Мăшăрлану керменне – тухьяпа, шупăрпа
Сергейпе Юлия çичĕ çул каялла паллашнă. Хĕр ун чухне аслă класра вĕреннĕ, яш вара дипломлă çамрăк специалист пулнă. Çамрăксем пĕр-пĕрне пĕрре курсах килĕштернĕ. Иккĕшĕ те чăвашлăха юратнăран, тăван халăх кун-çулĕпе кăсăкланнăран часах пĕр-пĕринпе пĕр чĕлхе тупнă, туслăх юратăва куçнă.
Хăйсене хисепленĕрен
Кăçалхи авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче Сергейпе Юлия тăванĕсене туй кĕрекине пухнă. Авалхи йăла-йĕркене тĕпе хурса уява чăвашла йĕркеленĕ. Чи асра юлмалли куна çамрăксем тăван халăхăн йăлипе килĕшÿллĕн ирттерме тахçанах шут тытнă. Мăшăрлану кермен-
не пике — чăваш тĕрриллĕ шурă
кĕпепе тата тухьяпа, каччă шупăр-
па, ятарлă калпакпа çитнĕ. Çырăн-
са тухсан вара хăйне евĕр мăшăра
иртен-çÿрен те тĕлĕнсе сăнанă, сăн
ÿкерекен те тупăннă.
Сергейпе Юлия туя тĕплĕн
хатĕрленнĕ, укçа-тенкĕ пухнă.
Шухăшласа хунине пĕтĕмпех
пурнăçа кĕртме пултарнăшăн питĕ
хĕпĕртеççĕ вĕсем. «Халĕ мăшăр-
ланакансенчен чылайăшĕ туя
анăçри çĕршыври пек ирттерет:
качча каякан хĕр чечек çыххи ывă-
тать, унăн тусĕсем пĕр пек тĕслĕ
кĕпе тăхăнаççĕ... Ку интереслĕ-и-
ха? Пур уяв та пĕр пек иртет, па-
рада аса илтерет. Хамăра хамăр
хисеплесе чăваш туйĕ кĕрлеттер-
сен епле аван! Хăйне евĕрлĕ те
илемлĕ», — терĕ Юлия.
Пурнăçри пĕлтерĕшлĕ куна
еплерех йĕркелемелли пирки чы-
лай пуç ватнă çамрăксем. Пĕрре-
хинче Юля соцсетьре ăнсăртран
пĕр мăшăр туя чăвашла ирттерни
пирки пĕлнĕ. Шупашкарти Балтаев-
семпе часах çыхăннă, сĕнÿ-канаш
ыйтнă. Атиллăн ашшĕпе амăшĕ чы-
лай пулăшнă. Тумтир еплерех пу-
лассине те пĕрле палăртнă, тухья-
па хушпу, шÿлкеме хатĕрленĕ. Чă-
ваш туйне йĕркелемешкĕн çăмăл
мар-çке. Сергейпе Юлия туй йăли-
йĕркине пĕлекен кĕрекеçе тупса
йыхравланă. Чăваш тĕррипе илем-
летнĕ торт саккас панă. Хĕр илме
те каччăн тăванĕсем наци тумĕ-
пе килнĕ. Туя пуçтарăннă тăван-
пĕтенĕ «йÿçĕ!» тесе икĕ чĕлхепе
кăшкăрнă. Ара, унта пикен Мускав-
ра тĕпленнĕ тăванĕсем йышлăн
килнĕ. Чăваш туйĕнче пулса курма
тÿр килнишĕн питĕ хавхаланнă ая-
кри хăнасем, çавна май вĕсенчен
пĕри уявра чăвашла сăвă çырса ву-
ласа панă. «Уяв» ансамбль туй юр-
рисене шăрантарса хăнасене са-
вăнтарнă. Туй вĕçленнĕ май вĕсем
тепĕр йăлапа та паллашнă. Юльăн
тухйине хушпупа улăштарнă. Апат-
çимĕçрен пуян сĕтел çинче кил-
те вĕретнĕ кăпăклă сăра та пулнă.
Çамрăк мăшăр пÿрнине ахаль вен-
чет çĕрри мар, чăваш паллисем-
пе хитрелетнине тăхăннă. Уявăн
иккĕмĕш кунĕ Сергейĕн тăван тă-
рăхĕнче, Йĕпреç районĕнчи Пучин-
ке ялĕнче, иртнĕ. Хăнасем шашлăк
ăшаланă, çут çанталăк ытамĕнче
юрласа, ташласа савăннă.
Чăваш пулнишĕн
мăнаçланаççĕ
Юльăпа Сергей иккĕшĕ те мĕн
пĕчĕкренех спортпа туслă, сиенлĕ
йăласене сивлеççĕ. Малалал вулас...