен вĕсем патне килне те кĕрсе курнăччĕ. Троллейбусра маншăн билет илни тĕлĕнтермĕшпе танах пулнăччĕ. Иксĕмĕр те Ленинградра А.Н.Островский ячĕллĕ музыкăпа кинематографи патшалăх институтĕнче вĕренме тытăнтăмăр. <...> Анчах хĕвеле вăйпа пăхтараймăн. 2-мĕш курсра чухне вăл авланчĕ. <...> Стипенди 26 тенкĕ илеттĕм, атте-анне те укçан пулăшнă. Общежитипе юнашар кафене савăт-сапа çума вырнаçрăм, хырăм тутăччĕ. Ирпе вĕренме кайиччен çуса тасатса хăвараттăм, ирхи 4-5 сехет валли ĕçе çитнĕ.
Хĕр-тусăм Михаил Боярские /унпа параллельлĕ ушкăнта вĕреннĕ/ килĕштеретчĕ. Хăй вăтаннăран манран çыру паратчĕ. <...>
Арçынсем те хăраççĕ
Халĕ те, ача чухнехи пекех, хама хитрисен шутне кĕртейместĕп. Ку туйăм юна кĕрсе ларнă та тухмасть. Кайран каччăсемпе çÿренĕ-ха, анчах вĕсем каланă ăшă сăмахсене шÿт вырăнне йышăннă. Пĕчĕк чухне манăн сап-сарă вăрăм çÿçлĕ, тап-таса питлĕ, кăштах лутра пÿллĕ пулас килетчĕ. <...> Пушарта çуннă пирки кĕлетке çинчи çĕвĕсенчен те именнĕ. Пĕчĕкрен анне лăпкаса, «хитрескерĕм манăн» тесе ÿстермен. «Мĕншĕн эсĕ мана пĕрре те хĕрхенмен, анне?» — пĕрре мар унран ыйтнăччĕ. «Эсĕ асли те-ха. Кил-çурта, ачасене камăн пăхмалла?» — хуравлатчĕ вăл. Атте эрех ĕçсен усалччĕ. Вăл мана юрататчĕ. <...> Йăмăк айăпа кĕрсен патакĕ мана лекетчĕ. Пĕрре вăл мана çăрапа печĕ, эпĕ — хирĕç. Анне çавна курчĕ те хамах лектерчĕ. Нумай шар курнине пулах çитĕннĕçемĕн кăмăл çирĕпленчĕ. <...> Арçынсем те хăранă манран.
Е театр, е упăшка
<...> Филипп Киркоров пек çÿллĕ те хитрескер тухтăрта ĕçлетчĕ. <...> Кайран вăл мана качча тухма ыйтрĕ. Хĕр çуралчĕ, 11 çул пĕрле пурăннă хыççăн уйрăлтăмăр.
Театрпа уйăхĕ-уйăхĕпе гастрольте çуреттĕмĕр. Симĕс калча шăтсан, çу пуçламăшĕнче, тухса каяттăмăр та утă уйăхĕн вĕçĕнче таврăнаттăмăр. Хĕрĕме ашшĕ пăхса çитĕнтерчĕ. «Мĕн пурăнни ку? Çулла килте мар. Уявсенче, каçсерен пĕрле мар, хăнана кайма çук … Е театр, е эпĕ – суйла», — терĕ упăшка. Эпĕ ĕçе суйларăм. Упăшкана суйлăттăм, анчах ăна шанман, мана пăрахса каясран хăрарăм, унăн урăххи пурччĕ ĕнтĕ. Хĕрĕм ашшĕне питĕ юрататчĕ. Авăнăн 1-мĕшĕнче ачасем ашшĕ-амăшĕпе пĕрле çавăтăнса утнине курсан чунĕ хурланнипе куççулĕ шăпăр-шăпăр юхса анчĕ. Анчах куляннине кăтартасшăн пулмарĕ. Хĕрĕм ашшĕ пек хитре, модель бизнесне кайрĕ.
Упăшка пăрахса кайсан та, вырăнпа выртакан аннене пăхса пурăнсан та парăнмарăм. <...> Икĕ ĕне усраса, сĕт-тăпăрчă сутса хулара хваттер илтĕм. Кашни кун пасара 30 литр сĕт йăтаттăм. Ман пата пырса тăратчĕç те: «Эс Федорова артистка вĕт?» — тетчĕç çынсем. «Çу-ук, вăл манăн аппа, театрта ĕçлекенскерпе пĕрмай мана пăтраштараççĕ», — теттĕмччĕ. <...>
Театрăн 100 çулхи юбилейĕ тĕлне мана «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе наградăлама тăратнă. Унпа пĕрле мĕн виличчен транспортра çÿремешкĕн карточка панă тăк тата хытă савăнăттăм! Çул çÿресе укçа шутсăр нумай тăкакланать-çке. Манăн мĕн виличчен хула мунчине кайса çăвăнма пропуск пур-ха. Ялта хамăнах мунча пур та унта кайман. <...> Тулли верси...