Урая вараласран çветкесене кĕртмеççĕ
Раштавран Кăшарниччен çветке чупнă, кучченеçсем хатĕрленĕ, капăрланнă, шÿтленĕ. Килĕрен киле çÿрекенсем ырлăх-сывлăх, тулăх пурнăç сунса такмакланă. Хĕрсем улаха пухăнса юмăç пăхнă.
Çĕмĕрле районĕнчи Юманайра йăла-йĕркене манмаççĕ. Культура çурчĕпе вулавăш ĕçченĕсем вĕсене чĕртессипе тимлеççĕ. Хастарсем иртнĕ эрнере пухăннă та çветкене çаврăнса Кураккассисене уявсемпе саламлама тухнă. «Йăлине тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлейместпĕр пулин те кашни çурта кĕтĕмĕр, кил хуçисене ырлăх-сывлăх, çителĕклĕ пурнăç сунса пăрçа сапрăмăр. Кураккассинчи ветерансен çуртĕнче аван кĕтсе илчĕç.
Кинемейсемпе мучисем чунран савăнчĕç», — каласа пачĕ Юманайри культура çурчĕн хореографĕ Александра Тимофеева. Çветкесене хăналаççĕ, кучченеçпе ăсатаççĕ. Ку тăрăхра чĕнмен хăнасене кĕрпе параççĕ. Йĕрке тăрăх — кайран унран пăтă пĕçерсе çимелле. Кăшарнире культура ĕçченĕсем Уйпуçне çул тытĕç, унта халăхпа пĕрле вакка чăмса тухĕç. Усал-тĕселе хăваланăскерсен тасалмалла теççĕ.
Çĕмĕрле районĕнчи Хутарсем те Юманайсенчен юлмаççĕ. Культура çурчĕн «Ĕмĕт» фольклор ушкăнне çÿрекенсем ачасем валли «Паян пирĕн Çветке» уяв хатĕрленĕ. Малалла вулас...