Комментировать

21 Дек, 2017

«Спектакльте манăн авланма тиврĕ»

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ пулма йывăр-и? Нумай тăрăшмалла-и? Мĕнпе кăсăкланать-ха тĕрлĕ конкурсри малти вырăнсемшĕн стипендиат ятне тивĕçнĕ Йĕпреç районĕнчи Пучинке шкулĕнче пĕлÿ пухакан Илья Шибаев?

Пĕрремĕш çитĕнÿ

— Пирвайхи çитĕнÿпе паллаштарсам.

— 2-мĕш класра районти сăвă вулавĕн конкурсĕнче Алексей Воробьевăн «Çăкăр» хайлавĕпе хутшăнтăм. Çак утăма тума анне сĕннĕччĕ. Сцена çине пĕрремĕш хут тухас умĕн чĕре хумхануллăн тапатчĕ. Мĕн тери хĕпĕртерĕм çĕнтерÿçĕ пулсан! Пĕрремĕш çитĕнÿ — пирвайхи савăнăç! Çав çулах республикăри конкурсра та сăвă вуларăм, иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕм.

— Камран тĕслĕх илме тăрăшатăн?

— Манăн аппа маттур. Ксения пĕлтĕр «Чăваш пики-2016» ята тивĕçрĕ. Миша пичче поварта ĕçлет. Аттерен патварлăха вĕренетĕп. Çывăх çынсем маншăн тĕслĕх. Анне те питĕ пултаруллăччĕ. Шел. Икĕ çул каялла чир ăна пурнăçран уйăрчĕ.

Ĕне сăватăп

— Килте аçупа çеç пурăнатăр-и?

— Аттепе çеç. Канмалли кунсенче аппапа пичче килсе çÿреççĕ. Ĕне усратпăр. Атте ĕçрен килсе ĕлкĕреймесен ăна сума та тивет.

— Аннесĕр пурăнма йывăр çав…

— Çапла. Малтан кашнин сăн-питĕнче аннен çутă куллине шыраттăм. Шкулта та, килте те кĕçех алăкран çывăх çыннăм килсе кĕрессĕн туйăнатчĕ. Йывăр. Çапах та хăнăхса пытăм.

Юратнă спорт

— Пучинке шкулĕнче маттур спортсмен нумай теççĕ.

— Пирĕн ялĕ те пысăк. Паллă çын нумай тухнă Пучинкерен. Эпир те маттур пулма талпăнатпăр. Эпĕ кире пуканĕ йăтмастăп. Ман юлташсем вара ку енĕпе маттур. Манăн юратнă спорт — хоккей.

— Хоккейла пĕччен выляймастăн-ха.

— Шкулта хоккей юратакан сахал мар. Пирĕн команда «Партизан» ятлă. Республикăн пĕрлештернĕ команди вара — «Факел». Эпĕ çав команда йышĕнче. Манпа пĕрле тата пирĕн шкултан тепĕр тăватă ача.

— «Факел» Сочире пулнине илтнĕччĕ.

— Районта пирĕн команда чи маттурри. Республикăра та тăтăшах палăратпăр. «Факел» 2016, 2017 çулсенче Сочи хулинче хоккейла вылярĕ.

— Сирĕн тренировкăсем ăçта иртеççĕ?

— Эпир хĕлле кăна хатĕрленеетпĕр. Çулла май çук. Çавăнпа хамăрах ялта хоккей «курупки» тăватпăр. Лаптăка якатнă. Карта тытма пуçланă. Пăр керменне çитеймесен те…

Предметсем тата ĕмĕтсем

Кĕçех шкул саккинчен те уйрăлма вăхăт çитет. Кам пулма ĕмĕтленетĕн?

— Пуçра тем тĕрлĕ шухăш та пур. Артист та, ШĔМ ĕçченĕ те пулас килет. Мана Хусан хули илĕртет, çавăнта пĕлÿ илес шухăш пур. Иккĕшне те вĕренме май килет-ши тетĕп.

Юратнă предметсем те çак енĕпех çыхăннă пуль?

— Чăваш литератури, истори. Мана чăваш çыравçисен хайлавĕсем питĕ килĕшеççĕ. Вуланăçем вулас килет. Историре пирĕнччен пулса иртни кăсăклантарать. Мĕн пĕлес килнине ăша хывма 45 минут маншăн сахал. Тĕслĕхрен, XIV-XV ĕмĕрсенчи истори питĕ интереслĕ. Иван Калита, Дмитрий Донской… Тĕрлĕ вăрçă пирки пĕлме кăсăклă.

Спорта юрататăп тетĕн, физкультура килĕшет-и сана?

— Пĕр тавлашусăрах. Пĕтĕмĕшле илсен, шкулти вĕрентекенсем лайăх пĕлÿ параççĕ. Кун пек вĕрентсен пур предмета та юратмалла.

Юратнă çыравçă е поэт пур-и?

— Мана Константин Иванов поэзийĕ килĕшет. Петĕр Хусанкайăн сăввисем те тыткăнлаççĕ.

Кĕпĕрнаттăр

— Ку вĕренÿ çулĕнче асра юлмалли самант пулчĕ-и?

— Пирĕн шкул хули «Шанчăк» ятлă. Хулан кĕпĕрнаттăрне суйларĕç кăçал. Эпĕ те хамăн кандидатурăна сĕнтĕм. Чăн-чăн сасăлав иртрĕ. 5 вĕренекен хушшинче 67 сасă пухса мала тухрăм. Çапла эпĕ пуçлăх пулса тăтăм. Шкул хăй тытăмлăхне 11 класс пĕтериччен ертсе пырăп. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.