Чаçра туй кĕрленĕ кун
Эпир, 1948 çулта çуралнисем, хĕсметре тăнă пилĕк цифрăллă чаç номерĕ иккĕрен пуçласа виççĕпе вĕçленетчĕ. Пирĕнтен ытларахăшĕ хурал батальонĕнче, çыхăну ротинче шутланнă. Мана малтанах пропуск бюровĕн дежурнăйĕн, çулталăкран унăн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлама шанчĕç. Çавна май каярах пакунсем çине хĕрлĕ хăюсем хушса старшина пулса тăтăм.
1969 çулхи çурлан юлашки кунĕсенче штаб пуçлăхĕн режим енĕпе ĕçлекен аслă пулăшуçи Куць майор мана çапла пĕлтерчĕ: «Вырсарникун чаç командирĕ хĕрне качча парать, пĕтĕм командовани унта туя пуçтарăнать. Çавна май контрольпе пропускăн пĕрремĕш пунктĕнчи хурала вăйлатас тĕллевпе санăн унта дежурствăна каймалла. Пĕрле старшина-сверхсрочника та хушса паратпăр. Часовоя шута илсен виççĕн пулатăр».
Ахаль кунсенче часовой КППра пĕчченех. Унăн килен-каяна тĕрĕслемелле. Чаç тавра — йĕплĕ пралук, КППра — пропусксем тата çынсен списокĕ. Хĕвел тÿпенелле çĕкленсе курăка сывлăмран типĕтсенех КПП умне аслă сержант пакунĕллĕ сверхсрочник мотоциклпа килсе чарăнчĕ. Унăн çывăхри яла хунямăшĕ патне каймалла иккен. Списока пăхрăмăр, анчах хушамачĕ çук. Эппин, ăна кăларма юрамасть. Çакскер пĕр самант шухăшласа тăчĕ те мана аяккалла чĕнчĕ. «Ку сана кафере хăналанма», — терĕ 3 тенкĕ тыттарса. Ун чухне рядовой шалăвĕ 3 тенкĕ те 80 пусчĕ. Манăн, стар-шина должноçĕнче шутланаканскерĕн — 20 тенкĕ те 80 пус.
Сверхсрочника каялла çавăрса ярсанах КПП умне ГАЗ-69 автомашина çитсе чарăнчĕ. Водительпе юнашар особăй отдел пуçлăхĕ Назаров подполковник лара парать. Должноçне кура уншăн таçта та çул уçă, сăлтав тупса такама та «ĕнселесе» илме пултарать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче «СМЕРШ» подразделени тытăмĕнчи особистсенчен Хĕрлĕ Çар салтакĕсемпе офицерĕсем фашистсенчен те ытларах хăранă.
Унччен те пулмарĕ инçех мар йĕплĕ пралук айĕпе икĕ арçын ача шуса кĕнине асăрхарăм. «Чарăнăр! Перетĕп!» — хăратрăм вĕсене пиçиххирен çакса янă çĕççе каллĕ-маллĕ шутарса. Вĕсене КППна ертсе пытăм. Техникумра вĕренекенскерсем каникулта иккен. Тарăн çырмана тăкнă çÿп-çап купинче кивĕ пакунсемпе ытти япала шырасшăн пулнă. «Мĕн, автомат пырса пăрахнă пулĕ терĕр-им? — хăпмарăм çакскерсенчен. — Вăл сире çарта та йăлăхтарĕ-ха…» Унтан кăнтăрлахи апата кÿрсе килнĕ «хурансем» патне илсе пытăм та купăста яшкипе хура тул пăттин юлашкийĕсене çисе яма хушрăм. «Урăх анмасть», — терĕ тепĕртакран пĕри куç айĕн сиввĕн тинкерсе. «Çÿлелле сикĕр, хырăмра пусăрăнтăр!» — терĕм чĕмсĕр хăнасене. Юлашкинчен текех асаплантарас мар тесе КПП алăкне уçса кăларса ятăмăр. Ачасем каялла çаврăнса пăхмасăр тăван ялне чуптарчĕç. Малалла вулас...