Комментировать

9 Янв, 2018

«Хĕл Мучирен... Юр пикене çаврăнма тиврĕ»

«Хире те юр шуратнă, садра та шурă юр, пÿртре çеç лăс туратлă...» — юрă ĕнĕрленĕ май пусăрăнчăк кăмăлпа çÿреме хăнăхман çамрăк арçын тĕп хулари Кăнтăр-хĕвел анăç районĕнчи фитнес-клубсенчен пĕрин умне пырса чарăнчĕ. Хайхискер Хĕл Мучин капăр тумне хыврĕ те çăмăл уттипе тренажер залне вĕçтерсе кĕчĕ. Чăваш Ен хутлăхĕнче кăна мар, республика тулашĕнчи йăхташсем йышлăн пурăнакан ял-хулара та паллакан Евгений Григорьев — пултаруллă шоумен, хаваслă та çаврăнăçуллă кĕрекеçĕ — пулчĕ ку. Йĕпреç ен хастарĕ, ачаранпах кулăш-шÿте, сценăна кăмăллаканскер, шăм-шакне черетлĕ хутчен çемçетме... Елкăранах çитрĕ. Тин çеç Шупашкарти 61-мĕш шкулта кĕçĕн классенчи ачасене Çĕнĕ çул тĕп геройĕ — Хĕл Мучи — пулса савăнтарнă та уяв «сĕрĕмĕнчен» хăпаймасăр çăмăл машинин рулĕ умĕнче те Çĕнĕ çул юррине аса илсе пынă-тăр çав...

Çулталăкри чи пысăк, чи асамлă уяв умĕн корпоративран корпоратива, шкултан шкула, садикрен садике, республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи нумай-нумай кил-йыша савăнтарма çитекен артистăн сывлăш çавăрма та вăхăт çуккине аван чухлатпăр та — Женьăна акă ăçта «тытрăмăр»!

— Çĕнĕ çул пек хаваслă уявсем эсĕ шухăшласа кăларакан мыскарасем валли чухах пек туйăнать — çынсемпе мĕн тĕрлĕ пăтăрмах пулса иртмест-çке ун чухне! Ача чухнех тĕрлĕ кулăшла лару-тăрăва леккеленĕ-и?

— Маншăн Çĕнĕ çул ачалăха çĕнĕрен таврăнма май панăран илĕртÿллĕ те. Кăсăкли темĕн те пулнă паллах. 

Пĕррехинче, ун чухне пуçламăш класра вĕренеттĕм эпĕ, атте ман валли маскарад тумĕ хатĕрлерĕ. Тĕрлĕ курупкаран касса Робот ăсталарĕ. Ĕнентерÿллĕрех пултăр тесе ăна чăн-чăн лампочкăсемпе илемлетрĕ. Вĕсене батарейкăпа çыхăнтарса çутатмалла та тунăччĕ. Çапла вара ман сăмса та, куçсем те, çамка та... электроçутăпа ялтăртататчĕç. Ачасем, хамран кĕçĕнреххисем уйрăмах, ман çине çăвар карса пăхнине халĕ те ас тăватăп. Чи ăнăçлă та хитре тумсен конкурсĕнче, паллах, малти вырăна эпĕ йышăнтăм çав Елкăра.

Хĕл Мучи асăнмалăх парнесĕр хăварманах ĕнтĕ çавăн пек илĕртÿллĕ Робота. «Шур сухала» хăвăн хăçан пирвайхи хут çаврăнма тиврĕ?

— Шкул çулĕсенчех. Сăмах май, ял клубĕнче иртекен Елкăра пĕрмай Хĕл Мучи рольне атте вылятчĕ. Куратăр-и, Григорьевсен хăйне евĕр династи йĕрĕ палăрать /кулать. — Авт./. Çи-пуçне килте хатĕрленĕрен эпĕ пĕчĕкренех Хĕл Мучи «ăçтан килнине» пĕлнĕ. Тантăшăмсене çеç кун пирки çăвар та уçмастăм.

Халăхра анлă сарăлнă шÿт — арçынсен пурнăçĕ икĕ тапхăра пайланни çинчен — ман çинченех пек туйăнать: ача чухне вăл Хĕл Мучие кĕтет, çитĕнсен хăй çавнашкал асамçа çаврăнать.

Ăруран ăрăва куçакан кăсăклă самантсем — ачасем Хĕл Мучи пурри-çукки çинчен тавлашу пуçарни, Хĕл Мучие «паллама» тăрăшни.

— Акă паянхи Елкăра кăна пĕр шĕвĕр мана хăлхаран çапла пăшăлтатрĕ: «Эпĕ Сире палларăм, Эсир паллă артист вĕт?» Эпĕ «чăн-чăн Хĕл Мучиех» тесе тÿрре тухнин усси çуккине ăнлантăм та çапла шÿтлерĕм: «Чăнахах, эпĕ — Филипп Киркоров». Арçын ача çав-çавах парăнмасть: «Эсир — чăваш паллă артисчĕ». Тепĕр тесен, роле лайăх вылясан, ачасен кăмăлне çĕклеме юрăхлă шÿт-вăйă пуçарсан, ку ыйту пачах пĕлтерĕшлĕ мар.

— Ача сачĕсенчи уяв кĕрекинче хĕрарăм сăнĕллĕ Хĕл Мучисем хуçаланнине хăнăхнă пулăм пекех йышăнатпăр. Юр пике рольне арçын выляни сайрарах тĕл пулать-тĕр. Эсĕ вара ку миссие те пурнăçласа курни çинчен илтнĕччĕ. Йывăр-и Хĕл Мучин чиперкке мăнукне выляма?

— Калем ăстисем йăлтах кураççĕ-пĕлеççĕ çав — вĕсен куçĕнчен тарса пытанаймăн. Пĕлтĕр пулнăччĕ ку. Эстрада паллă артисчĕсемпе Çĕнĕ çул телекăларăмне хатĕрлетпĕр. Самолетра «вĕçсе килекен» Хĕл Мучипе Юр пикене ÿкерме аэропортах кайрăмăр. Сценари тăрăх Хĕл Мучи — эпĕ, Юр пике — пĕр пултаруллă артистка. Тивĕçлĕ çи-пуçа тăхăнма пуçларăмăр та — Юр пикене тумĕ юрамасть. Хĕл Мучин хĕрлĕ кĕрĕкĕ вара ăна та чухах. Рольсемпе улшăнтăмăр, сценарие импровизацилеме тиврĕ. Çапла сухала хырмасăрах... Юр пике пултăм. Куракансем малтанах çапла шухăшласа ÿкернĕ пекех йышăнчĕç-тĕр — япăх вылянăшăн ÿпкелекен пулмарĕ. «Пултаратăн çав, Женя», — хавхалантарчĕç ĕçтешĕмсем.

— Кун хыççăн хĕрарăм рольне сĕнекен режиссерсем тупăнмарĕç-и?

— Çук, апла-капла шарлакан пулмарĕ. Маларах, Г.Лебедев ячĕллĕ лицейра вĕреннĕ чухне, «моднăй» хĕр пулса курнăччĕ.

Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.